Аслă Елчĕкре пурăнакан Зинаида Васильевна Бобина хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе ял çинче ят-сум çĕнсе илнĕ. Нумай çул ялти фельдшер пунктĕнче фельдшер-акушерта ĕçлесе пуян ĕç опычĕ пуçтарнă вăл, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех кунта тăрăшнă. Ялти шкулта вĕреннĕ чухнех Зина медицина ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Тăрăшуллă хĕр ача 1966 çулта алла аттестат илсенех Канашри медицина училищине кайса кĕнĕ, кунта вăл фельдшер-акушера вĕреннĕ. Училище хыççăн çамрăк специалист 4 çул Патреккелти фельдшерпа акушер пунктне ертсе пынă. Çамрăклах хăйĕн тивĕçне чунтан парăнса пурнăçланă. Лайăх хĕре ял каччи куçран вĕçертмен. Унăн шăпи Петр Леонидович Бобин пулнă. Унпа пĕрлешсе çемье çавăрнă хыççăн Аслă Елчĕке ĕçлеме куçса пынă. Ун чухне ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче тухтăрсем çитмен, çавна май Зинаида Васильевна тухтăр тивĕçĕсене те хăйех пурнăçласа пынă. Шанăçа тỹрре кăларнă, çак тĕллевпе вăл хăйĕн пĕлĕвĕпе ăсталăхне тăтăшах ỹстерсе пынă. Малтанласа, паллах, çамрăк хĕрарăма çăмăл пулман. Ялĕ те пысăк, пĕр урамран тепĕр урам вĕçне утса тухиччен те вăхăт нумай иртет. Çил-тăманлă, çумăрлă, пылчăклă çанталăкра çитес çĕре çитме уйрăмах кансĕр. Апла пулин те Зинаида Васильевна чирлисем патне яланах вăхăтра çитсе кирлĕ пулăшу пама пултарнă. Ялти фельдшерицăшăн кăнтăрла анчах мар, çĕрлехи вăхăтра та пĕр канăç пулман. Килте тума тытăннă ĕçе пăрахса чирлĕ çын патне пĕрремĕш пулăшу пама васкаса тухса кайни мĕн чухлĕ пулман-ши çак тапхăрта? Вĕсене халĕ каласа парса та, аса илсе те пĕтереес çук. Тăрăшса ĕçлени сая кайман. Халăх унăн ĕçне ти-вĕçлипе хакланă. Ăна пурĕ 5 хутчен ял совечĕн депутатне суйланă. Пархатарлă ĕçне хакласа панă Тав хучĕсем çемье архивĕнче тирпейлĕн упранаççĕ. Зинаида Васильевна хальхи вăхăтра тивĕçлĕ кунура, апла пулин те ял çыннисене хăнăхнă йăлапа халĕ те пулăшу аллине тăсса пама ỹркенмест. Чылай чухне укол тутарма та, канаш ыйтма та ун патне каятпăр. Зинаида Васильевнăпа Петр Леонидович 1 хĕр тата 4 ывăл пăхса çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Ачисене пурне те аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Светлана - юрист, Юрий - энергетик. Слава ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ, Алексей - малтан техникум пĕтернĕ, ун хыççăн института вĕренме кĕнĕ. Шел пулин те, Саша ывăлĕ вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Амăшĕн чĕринче ĕмĕр тỹрленейми суран хăварчĕ. Зинаида Васильевна пек çынсемпе ял çыннисем тивĕçлипе мухтанаççĕ.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.