Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чунĕпе парăннă

"Победа" сахал яваплă юлташлăхра зоотехник-селекционерта тăрăшакан Мария Прохоровна Маслова хăйĕн ĕçне пĕлсе, юратса пурнăçланине кура коллективра ят-сум çĕнсе илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи специалистсем хушшинче те вăл çĕнĕ çын мар. Вăтăр çул ытла техник-осеменаторта тăрăшнă Мария Масловăна районта нумайăшĕ лайăх паллать, хăйĕн ĕçĕнче ăста специалист пулнине палăртать. Амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ хыççăн йышлă çемьере çитĕнекен хĕр ача шкулта вĕреннĕ чухнех колхоз ферминче хăй тĕллĕн дояркăра, пăру пăхаканра ĕçлеме пултарнă. Мария выльăхсене епле юратса пăхнине курса аслă юлташĕсем ăна: "Санăн зоотехник е выльăх тухтăрĕ пулма вĕренмелле", _ тесе çи-рĕплетсех каланă. Хĕр ача хăй те выльăхсемпе ĕçлекен пулма ĕмĕтленнĕ. Вăрнарти совхоз-техникумран зоотехник-организатора вĕренсе тухнă хыççăн тăван яла таврăннă, колхозра техник-осеменаторта ĕçлеме тытăннă. Çак вăхăтченех чун-чĕри ыйтнипе суйласа илнĕ ĕçре тăрăшать. Мария Маслова ĕнесене пĕтĕлентерессинче маноцервикал меслечĕпе усă курать. Вăл хăйĕн пĕлĕвĕпе ăсталăхне районта, республикăра иртекен техник-осеменаторсен конкурсĕсенче нумай хутчен кăтартнă. Яланах малти вырăнсене йышăннă. Пархатарлă ĕçе тивĕçлипе хаклани вара, чăннипех, хавхалантарать. Тĕрлĕ çулсенче хăйне ĕçри çитĕнỹсемшĕн панă Тав хучĕсене, ĕçтешĕсемпе пĕрле тĕл пулсан ỹкерĕннĕ сăн ỹкерчĕксене вăл тирпейлĕн упрать. Ятарлă альбома вырнаçтарнă Тав хучĕсем хушшинче халăх хуçалăхĕн аталанăвĕнчи çитĕнỹсемшĕн панă ВДНХн бронза тата кĕмĕл медалĕсем, Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамоти те пур. Мария Маслова фермăри кашни ĕне ятне пĕлет. Вĕсем хăш вăхăтра хускалнине сăнаса, тĕрĕслесе тăрать, вăхăтлă пĕтĕлентерсе хăварать. Палăртнă вăхăт иртнĕ хыççăн ĕне пĕтĕ е пĕтĕ маррине ректаллă майпа тĕрĕслесе пĕлет. "Победа" сахал яваплă юлташлăхра кăçалхи 9 уйăхра 100 ĕнерен 93 пăру илнĕ, пĕр ĕнерен 5504 килограмм сĕт сунă. Çак кăтартусенче зоотехник-селекционерăн тỹпи те пысăк.


"Елчĕк Ен"
27 октября 2010
00:00
Поделиться