Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пур-ха Елчĕкре пăхаттирсем...

Иртнĕ шăмат кун А.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен шкулĕн Спорт çуртĕнче кире пуканĕ йăтакансем "Елчĕк ен" хаçат призĕсемшĕн вун пĕрмĕш хут турнира пухăнчĕç. Ăмăртăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Л.Левый, районти "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Алексеев саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. "Елчĕк ен" хаçат страницисенче сывă пурнăç йĕркине, массăллă спортпа физкультурăна аталантарассипе, районти тĕрлĕ турнирпа чемпионат пĕтĕмлетĕвĕсене уçса парассипе сахал мар материал пичетленет. Çав вăхăтрах хаçат редакцийĕ хăйĕн вăйĕпе тĕрлĕ ăмăртусем те ирттерме май тупать. Спорта юратакансем хушшинче "Елчĕк ен" хаçат призĕсемшĕн ирттерекен çăмăл атлетсен çурхи кросĕ тата кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕ ырă ят çĕнсе илнĕ ĕнтĕ. Вĕсем çак ăмăртусене массăллăн хутшăнаççĕ, спортри лайăх çитĕнỹсемпе савăнтараççĕ. Кире пуканĕ йăтакансем юратнă хаçат призĕсемшĕн кăçал вун пĕрмĕш хут ăмăртăва тухрĕç. Ăмăртăва хутшăнакансем 6 помост çинче пултарулăха тĕрĕслерĕç. Тĕрлĕ атлетсем пур вĕсем хушшинче: кăçал пуçласа хăйсен вăйне тĕрĕслеме тухакан çамрăксем те, Раççейри, Европăри турнирсенче палăрнисем те. "Елчĕк ен" хаçат призĕсемшĕн ирттерекен ăмăртăва сăнаса ларма кăсăклă пулчĕ. Помост çинче хĕр ачасемпе хĕрсем, арçын ачасемпе яшсем, ветерансем пĕр вăхăтра вăй виçнине ытти турнирсенче час-часах кураймăн. Ваттипе çамрăкки юнашар пĕрле пулни ăсталăха та туптама пулăшать. Çамрăксем спорт çулĕ çине тăни шанчăк кỹрет. 1995 çулта çуралнă тата çамрăкрах арçын ачасем пĕр пăтлă кире пуканĕсене йăтассипе аслисенчен кая юлмаççĕ. 48 килограмлă виçере Çĕнĕ Пăва шкулĕнчи П.Аверьянов Курнавăшри А.Соловьевпа Н.Григорьевран кăшт ăстарах пулчĕ. Вĕсем - призерсем. 53 килограмлă виçере пĕр пăтлă 2 кире пуканне 23 хут тĕртсе Елчĕк шкулĕнчи А.Кожевников палăрчĕ. Унпа тупăшнă Энтепери А.Макаровпа Тăрăмри А.Егоров та çĕнтерỹçĕсен йышне кĕчĕç. Çак ỹсĕмри ытти атлетсем те чыса тивĕç. Вĕсенчен çаксем палăрчĕç: 58 килограмлă виçере: 1. Н.Николаев. 2. П.Головин. 3. Д.Смирнов (Курнавăш). 63 килограмм: 1. А.Смирнов. 2. И.Юхмин (Курнавăш). 3. П.Иванов (Тăрăм). 68 килограмм: 1. А.Изосимов (Елчĕк). 73 килограмм: 1. С.Константинов (Курнавăш). 78 килограмм: 1. Н.Гаврилов (Энтепе). 2. Н.Круглов (Курнавăш). 85 килограмм: 1. М.Зайцев (Çĕнĕ Пăва). 2. А.Марков (Энтепе). 3. А.Журавлев (Елчĕк). 85 килограмран йывăртарах: 1. К.Каринкин (Елчĕк). 1993-1994 çулсенче çуралнă арçын ачасенчен чылайăшĕ кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕсене маларах та хутшăннă. Çак ỹсĕмре палăрнă атлетсем: 53 килограмм: 1. Д.Соловьев. 2. А.Иванов. 3. Д.Николаев (Курнавăш). 58 килограмм: 1. Н.Чувайкин (Елчĕк). 2. П.Александров (Курнавăш). 63 килограмм: 1. В.Семенов (Елчĕк). 2. Д.Курчин. 3. С.Порфирьев (Курнавăш). 