Кĕвĕ-çемĕ тĕнчипе тыткăнлакан
Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш юрри Илемлĕ юрлама пĕлсен кăна. Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ çамрăк ĕмĕр Пурăнма пĕлсен кăна. (Юрăран) Вĕрентекен... Тĕрлĕрен пулать вăл. Пĕри хăйĕн чунлăхĕпе илĕртет, тепри çирĕп ыйтнипе килĕшет. Çапах та пурне те пĕр тĕллев çыхăнтарать: вĕсем хăйсем мĕн пĕлнине, чун киленĕвне ачасем патне илсе çитерме, çирĕп ăс пама тăрăшаççĕ. Пуринчен те вĕрентекен пулмастех. Учитель профессине илнипех çак ята тивĕçеймĕн. Чун-чĕрепе те, кăмăлпа та ача-пăчара çынна курма пĕлмелле, кашнине ăнланма пултармалла. Вĕсен хуйхипе, савăнăçĕпе пĕрле кулянмалла та, хĕпĕртемелле те. Кашни ача пултаруллă, пĕр-пĕр ĕçре ăста. Кам юрра-ташша кăмăллать, кам артист е çыравçă, спортсмен пуласшăн. Çамрăксен малашлăхĕ - учительте, унăн тăрăшулăхĕнче. Ăс-тăн панисĕр пуçне вĕрентекенĕн ачасене пулас професси патне малтанхи утăм тума пулăшмалла. Çакăн пек вĕрентекенсен йышне Хăвăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта музыка предметне вĕрентекен Сергей Владимирович Краснов кĕрет. Вăл ертсе пыракан музыка урокĕсем, кружок заняти-йĕсем шкул вăхăтĕнче кама кăна илĕртмен-ши? Кĕвĕ-çемĕ тĕнчинче пĕрремĕш утăм тума та чылай вĕренекене вăлах пулăшнă. Сергей Краснов Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче кун çути курнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан культура училищине çул тытать. Вĕреннĕ хушăрах ăна Раççей çарне илсе каяççĕ. Салтакран килнĕ хыççăн та Сергей музыкант пулас шухăша пăрахăçламасть, малалла вĕренет. Алла диплом илсен Тăвайĕнчи культура çуртĕнче методист пулса ĕçлеме тытăнать. Çав хушăрах район центрĕнче вырнаçнă музыка шкулĕнче "баян тата купăс" предмета ачасене алла илме пулăшать. Юратнă ĕç алăра пулин те С.Краснов тăван тăрăхшăн тунсăхлать. 1995 çулта вăл хăй çуралса ỹснĕ яла таврăнать, Елчĕкри музыка шкулĕнче преподаватель пулса тăрăшма пуçлать. Çак çултан пуçласах Хă- вăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта музыка учителĕ те. Мĕнле майпа çак ĕçе суйласа илме шутларăр тесе ыйтсан, Сергей Владимирович сăпайлăн çеç хуравлать: "Чун ыйтнипе". Унтан вара хăй мĕнле майпа юрă-кĕвĕ тĕнчине кĕрсе ỹкнине йăл кулса аса илме пуçлать: - Шкулта вĕреннĕ чухнех ялта кивĕ клубра эстрада ушкăнĕ пурччĕ. Килти ĕçсене пĕтерсен хăвăртрах аслă юлташсем патне васкаттăм. Мана вĕсем, музыка инструменчĕпе выляма пĕлнипе темле асамлă çынсем пекех туйăнатчĕç. Хамăн юлташпа, Трифонов Федьăпа, час-часах хăйсем патне çỹренĕрен пулĕ, пире музыка инструменчĕсене алла тытма ирĕк пачĕç. Çакăн хыççăн ман юлташа синтезатор çинче выляма шанчĕç. Мана вара: "Санăн нимĕнле талант та çук", - терĕç. Çавăн чухне вара ума