Çамрăк çемьесене - хваттерсем
Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерес пулăшăвăн йĕркипе паллаштарсамăр.
Н.ИВАНОВА.
Райадминистрацин капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ О.Никифорова пĕлтернĕ тăрăх, республикăра Чăваш Енĕн виçĕ çуллăх бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккунпа килĕшỹллĕн, 2010 çулта федерацин "Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" программине пурнăçлас тĕллевпе ытлашши 91,4 миллион тенке çамрăк çемьесене социаллă тỹлевсем пама ямашкăн йышăннă. Укçана республикăн "2002-2015 çулсенче çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса пама патшалăх енчен пулăшасси" программăпа килĕшỹллĕн уйăраççĕ. Укçа уйăрмалли механизма çапларах палăртнă: çурт-йĕрĕн вăтам хакĕн 35 проценчĕ - ачасăр çемьесем валли, республика бюджечĕн шучĕпе; çурт-йĕр хакĕн 40 проценчĕ - пĕр е ытларах ачаллă çамрăк çемьесем, çавăн пекех пĕр е ытларах ачаллă тулли мар çемьесем валли. Ку тĕслĕхре укçан 38 процентне республика бюджетĕнчен уйăраççĕ, 2 процентне - вырăнсенчи бюджетсенчен. Министрсен Кабинечĕн çак ыйтупа çыхăннă йышăнăвĕсене тивĕçлĕ улшăнусем кĕртнĕ. Çамрăк çемьесем асăннă механизмпа çурт-йĕр туянма е тума илекен кредитсен проценчĕсене саплаштарма пăхман. Çулерех каланине тĕпе хурса çамрăк çемьесем (кăçалхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçланса) республикăн "2002-2015 çулсенчи çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама патшалăх енчен пулăшасси" программипе килĕшỹллĕн патшалăх пулăшăвĕпе усă курмашкăн ыйтса çырма пултараççĕ.