68 килограмм: 1. И.Федоров. 2. А.Ласточкин. 3. А.Голубев (Елчĕк). 73 килограмм: 1. А.Павлов (Елчĕк). 78 килограмм: 1. Д.Петров. 2. А.Федоров (Елчĕк). 85 килограмм: 1. А.Павлов (Елчĕк). 2. В.Иванов (Курнавăш). 85 килограмран йывăртарах: 1. А.Николаев (Елчĕк). Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн та спортăн анлă çулĕпе малалла утакансем чылай. Яшсемпе арçынсем те помост çине тухса вăйне, ăсталăхне кăтартаççĕ. 24 килограмлă кире пукансене йăтса хăйсен виçисенче палăрнисем хушшинче Раççей спорт мастерĕ С.Соловьев, Кавалта çуралса ỹснĕскер, хальхи вăхăтра аслă вĕренỹ заведенийĕнче пĕлỹ пухаканскер, кире пуканĕсене 100 хут тĕртме пултарчĕ. Чăннипех ăста атлетпа тупăшаканни тупăнмарĕ тесен те йăнăш пулмĕ - вăл ыттисене нимĕнле шанăç та хăвармарĕ. Яшсемпе арçынсенчен палăрнисен йышĕнче: 68 килограмм: 1. Р.Григорьев (Елчĕк). 78 килограмм: 1. Н.Садовников (Энтепе). 85 килограмм: 1. А.Локачов (Курнавăш). 85 килограмран йывăртарах: 1. О.Николаев (Елчĕк). 2. А.Константинов (Курнавăш). 3. В.Кучаков (Елчĕк). Кире пуканĕ йăтакансем хушшинче хĕр ачасемпе хĕрсем йышланса пынине кашни ăмăртурах асăрхатпăр. 1995 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасенчен 53 килограмлă виçере тупăшакансем чылай пулчĕç. Кунта хĕрỹ кĕре-шỹре Тĕмерти К.Соколовăна çитекенни пулмарĕ. Вăл 12 килограмлă кире пуканне икĕ алăпа 75 хут сулласа йăтма пултарчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - А.Яковлевăпа (Кивĕ Эйпеç) А.Жукова (Тĕмер). 58 килограмлă виçере И.Соловьева (Курнавăш), Д.Прохорова (Энтепе), К.Петрова (Елчĕк), 63 килограмлă виçере И.Иванова (Тăрăм), Е.Кузьмина (Елчĕк), 63 килограмран йывăртарах виçере Д.Галкина (Тĕмер) çĕнтерỹçĕсен йышне кĕчĕç. 1993-1994 çулсенче çуралнă хĕрсенчен 53 килограмлă виçере Л.Максимовăпа (Кĕçĕн Таяпа) А.Казаковăна (Елчĕк), 58 килограмлă виçери Д.Измайловăна (Çĕнĕ Пăва), М.Владимировăна, Т.Сайкинăна (Елчĕк), 63 килограмлă виçери Д.Шепиловăна (Кĕçĕн Таяпа), Е.Ивановăна (Курнавăш), 63 килограмм йывăртарах виçери В.Николаевăпа (Елчĕк) Е.Гавриловăна (Курнавăш) палăртма кăмăллă. Ветерансем çамрăксене хавхалантарса пыраççĕ. Хăйсен ỹсĕмĕсенче М.Скворцов, В.Демьянов, А.Муллин, В.Марков, А.Анисимов, Н.Молоствов, П.Карсаков призерсен йышне кĕчĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсен командисенчен Елчĕксем - пĕрремĕш, Курнавăшсем - иккĕмĕш, Çĕнĕ Пăвасем виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Тĕп шкулсен командисенчен Энтепери, Кĕçĕн Таяпари, Тăрăмри атлетсем призерсен йышне кĕчĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене дипломсем парса чысларĕç. Хăйсен виçисенче мала тухнă атлетсем "Елчĕк ен" хаçата 2011 çулхи пĕрремĕш çур çулта тỹлевсĕр илсе тăрĕç. Ăмăртăва ирттерме пулăшнă А.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер преподавателĕсене, шкулсенчи физкультура учителĕсене, Д.Мазюкин врача тав тăватпăр. 



"Елчĕк Ен"
03 ноября 2010
00:00
Поделиться