тĕллев лартрăм: "Мĕнле пулсан та музыка инструментне парăнтаратăп!" Сергей Владимирович паян ăста вĕрентекен кăна мар - купăсçă та, гитарист та, баянист та. Кирек мĕнле кĕвве те тỹрех ярса илет. Музыка кружокне çỹрекен ачасемшĕн вăл аслă пиччĕшĕ вырăнĕнчех. - Хам вĕренни кăна çителĕксĕр, ытти мал ĕмĕтлĕ ачасене пулăшасчĕ, вĕсене пурнăç çулне суйласа илме май туса парасчĕ, - тесе Сергей Владимирович В.Н.Мясниковран канаш ыйтнă. Валерий Николаевич ун чухне Çирĕклĕ Шăхаль ял администрацийĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă. Вăл çамрăка пулăшма шантарнă. 1995 çулхи авăн уйăхĕнче вара ялти культура çурчĕ çумĕнче Елчĕкри музыка шкулĕн филиалĕ уçăлнă. - Ман шутпа, çĕр çинче ырă çын питĕ нумай. Йывăр вăхăтра хама пулăшу аллине тăсса панă Антонина Васильевна Питеркинăна ĕмĕр тăршшĕпех тав тума хатĕр. Директор пулса ĕçленĕ çулсенче вăл мана литературăпа та, музыка инструменчĕсемпе те пулăшса филиала аталантарма май туса пачĕ. Вăхăт пĕр сисĕнми шăвать. Филиал уçăлнăранпа 15 çул çитрĕ. Унтанпа çĕршер ача хушма пĕлỹ илчĕ. Пĕрисем хăйсен ĕçне юрă-кĕвĕпе çыхăнтараççĕ, теприсем пушă вăхăтра алла инструмент тытса йăпанаççĕ, - тет музыкант. Шкулти музыка кружокĕ чи ăнăçлă ĕçлекенсенчен пĕри. Унта лекме шкулти кашни ача ĕмĕтленет. Сергей Владимирович - питĕ çирĕп ыйтакан вĕрентекен. Çавăнпах пулĕ кружока çỹрекен ачасенчен чылайăшĕ умри йывăрлăха çĕнтерме тăрăшать. Сергей Владимирович вĕренекенĕсем куракансене савăнтарма яланах хатĕр. Тата миçе конкурс çĕнтерỹçисем пулман-ши вĕсем? Çамрăк купăсçăсенчен йĕркеленĕ "Шăнкăрав" ушкăн паян та тĕрлĕ конкурса хутшăнать. "Пирĕн шкул Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ вăхăта аса илтерет. Унта музыка уйрăмĕ пулнă май тĕрлĕ кĕвĕ-çемĕ янăратчĕ", - калаçăва хутшăнать вырăс чĕлхине вĕрентекен Лина Яковлевна Кувшина. Сергей Владимирович патĕнчен вĕренсе тухнисенчен чылайăшĕ унăн çулнех суйласа илнĕ: Валерий Архипов - Елчĕкри музыка шкулĕн ĕçченĕ, Алексей Карсаков - юрăç, Алексей Сурков - культура ĕçченĕ, Эдуард Степанов _ оранжировщик. Чăваш наци радиовĕн журналисчĕ Ольга Баринова та ун патĕнчех музыка илемне туйма вĕреннĕ. - Нумайăшĕ урăх çул суйласа илнĕ пулсан та, музыкăсăр вĕсене тунсăх. Час-часах вĕсен аллисенче купăс, гитара курма пулать. Апла манăн ĕç сая кайман. Çапла, асамçă кĕвĕ хăй енне тата нумай ачана туртасса шанатăп эпĕ, - терĕ юлашкинчен вĕрентекен. Сергей Владимировичăн алли ылтăн. Вăл кирек мĕнле ĕç тума та пултарать: кăмака купалама та, комбайн штурвалне тытса пыма та... Юратнă ĕçсĕр - чунра лăпкă мар! Сергей Владимировичăн мăшăрĕ Ольга Петровна та музыка тĕнчисĕр пурăнма пултараймасть. Вăл Елчĕкри искусство шкулĕн ертỹçи. Туслă çемьере хĕр пĕрчи ỹсет. |
|