Вĕсем пĕчченлĕхре мар
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисем вăхăтлăх пурăнакан çуртра 15 çын канлĕхпе хăтлăх тупнă. Ватлăхра пĕччен тăрса юлнă кинемисемпе стариксем кунта ăшă та çутă пỹлĕмсенче пурăнаççĕ. Вăхăтра вĕри апат çиеççĕ, канаççĕ, уçăлса çỹреççĕ. Каçхине телевизор пăхаççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, пурнăçран пĕр утăм та тăрса юлмаççĕ. Нумаях пулмасть çурта шал енчен илем кĕртрĕмĕр, пỹлĕмсене обойсем çыпăçтартăмăр. Хамăрăн кулленхи пурнăçа çутатса сăн ỹкерчĕксенчен тĕрлĕ стендсем ăсталарăмăр. "Аслă Çĕнтерĕве - 65 çул" стендра, акă, вăрçă вăхăтĕнче тылра хастар ĕçленĕ ветерансемпе паллашма пулать. Кунтах И.Я.Яковлев халалĕ. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнмаллине асра тытаççĕ ватăсем. Чăваш хĕрарăмĕн кил-çуртне аса илтерекен стенд кунта пурăнакансен сăн ỹкерчĕкĕсемпе пуян. Мĕн тесен те паянхи ватă ĕçрен ỹркенмен. Çав хастарлăх халĕ те упранса юлнă вĕсенче. Çулсем иртни те нимĕн те мар вĕсемшĕн, ĕçсĕр ларма пултараймаççĕ вĕсем. Аслă Елчĕкри Александр Немцев 75 çулта. Пирĕн пата килни нумай вăхăт та иртмен-ха, çапах та вăл коллективра часах хисеп çĕнсе илчĕ. Тахçантанпах çурса вакламалли вутă выртатчĕ картишĕнче. Пĕринче çапла ăна хам шухăша пĕлтертĕм. Мĕн тетĕр, 75 çулхи харсăр çын пуçарнипе ăна çийĕнчех тирпейлесе хутăмăр. Вут пуленкисене пуçтарма ĕçлеме пултаракан мĕн пур хĕрарăм тухрĕ. Халĕ вара ватăсем пĕр шухăшсăр мунча кĕме пултараççĕ. Вутти çителĕклĕ. Зоя Георгиевăпа Николай Андреев юлташĕсене кашни вунă кунрах мунча кĕртессишĕн ăшталанаççĕ. Милĕкне вара пурте пĕрле хатĕрлерĕмĕр. Мунча кĕнĕ кун социаллă работниксем ватăсен кĕпи-йĕмне çăваççĕ. Чăннипех те тăрăшуллă çынсем сахал мар пирĕн çуртра. Иван Осипов, Анатолий Муратов та ырă ята тивĕçлĕ. Вĕсем пирĕн патăмăрта хăтлăх тупни чылай вăхăт мар-ха. Кĕске вăхăтрах хăйсем пултаруллине кăтартма пултарчĕç. Вĕсем пахчана хỹме тытса çавăрчĕç. Çурт умĕнчи палисадникре чечексем, пахчара тĕрлĕ пахча çимĕç лартса-акса ỹстерессишĕн тимлеççĕ Елизавета Захарова, Нина Князева, Лидия Боброва. Вĕсем шăрăх çанталăкра та чечексене, çимĕçсене типсе кайма памарĕç. Михаил Салмин пирки те ăшă сăмахсем каламасăр иртеймĕн. Вăл сыснасем пăхассишĕн яваплă. Çĕр улмине те пĕçерет, ай сарăмне те тасатать. "Ĕçсĕр ларма хăнăхман. Кун иртни сисĕнмест икĕ алăра пĕр ĕç пулсан", - тет вăл. Кунта вăл чылай çул пурăнать. Тĕрлĕ уявсем йĕркелетпĕр эпир. Çав вăхăтрах хамăртан уйрăлса кайнă çынсене асăнатпăр. Нумаях пулмасть 96 çулхи Александра Иванова çĕре кĕчĕ. Унăн 40 кунне те пĕрле пуçтарăнса ирттертĕмĕр. Кинемисемпе стариксем ватлăхра пĕччен марришĕн хаваслă. Савăнăçра та, хуйхăра та юнашар, пĕр çемьери пек туслă пурăнатпăр.
"Елчĕк Ен"