"Хĕр юрри", "хĕр йĕрри", "хĕр хỹхлевĕ" тата темиçе тĕрлĕ калаççĕ çураçнă хĕр юрлакан сăвва-юрра. Хĕр йĕрри шутне качча тухакан (е ăна пулăшакансем - инкĕшĕ, хăйматлăх амăшĕ, хĕр çумĕ) йăла-йĕркине кура савăнса е хурланса юрлакан юрăсем, хỹхлевсем кĕреççĕ. Ют çĕре вăйпа качча паракан хĕр хурлăхĕ чăннипех те чун тĕпĕнчен тухакан йывăр хỹхлев пулнă. Вăл салтак юрри пекех вăрăм, тепĕр чухне виле çинчи хỹхлев пекех пусăрăнчăк. Хăй паллашса, савса-юратса качча тухакан хĕр, паллах, кайранхи вăхăтсенче хĕр йĕррине ячĕшĕн, йăлашăн хỹхленĕ. Вара ун кĕввине, сăмахĕсене хăйĕн ăсталăхне, туйăмне кура урăхлатса пынă. Мĕнле хавхаланупа каланине кура шухăшĕ, илемлĕх мелĕсем улшăннă. Каярахпа туй йĕркинчен хĕр йĕррисем тухса пынă. Хĕр йĕррин тĕслĕхĕсене çакăн пек ушкăнлама пулать. Хĕр юрри - тус-тантăшĕсемпе, тăван тавралăхпа, ял-йышпа туйчченех сыв пуллашса ирттерекен йăла-йĕркесенче юрлакан юрăсем. Кунта масар çине кĕрсе ваттисене пуç тайни, вăйă пăрахни, шыв ăснă чухне юрлани, çимĕк чечекĕсене пухма кайсан калани, çивĕт янă (мунча кĕнĕ) тата ытти чухне çурма хỹхлевлĕ, çурма хаваслă янăракан сăвă-такмак кĕрет. Хĕр тавхи - хĕре йăтса тухсан, тăванĕсем патне кайсан хуçине, тăванне, евчине, тус-тантăшне, савнине каланă юрăллă сăмахсем, ĕмĕт-шухăша палăртса ырă сунса, сăмах парса, тав туса юрланисем. Хĕр йĕрри - хурланса, ỹпкелесе, йĕрсе юрлакан юрăсем. Ытларах ятран асăнса юрланисем йышлă. Хĕр хỹхлевĕ - чунпа татăлса ĕсĕклесе тăкăлтатса каланă сăмахлăх тĕсĕ. Чылай чухне чăтма çук пысăк хурлăха палăртса, пурнăç пĕтсе килнĕ пекех туйса юрланă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Туй-çуй илемĕ хурлăхпа ырлăх картса пынипе хаваслă. Хĕр йĕрри хĕр туйĕпе пĕрле илтĕнсе каять. Хĕр туйне пуçличчен качча каяс хĕре кĕлетре ушкăнпа çивĕт явса яраççĕ, тумлантараççĕ. Ку ĕç-пуç юрăпа çыхăннă, унта хĕрхỹх илтĕнет. Хĕрхỹх, тĕрĕссипе, хĕр туй умĕн хăй сассине уçăлтарни, хăнăхни, сăмахсене тепĕр хут аса илни. Тумлантарса пĕтернĕ хĕре ашшĕ-амăшĕ умне илсе пыраççĕ. Кунта вăл пĕрремĕш хут хỹхлев сăмахне калать, пиллеме, ырă сунма ыйтать. Качча тухакан хĕре шăпа çырни пит шухăшлаттарнă. Хĕртен арăм пуласси - пурнăç йĕркине тĕпрен улăштарни. Хаваслă яшлăх-хĕр упраçлăхран ĕçлĕ-тертлĕ йышлă хуçалăхлăха куçасси хăй хăратса тăрать. Атте-анне килĕнчи ачашлăх, юрату çичĕ ютра пулмасса та пултарать. Ăна хăнăхма питех те кансĕр. Çавăнпа та хĕр йĕрринче - чун татăлса янăрани, çамрăклăхри çутă ĕмĕр иртсе кайни. Хĕр йĕррине пỹртре те, тулта та юрланă. Ĕлĕк чăваш туйĕн йĕрки çирĕп пулнă. "Пĕркенчĕк айĕнче йĕмен хĕр шăналăк айĕнче йĕрет", - теççĕ. Çавăнпа та хĕр йĕрри е юрри кирек хăш туйра та илтĕнмеллех пулнă. Сăмахран, хĕр хăй ирĕкĕпе килĕштерсе качча тухнă чухне те йĕрет, ăна хăйне килĕштерсе "вăрласа" кайсан та. Аллăм тулли ал çыххи, Хам татрăм та хам сыпрăм. Атте-анне ан ятлăр, Хам саврăм та хам тупрăм. Юлашки çулсенче туйсенче хĕр йĕррисем илтĕнмеççĕ. Питĕ шел, ĕлĕкхи йăла-йĕрке манăçа тухса пырать. Районти ача-пăча библиотекин библиотекарĕ |