Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ватлăха парăнмасть

Кушкă ялĕнче пурăнакан Александра Ивановна Зайцева мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ. Халĕ те, хăйĕн çулĕсене пăхмасăр, пысăк хуçалăх тытса пырать. Чăх-чĕп, хур-кăвакал, сурăхсем, качакасем усрать вăл. Ывăлĕ, Коля, платник тата каменщик пулса тĕрлĕ районсенче ĕçлесе çỹрет, килте те сайра пулать. Саня аппа вара хуçалăхри пĕтĕм ĕçе пĕччен тенĕ пекех пурнăçлать. Кăçал çанталăк шăрăх тăчĕ пулин те Саня аппа çитĕнтернĕ пахча çимĕç ытти çулсенчи пекех ăнса пулчĕ. Помидор, хăяр, купăста, уйрăмах арбузпа дыня пысăк тухăç пачĕç. - Ачасем манăн менелнике килессине пĕлмерĕм те, пурте пуçтарăнса çитрĕç. Сĕтел çине мĕнле çимĕç лартам-ши тесе шутламалла пулмарĕ. Килте туса илнĕ арбузпа дыньăна, тăварланă хăярпа помидора, качака сĕтĕнчен хатĕрленĕ чăкăта, хăймана, тăпăрчăна - пурне те юратса çирĕç. Çакăн чухлĕ пахча çимĕçе епле çисе ярăн, арбузпа дыньăна хулара пурăнакан ачасене машинăпах тиесе ятăмăр, - савăнса каласа кăтартать Саня аппа. Кỹршĕ-аршипе те килĕштерсе пурăнать сакăрвун икĕ çулхи ватă. - Арбузпа дыня вăррисене малтан марля ăшне çыхса нỹрлĕ те ăшă çĕрте тытса сăмсалантармалла, асăрханса акмалла, - вĕретет вăл çамрăксене. Ывăнма та пĕлмест пулĕ пирĕн Саня аппа. Ир пуçласа каç пуличченех ура çинче вăл, хăш вăхăтра канма ĕлкĕрет-ши? Çĕр улми ани çинче те пĕр пĕрчĕ çум курăкĕ тупаймăн. Кил-çуртне те тирпейлĕ тытать - пĕр касра пурăнакансем унран тĕлĕнмеллипех тĕлĕнеççĕ. Александра Ивановна пек ватăсем, ĕçчен те ырă кăмăллăскерсем, Кушкăра татах та пур, вĕсем ял-йыша, çамрăксене ĕçре ăнăçу тупма хавхалантарса пыраççĕ.



"Елчĕк Ен"
03 ноября 2010
00:00
Поделиться