Ăнăçлăх хăй тĕллĕн килмест
Инçетре ĕçлесе пурăнакан чăвашсем тăван тăрăха килсессĕнех вĕсемпе тĕл пулса калаçма тăрăшатăп. Мĕнле кăна ыйту сиксе тухмасть ун чухне. Пурте интереслĕ. Çурла уйăхĕнче Турцинче пурăнакан Надина Джаватпа тĕл пулма тỹр килчĕ. Калаçу вăраха тăсăлсан та вăхăт иртни сисĕнмерĕ. Инçетрен килнĕ Елчĕк хĕрĕ хăй пĕçернĕ тутлă пловпа та хăналарĕ, техĕмлĕ чей ĕçтерме те ерçейрĕ. Елчĕкрен Турцие çитнĕ Паянхи Надина Джават, эпир лайăх пĕлекен Елчĕк хĕрĕ - Надежда Мышкина. Район центрĕнче вĕреннĕ чухнех нумай пĕлнипе, тавра курăмĕ пысăккипе, районти библиотекăран тухма пĕлменнипе, кирек мĕнле мероприятинче те харсăр пулнипе палăрнă хĕр. Турă пурне те панă ăна. Ăслă пулнипе кăна мар, хитрелĕхĕпе, хăюлăхĕпе палăрнă Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ çулсенче те. Студентсен канашне ертсе пынисĕр пуçне тĕрлĕ конкурссене активлă хутшăннă. 1996 çулта "Университет пики" ята çĕнсе илнĕ.1997 çулта вара "Чăваш пики" ята тивĕçнĕ. Пулас журналист алла диплом иличченех "Ульяновец" хаçатра редактор пулăшуçинче перона çивĕчлетнĕ. Маларах лаборант ĕçĕнчен те хăраса ỹкмен. Университет хыççăнах Надежда Мышкина Çĕнĕ Шупашкарти радиона вырнаçнă. Унтан Чăваш телевиденийĕнче ĕçленĕ. Тăрăшуллă журналистка республика пурнăçĕпе тан утса пынă. Тĕрĕк халăхĕсен конгресне те хутшăннă çамрăк. Журналист ĕçĕпе Турцинче пулнă, унти пурнăçа республикăри радиопа, телевиденипе çутатнă. Тĕрĕк халăхĕсен "Курултай" фестивальте Елчĕк хĕрĕ Чăваш Енрен икĕ çамрăка Стамбулти патшалăх университетне çĕр-шывсем хушшинчи çыхăну тата экономика факультечĕсене малалла вĕренме ярасси пирки хыпар илтет. Анчах Надежда экономист та, юрист та мар. Çапах та малалла вĕренес туртăм темрен те вăйлăрах. Стамбул университечĕн çĕр-шывсем хушшинчи çыхăнăвăн факультетне вĕренме кĕрес тесе Надя çичĕ предмета пĕрлештернĕ экзамен тытать. Вăхăт иртсен савăнăçлă хыпар илет: вăл Стамбулти университета вĕренме кĕнĕ. Турккăлла пĕлмен чăваш хĕрĕ пĕр шикленмесĕрех ют çĕр-шыва тарăн пĕлỹ илме тухса каять. Савăнăç куç тулли: вăл çĕр-шыври чи ватă университетра анлă пĕлỹ илĕ. Унта вĕреннĕшĕн Турци патшалăхĕ стипенди тỹлет. Малтанах пĕр çул чĕлхене вĕренет. Унтан тата виçĕ çул ватă университетăн профессорĕсен лекцийĕсене тимлĕн итлет. Пушă вăхăтра унăн аллинчен каллех кĕнеке каймасть. Елчĕк хĕрĕ стипендипе кăна вĕренме йывăр пулнине туять. Кунта унăн тăван çук, çавна май куçаруçă пулса та тăрăшать, ытти ĕçрен те ỹркенмест. Вырăсла вĕренес текен ĕçлĕ çынсене вырăс чĕлхипе уроксем парать. Студент çулĕсем хыçра. Юлашки экзаменсем пыраççĕ. Профессорсенчен пĕри чăваш хĕрĕнчен географи картти çинче хăй çуралса ỹснĕ кĕтесе кăтартма ыйтать. Çухалса