Хỹтĕлĕхĕн чи шанчăклă меслечĕ - вакцинаци
Грипп - инфекциллĕ хăрушă чир. Вăл сывлăшпа та, сунас-ỹслĕк урлă та сарăлма пултарать. Чире пуçараканĕ - чирлĕ çын хăех. Чир пуçланнă тапхăрта сывă мар çын ỹсĕрнĕ е сунасланă чухне лаймакапа пĕрле вируссем сывлăша уйрăмах йышлăн тухаççĕ. 5-9 кун иртнĕ хыççăн вĕсем сывă çынсемшĕн ытлашши хăрушлăх кăларса тăратмаççĕ. Çак чирĕн вăрттăн (инкубаци) тапхăрĕ темиçе сехетрен пуçласа 2-3 талăкчен тăсăлать. Ялан тенĕ пекех чир хăй çинчен çийĕнчех астутарать. Уйрăм паллăсем: шăнтса пăрахать, пуç, уйрăмах çамка тата тăнлав, куç харшисен тĕлĕнче хытă ыратать, шăмăсем туртма тытăнаççĕ, куç çутта хăнăхайми пулать, ỹт-пỹ температури ỹсет (38,5-40С), мышцăсем, уйрăмах ал-ура сурма пуçлаççĕ. Чир малалла аталанса пынăçемĕн çын пуç çаврăннипе, тăнран кайнипе аптăрама тытăнать, апат вуçех анми пулать, час-часах хăстарать, сăмсаран юн каять. Чирĕн малтанхи кунĕсенче, грипп ернĕ çын пыр типнипе, сăмси питĕрĕнсе ларнипе аптăрать. 2-3 кун иртсен типĕ ỹслĕк ерет, хушăран сунаслаттарать. Грипăн çивĕч пулăмĕсем 3-7 куна тăсăлаççĕ. Çакăн хыççăн чир тарăна каяс, пневмоние, кĕçĕн ачасен вара суя пыр шыççи чирне (ложный круп) куçас хăрушлăх тухса тăрать. Грипп профилактикин тĕп шанчăклăхĕ вăл - ỹте вакцина яни (вакцинаци туни). Ятарласа прививка тăвассинчен çак çынсен пăрăнса юлма юрамасть: 60 çултан иртнисен, ỹт-пỹ чирĕсемпе тăтăшах чирлекенсен, ОРЗ чирĕсемпе аптăракансен, шкул çулне çитмен ачасен (6 уйăхран пуçласа), сывлăх хуралçисен, йăла службинче, транспортра, вĕрентỹ заведенийĕсенче ĕçлекенсен, çар çыннисен, шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсене çỹрекенсен, вĕренекенсен, студентсен... Пирĕн республикăра, çав шутра пирĕн районта та, авăн уйăхĕнчен пуçласа грипп чирĕнчен (сысна грипĕ ересрен те) иммунизаци тума тытăннă. Вакцинине федераци бюджетĕнчен уйăрнă укçапа туяннă, вакцина профилактика прививкисем тумалли вакцинаци календарĕпе пăхнă ушкăнсене тата кăмăл тунă çынсене пурне те çитме кирлĕ. Грипран сыхланса пурнăçлакан, анчах ятарласа пăхман профилактикăпа та усă курма юрать, вĕсен шутне ятарлă хатĕрсемпе меслетсен икĕ ушкăнне кĕртетпĕр: 1) инфекциллĕ чирсене парăнманнине ỹстерес тĕллевпе йышăнакан мерăсем (йывăр, вăй ытларах ыйтакан ĕç, ỹт-пĕве пиçĕхтерни, туллин апатланни, витаминсем, иммунитет витĕмлĕхне ỹстерекен препаратсем, хатĕрсем йышланни т. ыт. те); 2) çавăн пекех пĕтĕмĕшле мерăсемпе усă курма сĕнетпĕр: чирĕн пĕрремĕш паллисем пур çынсемпе тĕл пулса калаçассинчен пăрăнăр, алăсене час-часах супăньпе çăвăр, сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнăр, çителĕклĕ таран çывăрăр, тĕрĕс апатланăр, яланах пуçаруллă, активлă пулăр. Чирлĕ çыншăн килте мĕнлерех тăрăшмалла-ха? Ăна сывă çынсенчен уйăрмалла, вăл ыттисенчен 1 метртан кая мар айккинче пулни шанчăклăрах. Чирлĕ çынна пăхнă чухне тутапа сăмсана хуплама тăрăшăр. Çак тĕллевпе ятарласа кăларакан маскăсемпе те, килте тунисемпе те усă курма юрать. Чирлĕ çынпа тĕл пулнă хыççăн кашни хутĕнчех алăсене супăньпе çăвăр. Чирлĕ çыннăн пỹлĕмне тăтăшах уçăлтарса тăрăр. Унăн пỹлĕмĕ кирек хăçан та таса пултăр, çунă чухне ятарлă хатĕрсемпе усă курăр. Чирĕн привайхи паллисене асăрхасан чи малтанах мĕн тумалла? Енчен те хăвăра сывă мар туятăр (пысăк температура, ỹслĕк, пыр ыратать) пулсан, килтех юлăр, ĕçе, шкула е обществăлла ытти вырăнсене ан кайăр. Канма тăрăшăр, шĕвек ытларах ĕçĕр, сăмсапа çăвара пĕчĕк тутăрпа хуплăр. Алăсене çине-çине тата вăрах хушă супăньпе çăвăр, çакна ỹсĕрнĕ е сунасланă хыççăн тума тăрăшăр. Çемье членĕсене тата тус-юлташсене хăвăр чирлени çинчен пĕлтерĕр, çынсемпе тĕл пуласран пăрăнăр. Сире медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулсан, мĕн тумалла? Врача чĕнсе илĕр, ăна чир паллисем çинчен каласа парăр. Вăл паракан канашсене пурнăçлама васкăр. Урамра чухне те сăмсапа çăвара хуплама тăрăшăр. Инфекцие пуçаракан вируссене витĕм кỹрекен препаратсемпе усă курасси. Арбидол - 2 çултан пуçласа 6 çулхи ачасене профилактика тĕллевĕпе - 50 мг, 6-12 çулхисене - 100 мг, 12 çултан аслăраххисене тата çитĕннисене - 200 мг. 10-14 кун хушши кулленех пĕр хутчен памалла. Оксолин çăвĕ - чир сарăлса пынă тата ОРЗ кĕтмен çĕртен тепĕр хут вăй илнĕ вăхăтра, çемье членĕсем чирлĕ çынпа çыхăну тытнă чухне - сăмсан лаймакаллă витĕмне 7-10 кун хушши кулленех 2-3 хутран кая мар сĕрмелле. Ремантадин - профилактика тăвас тĕллевпе çитĕннисене апат çинĕ хыççăн куллен 1 таблетка (0,05), 2-7 кунран пуçласа 20 кун таран 1-2 таблетка ĕçтермелле. Иммунал - иммунитета ỹстерекен, вируссене пĕтерекен, ỹт вĕрилĕхне чакаракан эмел. Унпа сивĕпе шăнса пăсăлсан, çавăн пекех чирсене тата грипа хирĕç тăвакан профилактика вăхăтĕнче усă кураççĕ. Усă курмалли май: куллен 3 хутчен 20-шер тумлам; чир шала кайсан - 2 кун хушши 1-2 сехет иртнĕ хыççăн 40-шер тумлам, ытти чухне - яланхи виçепе ĕçмелле. Усă курмалли вăхăт - 1 эрнерен пуçласа 8 эрне таран. |
|
"Елчĕк Ен"