Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çăкăр пĕçересси - çăмăл ĕç мар

"ОРО ЧПС" ОООн кондитер цехĕнче пĕçерекен тутлă, техĕмлĕ булкăна, пỹремечпе капăртмана тата ытти çемçе çимĕçе лавккасемпе обществăлла апатлану предприятийĕсенче хапăл туса туянаççĕ. Хальхи вăхăтра чустаран пĕçернĕ тĕрлĕ продуктсене района ытти çĕртен те нумай кỹрсе килеççĕ пулсан та Елчĕксем вырăнта - Чăвашпотребсоюзăн сахал яваплă юлташлăхăн кондитер цехĕнче пĕçернĕ продуктсене ытларах кăмăллани куç кĕрет, уйрăмах çынсем кунта пĕçернĕ капăртмана килĕштереççĕ. Районта пурăнакансенчен нумайăшĕ пысăк ĕçкĕ-çикĕ валли те мĕн кирлине пĕтĕмпех кунта саккас парса пĕçерттереççĕ. Çавăнпа кунти кондитерсен ĕçĕ яланах тăкăс.
 


"Елчĕк Ен"
27 октября 2010
00:00
Поделиться