каймасть хĕр, малтанах Хусанпа Чулхула хулисене тупать. Вара вăл икĕ паллă хула варринче пĕр пĕчĕк пăнчă лартса: "Çак тĕлелле пирĕн тĕп хуламăр Шупашкар вырнаçнă, кăнтăрарах вара эпĕ çуралса ỹснĕ Елчĕк ялĕ", - тет. "Тĕлĕнмелле, карттă çинче тăван кĕтесне палăртакан пĕр пĕчĕк пăнчă та çук, унта вара çакăн пек ăслă-тăнлă хĕрсене вĕрентсе воспитани параççĕ", - тет тĕлĕннине пытарайман ăсчах. Çакăн хыççăн чăваш хĕрĕшĕн аспирантура алăкĕ уçăлать. Ăна ăнăçлă пĕтерет. Политикăпа социаллă наукăсен кандидачĕ Надежда Михайловна Мышкина диссертаци çырнă вăхăтра Раççей консульствинче тăтăшах пулать, май килнĕ таран пулăшу ĕçĕсем пурнăçлать. Малтанах Елчĕк пики пирĕн çĕр-шыври тата Турцинчи тĕрлĕ суту-илỹ компанийĕсем тăвакан килĕшỹсене хутшăннă, куçаруçă пулса та тăрăшнă. Пилĕк çул пир-авăр туса кăларакан компанинче менеджер пулса çанă тавăрса ĕçленĕ хыççăн вăл çемье бизнесне куçнă. Качча тухма амăшĕ ыйтнă Стамбулта вĕреннĕ çулсенче те студентăн вĕресе тăракан пурнăçĕнчен аякра тăман Надя. Кирек мĕнле çĕр-шыв çамрăкĕпе те пĕр чĕлхе тупнă, пĕрле хаваслă каçсене те хутшăннă. Чăвашла юрлама та ăста вăл, ташăра та ютшăнса тăман. Елчĕкри музыка шкулĕнче фортепьяно класĕнче пĕлỹ илнĕшĕн те хĕпĕртенĕ. Çивĕч те анлă тавра курăмлă хĕр çамрăксен хушшинче авторитет çĕнсе илнĕ. Пĕр уявра университетри медицина факультетĕнче вĕренекен Баку каччипе паллашнă вăл. Сахип чăваш хĕрне куç хывнă. Каччă паллакан чăвашсенчен, унпа пĕрле вĕреннĕ студентсенчен Надя çинчен тĕпĕ-йĕрĕпех ыйтса пĕлнĕ. Унсăрăн мĕнле-ха? Пурăна киле çамрăксем паркра уçăлса çỹренĕ, пĕр-пĕрне лайăх пĕлме пуçланă. Надьăна та кăнтăрти йĕкĕт ăсĕпе, калаçăвĕпе, пултарулăхĕпе, çемьене тĕп вырăна хунипе килĕшме пуçланă. Кăмăлĕ ырă пулни пушшех чĕрене ăшăтнă. "Паян пĕр çын пурнăçне çăлса хăвартăм эпĕ, - тенĕ пĕринче çамрăк хирург. - Ача пăрахма пынă хĕрарăмпа виçĕ сехет калаçса лартăм, çапах çылăха кĕртмерĕм", - текен каччă пушшех кăмăлне кайнă. Пĕринче Сахип кафене чĕннĕ, унта амăшĕ те пулассине пĕлтернĕ. Калаçса ларнă май каччăн амăшĕ чăваш хĕрĕ килĕшнине палăртнă. Пĕр кăкран пулни савăнтарнă хĕрарăма, тăванĕсене туя чĕнме ыйтнă. Çапла вара качча тухма ыйтнине савнă çыннинчен мар, амăшĕнчен пĕрремĕш илтнĕ Надя. Хĕр енчен нумайăн каяйман туя. Ăçтан унта, çулĕ çывăх мар. Малтан Стамбула вĕçнĕ Надьăн амăшĕ, йăмăкĕпе шăллĕ. Унтан - Бакуна. Тăван кĕтесĕ унта Джаватсен. Шеплĕ туй иртнĕ. Чăвашсен йăли-йĕрки пекех, хĕр илме килнĕ. Пулас арăмĕпе тăванĕсем туй пуличчен виçĕ кун урăх çынсем патĕнче пурăннă. Çакă тĕлĕнмелле пирĕншĕн: туя пур паллакансемпе çывăх çыннисене, юлташĕсене чĕнеççĕ. 