Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чупма юратакан ăста

Ардалион Васильевич Игнатьев çуралнăранпа 80 çул çитнине халалласа Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче "Чупма юратакан ăста" курав йĕркелеме палăртнă. Куравра Ардалион Игнатьевăн кун-çулĕпе тĕплĕн паллашма пулать. Çавăн пекех чăвашран тухнă пĕрремĕш олимпиецăн - А.Игнатьевăн тĕрлĕ ăмăртусем вăхăтĕнчи сăн ỹкерчĕксем тĕп вырăнта пулаççĕ. Мухтавлă спортсмен çинчен çырнă хаçат-журнал та пĕрре çеç мар куравра. Курав чỹк уйăхĕн 15-мĕшĕнче ĕçлеме пуçлать.


"Елчĕк Ен"
10 ноября 2010
00:00
Поделиться