Гурий Федоров,"Комбайн" ЯХПК председателĕ: "Ял çыннине пархатарлă ĕçĕш.н тав таватпар"
"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакансен хастарлăхĕпе чăтăмлăхĕ, теветкеллĕхĕ иксĕлме пĕлмест. Кăçалхи йывăр çанталăк условийĕнче çакна вĕсем хăйсен пархатарлă ĕçĕпе тепĕр хутчен çирĕплетсе пачĕç. Çăмăл мар лару-тăрури ĕç-хĕл пирки ял хуçалăх предприятийĕн председателĕнчен, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕнчен Гурий Федоровран тĕплĕнрех каласа кăтартма ыйтрăмăр. - Çăмăл ĕç пулмасть. Апла пулин те кăçалхи пек йывăрлăх тỹс-ине ял çыннисем ас тумаççĕ... - Типĕ, шăрăх çанталăка пула ỹсен-тăран культурисен тухăçĕ, иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан, палăрмаллах сахал пулчĕ. Пĕр сăмахпа, нумай çухатрăмăр. Çакăнпа та килĕшме тиветех, мĕншĕн тесен çут çанталăкпа тупăшма никамăн та вăй-халĕ çитес çук. Пурпĕрех, çĕр ĕçченĕ ĕç ăнманнине курса алă сулмарĕ. Уй-хирте çитĕннĕ мĕн пур пек пуянлăха пỹлмесене тирпейлесе пухса кĕртессишĕн ял хуçалăх предприятийĕн виçĕ бригадинче ĕçлекенсем те икĕ хут вăйпа тимлерĕç. 800 гектар çинче çитĕннĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кĕске вăхăтра, тăкаксăр алла илме пултартăмăр. Чи малтан хамăра çитес çул акма кирлĕ таран вăрлăхпа саппаслантăмăр, ăна сутмалăх та хатĕрлеме пултартăмăр. Пурĕ 2000 гектара яхăн лаптăкри кĕрхи çĕртме сухине , палăртнă лаптăксенче кĕрхи культурăсене акассине агротехника хушнă чи лайăх вăхăтра пурнăçласа хăвартăмăр. Ун хыççăнах ятарласа çирĕплетнĕ механизаторсем уйрăм çынсен çĕр улми анисене сухалама тухрĕç. Ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакан çынсен çĕр улми лаптăкĕсене ял хуçалăх предприятийĕн техникипе усă курса çуркунне сỹрелесе культиваци тума, кĕркунне çĕртме сухи тума пулăшасси пирĕн патăмăрта иртнĕ çулсенченех йăлана кĕнĕ. Çакăншăн ял çыннисем те кăмăллă. - Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çулталăк тăршшĕпех тупăш парать. Кăçалхи 9 уйăхра усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне шутласан ял хуçалăх предприятийĕнче 907 центнер сĕт туса илнĕ. Çакă районĕпе илсен те чи пысăк кăтарту. Ỹсĕмсен вăрттăнлăхĕ мĕнре тесе шутлатăр? - Çак вăхăтчен пĕр ĕнерен 5208 килограмм, иртнĕ çулхипе танлаштарсан 6 процент ытларах сĕт сунă. Кăтартусем çулран çул пысăкрах пулнине чи малтан сăвакан ĕнесен хисепĕ тата вĕсен продуктивлăхĕ ỹссе пынипе сăлтавлатпăр. Унсăр пуçне, ăратлăх енĕпе те лайăхрах ĕçлесе пыма тытăнтăмăр. Хальхи вăхăтра эпир ăратлă вăкăрсен вăрлăхне Мускаври банкран туянатпăр. Çавна май пăру илесси тивĕçлĕ шайра пулса пырать. Отчетлă тапхăрта 100 ĕне пуçне 81 пăру илнĕ, 27 пушмак пăруланă. 2008 çултанпа ял хуçалăх предприятийĕн ĕне ферми ăратлă мăйракаллă шултра выльăхсене ĕрчетессипе ятарласа ĕçлекен ферма шутланать. Хамăр патăмăрта çитĕнтернĕ лайăх ăратри пушмак пăрусене кашни çул кирлĕ таран тĕп кĕтĕве кĕртсе пынипе пĕрлех вĕсене ытти хуçалăхсене май пур таран ытларах сутасси те коллективăн тĕп тĕллевĕ. Çакă ĕне выльăх пăхакансен яваплăхне тата ỹстерет. Ăратлă выльăхсем çитĕнтернĕшĕн ял хуçалăх предприятине патшалăхран хушма укçа-тенкĕ уйăрса пани те пĕтĕм вăя хурса ĕçлеме хистет. Тивĕçлĕ шайри продукци туса илесси, паллах, апат никĕсĕ мĕнле пулнипе те тỹрремĕнех çыхăннă. Ĕне выльăхсене тăрантарма ял хуçалăх предприятийĕнче кашни çул кирлĕ таран апат хатĕрлесе хăварнă, унчченхи вăхăтра улăма апат вырăнне те хуман пулсан, кăçал ăна та шутлама тивет. Лару-тăруран тухас тесе çу уйăхĕсенчен тытăнсах фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма тĕрлĕ çĕртен апат туянассипе тимлетпĕр. Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев кăларнă Указпа килĕшỹллĕн выльăхсен хисепне сыхласа хăварнă ял хуçалăх предприятийĕсене выльăх апачĕ туянма хушма укçа-тенкĕ уйăрса пани те çут çанталăк ял çынни умне кăларса тăратнă йывăрлăхсене çăмăллатма пулăшать. - Хĕл хырăмне тăрантарма хĕн. Çанталăк условийĕсене пула унпа ытлăн-çитлĕн саппасланма май килмен лару-тăрура та продукци туса илнинчен куллен кĕрекен тупăша чакарас мар тесен мĕнле пулмалла? - Выльăх-чĕрлĕхе унчченхи пек умран юличчен апатпа тăрантарма май пулмасса паян пурте пĕлсе тăратпăр. Çавна май кăçалхи хĕл тапхăрĕнче, малтанхи вăхăтрисемпе танлаштарсан, аш-какай, сĕт туса илесси чакас хăрушлăх пур. Пĕтĕмпе туса илекен продукцин калăпăшĕ тивĕçменнин пайне вара унăн пахалăхне ỹстернипе саплаштарма пулать. Пахалăхлă тавар хаклăрах хакпа сутăннине вырăнти кашни кунхи тĕслĕхпе çирĕплетсе пама пултаратпăр. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕнче туса илекен сĕт пахалăхĕ патшалăх техника регламенчĕ ыйтакан требованисене туллин тивĕçтерет. Сĕтре белок, çу хисепĕ базис норминчен ытларах пулнине кура 1 килограмм сĕт хакĕ çуллахи тапхăрта та 17 тенкĕрен кая мар пулса пынă. Малашне те çак шайран чакмалла маррине ăнланатпăр. Сăвăнакан ĕнесен рационне вĕсен продуктивлăхне кура çирĕплетессине йĕркелесе пыни те сĕт туса илессинче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. - Ял хуçалăх предприятийĕнче юлашки вăхăтра сысна ĕрчетнин кăтартăвĕсем курăмлă. Отчетлă тапхăрта, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 40 процент ытларах сысна ашĕ туса илнĕ, çура илессипе те лайăх ĕçленĕ. Çакна мĕнле сăлтавланă пулăттăр? - Ял хуçалăх отраслĕнчи мĕн пур кăтартусене тивĕçтермелли шая çитерме пултарнă ял хуçалăх предприятийĕшĕн сысна ĕрчетессинчи кăтартусем, тĕрлĕ сăлтавсене пула, çак вăхăтченех тивĕçтерменнине йышăнатпăр. Çитменлĕхсенчен пуçĕпех хăтăлас тĕллевпе сысна ферминчи ĕçе ветеринарипе санитари йĕркисене пурнăçланинчен пикентĕмĕр. Çапла майпа витери пĕтĕм сыснана пĕр тапхăрта çурлаттарассине йĕркелесе ятăмăр. Çак мелпе ĕçлени пушаннă витесенче профилактика мероприятийĕсене кирлĕ пек туса ирттерме май парать. Фермăра реконструкци ĕçĕсене те сахал мар пурнăçланă. Хальхи вăхăтра сысна çăвăрлаттаракан витере ăшă паракан урайсем сараççĕ. Сысна ĕрчетнĕ чухнехи ỹсĕмсен тепĕр вăрттăнлăхĕ кадрсен ыйтăвне пăхса тухса тĕрĕс пĕтĕмлетỹсем тунинче тесе шутлатпăр. Пĕр-пĕрне ăнлансан, тăрăшса ĕçлесен ỹсĕмсене çывхартма та йывăрах пулманнине коллективра ĕçлекенсем ăнланса илчĕç. Хальхи вăхăтра фермăна Денис Портнов ертсе пырать. Вăл ветеринари тухтăрĕ те. Сысна ĕрчетесси çине малашне тата ытларах тимлĕх уйăратпăр, вĕсен хисепне 2000 пуçа çитерме, фермăна реконструкци тума палăртатпăр. - Калаçăва ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен уявĕ умĕн пуçарнă май, Гурий Иванович, производство кăтартăвĕсене ỹстерессинче пысăк тỹпе хывакан ĕçченсене ятран палăртса калани те вырăнлă пулмалла... - Хальхинче ытларах выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ỹсĕмсем пирки каларăмăр пулин те вĕсен ĕçĕ ỹсен-тăран отраслĕпе тачă çыхăннă. Çавна май ял хуçалăх культурисене тăкаксăр пухса кĕртессишĕн тимленĕ механизаторсемпе вĕсен пулăшаканĕсене, водительсене тав тăватăп, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатăп. Алена Гаврилова, Татьяна Панкратова, Елена Павлова, пĕр тăван Катмаковсем - Борис тата Геннадий сысна пăхакан операторсем, Геннадий Авксентьевпа Анатолий Дружинин скотниксем, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Носов ертсе пыракан ĕне ферминчи Валентина Изратова, Надежда Носова, Елена Григорьева, Лариса Головина, Мария Головина, Валентина Григорьева, Светлана Петрова ĕне сăвакан операторсем, пăрулаттаракан уйрăмра тăрăшакан Вера Соловьевăпа Любовь Изратова, Надежда Носова техник-осеменатор, Людмила Теллина ветеринар, Алевтина Носова, Алина Теллина, Алевтина Васильева, Галина Изратова, Валентина Смирнова пăру пăхакансем, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Романова ертсе пыракан коллективри Раиса Степанова, Алевтина Перцева, Нина Еремеева, Зинаида Абрамова, Альбина Абрамова, Людмила Васильева мăйракаллă шултăра выльăх самăртакан операторсем, Мария Осипова ветеринар тата ыттисем те хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ шайра пурнăçласа пыраççĕ. Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен професси уявĕ умĕн пурне те пархатарлă ĕçшĕн тав тăватăп, ăнăçусем сунатăп. |
|