500 çын валли техĕмлĕ те паха апат хатĕрлеççĕ, анчах пĕр черкке эрех те ĕçмеççĕ. Хăнасем çамрăк мăшăра ылтăн е укçа кăна парнелеççĕ. Малтанлăха çамрăксем Стамбулта хваттер тара илнĕ. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленипе, тăрăшуллă пулнипе, кашни сехете усăллă ирттерме пĕлнипе кăна çителĕклĕ пурнăçпа пурăнма пулассине тĕпе хурать кунти халăх. Джаватсем те çемье карапĕпе пилĕк çул ишнĕ хыççăн хăйсен ĕçне йĕркелесе яма шутлаççĕ. Тăрăшуллă çынсене вара патшалăх та хавхалантарать. Сăмах май каласа хăварам: чăваш кинне хунямăшĕ шутсăр юратать. Мĕн ачаран ĕçе хăнăхса ỹснĕ Надьăн тума пĕлмен ĕçĕ çук. Ашшĕ-амăшĕ çĕр çинче ĕçлеме вĕрентни те усă панине, чăваш ялĕнче ỹссе çитĕнекен хĕрсем ниçта та аптăраманнине палăртать вăл. "6-7-мĕш классенче вĕреннĕ чухне Надя спорт шкулĕн урайне хăй ирĕкĕпе çума килетчĕ. Техслужащи çукчĕ пирĕн. Кирек мĕнле ĕçрен те ỹркенместчĕ, малалла талпăнатчĕ, вăтанмастчĕ", - аса илет спорт шкулĕн тренерĕ Н.Молоствов. Хальхи вăхăтра Надя çемйипе Стамбулта пурăнать. Вĕсен унта хăйсен çурт. Унсăр пуçне тĕрлĕ çĕр-шыв хулисенче те хваттерсемпе çуртсем пур. Джаватсен çемйи, маларах каларăм, хăйсен бизнесне уçнă. Вĕсем суту-илỹ компанийĕ тытса тăраççĕ. Стамбулти чи вăйлă аталаннă компани ертỹçисем - Сахиппа Надина - сварка аппарачĕсем, çаврака крансем, хăмăтсем те туса кăлараççĕ. Вĕсем патĕнче чылай çын ĕçлет. Юлашки çулсенче хăйсем тата "Берке" компани туса кăларакан пăрăхсемпе вĕсем Раççей пасарне тухнă. Иккĕмĕш çул вăл хăйсен фирмин ĕçĕсене рекламăлас, ытти çĕр-шывсемпе килĕштерсе ĕçлеме килĕшỹсем тăвас енĕпе ĕçлет. Чăваш хĕрĕ чылай çĕр-шыври ĕçлĕ çынсемпе çыхăну тытать. Хальхи вăхăтра Джаватсем Чăваш Енпе çыхăнусем йĕркелес енĕпе тимлеççĕ. Организатор таланчĕ пысăк, калаçма ăста Надина. Ĕмĕчĕсем çунатлă ентешĕмĕрĕн. Çемье бизнесне аталантарнă май хамăр республикăри хĕрарăмсен сывлăхĕ çинчен те манасшăн мар. Чăваш Енре хăй çинчен ырă ят хăварасшăн. "Лайăх ят мултан та паха", - ваттисен сăмахне асран кăлармасть вăтăр иккĕри хĕрарăм. Ултă чĕлхе пĕлет Надежда. Вĕсемпе пĕр кăлтăксăр пуплет. 12 çул Турцинче пурăнса унти халăхăн йăли-йĕркине, историне вĕренме тăрăшать. Мăсăльмансем турра хытă ĕненнине хисеплет. Надина икĕ ача амăшĕ. Пиллĕкри Жасминпа Саид колледжа çỹреççĕ. Вĕренỹ хыççăн вĕсемпе Надьăн амăшĕ, Светлана Анатольевна, ларать. Халиччен ют çĕр-шыва тухса курман аллă тăваттăри хĕрарăм аслă хĕрĕ йăмăкĕпе шăллĕшĕн "пăр çĕмĕрекен" пулнине пытармасть. Аппăшĕ пĕр тăванĕсене хăйĕн укçи-тенкипе вĕрентсе кăларнă, май килнĕ таран пулăшнă. Шел, ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕчĕ, аслă хĕрĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнаймарĕ. Михаил Александрович хăй вăхăтĕнче районта начар çын пулман. Надя кĕçĕн классенче