Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ардалион Игнатьев олимпиеца халалласа

Чỹк уйăхĕн 24-мĕшĕнче пирĕн паллă ентешĕмĕр - СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, 1956 çулта Мельбурнра пулса иртнĕ çуллахи Олимп вăййисен бронза призерĕ, Европа чемпионĕ (1954 ç.), нумай хут çĕр-шыв чемпионĕ тата рекордсменĕ пулнă Ардалион Васильевич Игнатьев çуралнăранпа 80 çул çитет. Ардалион Игнатьев ятне республикăра кăна мар, çĕр-шывра та аван пĕлеççĕ. Вăл Олимп вăййисене чăваш çамрăкĕсенчен пĕрремĕш хутшăннă (1952 ç.), тепĕр тăватă çултан бронза медаль çĕнсе илнĕ. Ун хыççăн республика спортсменĕсем, А.Игнатьев тĕслĕхĕпе хавхаланса, Олимп вăййисене хутшăнаççĕ, пысăк çитĕнỹсем тăваççĕ. Республикăра Ардалион Васильевичăн юбилейне анлăн паллă тума хатĕрленеççĕ. Çав шутра районта та тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме палăртнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Л.Левый йышăнăвĕпе А.В.Игнатьев 80 çул тултарнине халалласа чỹк уйăхĕн 15-24-мĕшĕсенче "Ялти вăйăсенчен пуçласа Олимп вăййисем таран" ятпа вунă кунлăх ирттереççĕ. Ăна йĕркелесе ирттерме оргкомитет туса хунă, ятарлă план çирĕплетнĕ. Йĕркелỹ комитетне Л.Левый ертсе пырать, унăн çумĕ - район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ А.Александрова, секретарĕ - вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн эксперт специалисчĕ Н.Малышкин. А.В.Игнатьева халалланă вунă кунлăхра районти шкулсенче, культура çурчĕсемпе вулавăшсенче тĕрлĕ конкурссем, викторинăсем, выставкăсем, асăну каçĕсем, ытти мероприятисем йĕркелеççĕ, спорт ăмăртăвĕсем ирттереççĕ. Йĕркелỹ комитечĕ районта пурăнакансене - шкул ачинчен пуçласа пенси çулĕпе пыракан кашни çынна çак мероприятисене хутшăнма йыхравлать.


"Елчĕк Ен"
10 ноября 2010
00:00
Поделиться