Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Налуксене вăхăтра пуçтармалла

Виçĕм кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕ-çĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Л.Левый ертсе пынă. Канашлура эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Вырсарни кун пирĕн çĕр-шывра çул-йĕр хуçалăхĕн работникĕсен кунне паллă тунă. Çавна май "Чăвашавтодорăн" Канашри территори производство управленийĕн Елчĕкри участокĕн прорабне Г.Зайцева çул-йĕр хуçалăхĕнче нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн, производство заданийĕсене ăнăçлă пурнăçласа пынăшăн Раççей Федерацийĕн Регионсен аталанăвĕн министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Хисеп грамотине панă май ăна Л.Левый саламларĕ, ĕçре ăнăçусем сунчĕ. Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцийĕн ертỹçин çумĕ Н.Поликарпова районта кăçалхи 9 уйăхра тĕрлĕ налуксем пуçтарнин итогĕсемпе паллаштарчĕ. Районĕпе ку енĕпе плана 110,9 процент пурнăçланă. Хутшăннă хаклăх налука (НДС), тупăшран илекен налука предприятисемпе организацисем тỹлесе пыраççĕ. Çĕршĕн тата пурлăхшăн пуçтарăнакан налук пĕтĕмпех района юлать. Çавна май ку енĕпе ял тăрăхĕсем вĕсене пуçтарассине тимлемелле пек. Анчах çĕр налукне районта 12 процент пуçтарса çитереймен. Тупăшран илекен, транспорт налукĕсене пуçтарассипе те çитменлĕхсем пур. Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче çĕр-шывра халăх çыравĕ пуçланчĕ. Чăвашстатăн Елчĕк районĕнчи ертсе пыракан специалисчĕ Л.Горшкова вăл мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Тунти кун тĕлне çыравçăсем 2887 çуртпа хваттерте пулнă, халăхăн 33,7 процентне ыйтса пĕлнĕ. Виçĕ ялта çырав вĕçленнĕ. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ О.Карсаков ял хуçалăх отраслĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхра, "Звезда" ОООра çеç кĕрхи çĕртме сухи тăвасси вĕçленмен. Выльăхсене çитерме акса хăварнă сахăр чĕкĕнтĕрне пуçтарса кĕртесси паян-ыран вĕçленет. Хальхи вăхăтра хуçалăхсем ял хуçалăх техникине хĕл каçма вырнаçтарса лартаççĕ. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче районта ял хуçалăх работникĕсен кунне ирттерме палăртни çинчен пĕлтерчĕ. Тирпей-илем кĕртес ыйтăва та хускатрĕç канашлура. Районти тĕп эколог П.Тремасов Елчĕкри Ырсамай тăрăхĕнчи санитари тасалăхне тата тирпей-илем кĕртнине тĕрĕсленипе, çитменлĕхсене пĕтернипе паллаштарчĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче вĕренекенсем республикăри хоккей, футбол ăмăртăвĕсенче палăраççĕ. Çак кунсенче аслă классенче вĕренекен футболистсем шкул ачисен спартакиадинче çĕнтернĕ, Чăваш Республикин Президенчĕн кубокне çĕнсе илнĕ. Хоккей вăййисене аталантарас енĕпе район пуçлăхĕ çулталăк пуçламăшĕнче Лаш Таяпа, Аслă Пăла Тимеш, Курнавăш, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенче стандартлă площадкăсем тума хушса хăварнăччĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Л.Левый çитес канашлура асăннă ял тăрăхĕсен ертỹçисенчен ку енĕпе мĕнле ĕçсем пыни çинчен пĕлтерме хушрĕ. Канашлура çавăн пекех хаçат-журнал сарас тата ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.



"Елчĕк Ен"
20 октября 2010
00:00
Поделиться