ашшĕ уроксене тĕрĕсленине ытарлăн аса илет. Сăмах май каласа хăвармасăр иртес мар, Алена йăмăкĕ халĕ аппăшĕн çемйин Мускаври фирминче тăрăшать, Спартак шăллĕ чỹк уйăхĕнче салтакран килмелле. "Ытти хăйсенчен килет, эпĕ аппăшĕн тивĕçне тĕплĕн пурнăçланă", - тет Надежда Михайловна. "Чăваш пулнишĕн Турцинче мăнаçлантăм" Надинăпа калаçса ларма питĕ кăмăллă. Сăмах пине çитнĕ теме çук. Çавăнпа та хăш-пĕр ыйтусен хуравĕсемпе паллаштарас килет: - Надя, хăв чăваш пулнишĕн именместĕн-и паян? Тăван чĕлхе кирлĕ те мар пулĕ сана? - Ĕненетĕр-и, чăваш пулнишĕн Турци çĕр-шывĕнче епле мăнаçлантăм. Эпĕ - чăваш хĕрĕ. Манăн йăх-несĕлĕмĕр миçе пин çул пурăнать. Апла эпир пĕтместпĕр, пурăнатпăр. Чăвашсене хисеплеççĕ унта. Ют çĕрте Çеçпĕл Мишшин, Петĕр Хусанкайăн сăввисене, Н.Мраньккан "Хура çăкăр" романне тата ытти паллă авторсен хайлавĕсене тепĕр хут вуласа тухрăм. Ача чухнехи шухăшпа мар, аслă çын пек. Урамра кăшкăрса яма пултаратăп: "Эпĕ-чăваш". Ĕмĕрне те именессĕм çук хамăн халăхран. Çавăнпа та "Канашран иртсен чăваш чĕлхи кирлĕ мар" тени тĕрĕс мар. - Апла пулсан хăвăрăн ачăрсене те чăвашла вĕрентетĕр ? - Хальлĕхе вĕсем турккăлла калаçаççĕ, вырăсла вĕренсе пыраççĕ. Колледжра акăлчанла вĕренеççĕ. Ỹсерехпе тăван чĕлхене вĕрентетĕпех. Мĕн чухлĕ чĕлхе пĕлетĕн, çавăн чухлĕ лайăхрах. Пĕр уйăх анне патĕнче хăнара пурăнтăмăр. Вĕсем чăваш йăли-йĕркине курса ỹсеççĕ. - Ялта пулнă май, Елчĕке те çаврăнса тухрăн пулĕ? - Тĕлĕнмелле хитреленсе кайнă Елчĕк ялĕ. Урамсенче тирпейлĕ, çуртсем пысăк та хăтлă, çулсем яка, çыннисем те чипер. Руль умне хĕрарăмсем ларни савăнтарать. Унччен ют çĕр-шыв кинофильмĕсенче çеç хĕрарăмсем машина тытса пынине кураттăмăр мар-и? Çавăн пекех хитрелĕх салонĕсем уçăлни паха. Ял хĕрарăмĕн пурнăçĕ çăмăлланнăшăн питĕ хавас. - Турцинчи ялсемпе пирĕннисем хушшинче мĕнле уйрăмлăх пур? - Пытарма кирлĕ мар, унти ялсенче пуянрах пурăнаççĕ. Кашни килте компьютер, çăмăл машина. Ял çынни кунти пек хулана тухса каймасть. Çĕр ĕçĕпе пурăнакан çын ĕмĕрне унпах çыхăнтарать. Ял ачисем валли кашни ялта тенĕ пекех професси илмелли колледжсем пур. Вĕсем унта пĕлỹ илсе тăван çĕр çинчех юлаççĕ. Çамрăксен пушă вăхăтне ирттермелли çуртсем хулари пекех. Пирĕн ялсенче те çамрăксене пурăнмалли условисем лайăх. Ĕç çукки çеç чăрмав кỹрет. Шанчăка çухатма кирлĕ мар. Кĕске вăхăтрах епле улшăнчĕ пурнăç. Ял та пĕр вырăнта тăмасть. - Эсир питĕ ĕçлĕ çын, инçетре тăван кĕтес аса та килмест пулĕ? - Хамăн çуралнă кĕтесе нихăçан та манаймăн. Аннене тепĕр чухне калатăп: "Аннеçĕм, сана Мускавра хваттер илсе паратпăр. Пире тата çывăх пулатăн. Стамбултан икĕ сехет çеç вĕçетпĕр вĕт", - тетĕп. Анне вара: "Хам çуралнă кĕтесрен хакли нимĕн те çук ",- тет. Чăнахах та çапла вăл. Эпĕ хама вĕрентнĕ учительсене яланах асра тытатăп. Уйрăмах пĕрремĕш вĕрентекене - С.