"Елчĕк ен" призĕсемшĕн ăмăрту иртет
"Елчĕк ен" хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтакансен районти вун пĕрмĕш ăмăртăвĕн положенийĕ Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче "Елчĕк ен" хаçатăн призĕсене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтакансем Елчĕкри Спорт çуртне пухăнаççĕ. Ăмăртăва район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕ, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ, "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ ирттерет. Ăмăрту 10 сехет те 30 минутра пуçланать. Виçĕнесси ирхине 8 сехетре пуçланса 10 сехет те 15 минутра вĕçленет. Ăмăртăва шкулсен, физкультура коллективĕсен командисем, уйрăм атлетсем хутшăнма пултараççĕ. 1995 çулта тата каярах çуралнă арçын ачасем 48, 53, 58, 63, 68, 73, 78, 85, 85 кг тата йывăртарах, хĕр ачасем 53, 58, 63, 63 кг тата унтан йывăртарах виçесенче ăмăртаççĕ. 1993-1994 çулсенче çуралнă арçын ачасем 53, 58, 63, 68, 73, 78, 85, 85 кг тата унтан йывăртарах, хĕр ачасем 53, 58, 63, 63 кг тата унтан йывăртарах виçесенче вăй виçеççĕ. 1992 çулта çуралнă тата аслăрах арçынсем 63, 68, 73, 78, 85, 85 кг тата унтан йывăртарах виçесенче хăйсен вăйне тĕрĕслеççĕ. 40-49 çулсенчи ветерансем 24 кг, 50-60 çулсенчи ветерансем, 60 çултан аслăрах ветерансем 16 кг кире пуканĕпе ăмăртаççĕ. Вăтам шкулсен командинчи 2 хĕр ачан, 5 арçын ачан, 3 арçынăн, хăйсен ушкăнĕнчи ветерансен, тĕп шкулсен командинчи 1 хĕр ачан, 3 арçын ачан, 3 арçынăн, хăйсен ушкăнĕнчи ветерансен, физкультура коллективĕсен командинчи 1 хĕрĕн, 3 каччăн, 3 арçынăн, хăйсен ушкăнĕнчи ветерансен результачĕсене шута илеççĕ. Хăйсен виçисенче мала тухнă атлетсене грамотăсемпе наградăлаççĕ, "Елчĕк ен" хаçата 2011 çулхи пĕрремĕш çур çула тỹлевсĕр çырăнтарса параççĕ. Ытти призерсене грамотăсем, призсем парса чыслаççĕ. Мала тухнă командăсене грамотăсемпе парнесем параççĕ.
"Елчĕк Ен"