Лебедевăна, А.Маковăна, чăваш, вырăс, нимĕç чĕлхисен учительницисене - Е.Уразгильдинăна, В.Филимоновăна, Е.Уфуковăна, Е.Флотскаяна, хими вĕрентнĕ И.Ястребовăна тата уйрăм тав сăмахĕ калатăп шкул директорĕнче чылай çул тăрăшнă П.Чернова. Вĕсем вĕрентсе каланисене нихăçан та манас çук. - Надя, Турцире ачасен вĕренĕвне мĕнлерех йĕркеленĕ? - Вĕренỹ çулĕ авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланать те çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче вĕçленет. Ачасем тĕрлĕ колледжсенче вĕренеççĕ. Тăватă çулта вĕренме илеççĕ. Анчах ачасен пĕлĕвне тĕплĕ тĕрĕслесе пăхнă хыççăн кăна. Кам ỹкерме юратать, кам ташлама... Талантлă ачасене стипендисем параççĕ. Вĕренỹ заведенийĕсемсĕр пуçне меценатсем те пулăшу аллине тăсаççĕ пултаруллисене. Сăмах май каласа хăварам, пирĕн çемье те студентсене май килнĕ таран пулăшать. Унсăр пуçне эпĕ турккă хĕрарăмĕсен ыр кăмăллăх ушкăнĕнче тăратăп. Африкăри Судан халăхĕ пирĕн çемьерен те пулăшу сахал мар илет. Унти халăх питĕ йывăр пурăнать. - Турккă хĕрарăмĕсем ытларах килте лараççĕ теççĕ? - Ачан пуласлăхĕ ытларах амăшĕнчен килет. Амăшĕ вĕт кил ăшшине, тирпейлĕхне тытса пыраканĕ. Садикри, шкулти учительсем вĕрентнипе кăна мар, ашшĕпе амăшĕн ача пурнăçĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнмалла. Телейлĕ çемьери ачасем кăна таса чунлă, ырă шухăшлă, çепĕç чĕлхеллĕ те пултаруллă çитĕнеççĕ. Арçын тивĕçĕ вара укçа ĕçлесе илсе çемьен пурнăçне çăмăллатасси. Хĕрарăм арçынтан пĕр утăм каярах пымалла. Пире анне пысăк пулăшу парать. Вăл çумра пулнă чухне эпир ĕçре ачасемшĕн пăшăрханмастпăр. Сахипăн амăшĕ те эпир ют çĕр-шыва ĕçпе кайсан пирĕн патăмăрта пулма тăрăшать. Аннесем пĕр чĕлхе тупнă пирĕн. - Эсĕ вара талпăнса ĕçлетĕн? - Эпĕ хĕрарăм арçынтан пĕр утăм каярах пымалла тенипе килĕшетĕп. Çапах та эпир пĕри çеç ĕçленипе пурăнаймастпăр-ха. Унти арçынсем 45 çула çитнĕ çĕре мĕнпур ĕçе ачисене парса канма пултараççĕ. Аллă çула çитиччен арçынсем карьера туса ĕлкĕреççĕ. Ватлăха канлĕ ирттереççĕ. - Пушă вăхăт та çук-тăр сирĕн? - Çĕнĕ çулта тата çу уйăхĕн пуçламăшĕнче вуншар кун канатпăр. Çĕнĕ çулта вара çемьепе халиччен пулман ют çĕр-шывсене çитме тăрăшатпăр. - Надя, мĕн сунатăр паянхи шкул ачисене? - Вĕренме ỹркенмелле мар. Кĕнеке нумай вуламалла. Пирĕн, ял ачисен, ĕçе ăнтарасси пурте хамăртан çеç килет. Пушă вăхăта сая ирттермелле мар, яланах хамăра тĕрлĕ енлĕ аталантармалла. Чĕлхесене вĕренмелле. Атте-аннене, ваттисене, вĕрентекенсене хисеплемелле, вара хамăр та хисеплĕ çын пулăпăр. Ăслă çын пулма тăрăшмалла, вăл яланах хисепре... |
|