Мĕн ачаран мана пурнăç çулĕпе ăслă, сăпайлă, тỹрĕ кăмăллă тус-юлташсемпе утма тỹр килнĕ. 10 çул пĕр парта хушшинче ларнă юлташсем те ырă ĕçĕсемпе çеç палăрса тăраççĕ: В.Н.Кириллова нумай çул хушши Вăрăмхăва шкулне ертсе пычĕ, З.А.Яковлева (Кучкова) РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн ертỹçи, "Чăвашавтодор" предприятин Канашри участокĕн Елчĕкри филиалĕн прорабĕ Г.Г.Зайцев тата ыттисем те. Елчĕк шкулĕнче вĕ-реннĕ чухне Н.Е.Московский, Л.М.Таллерова, Е.А. Уфукова, А.Н.Карсакова, Е.П.Уразгильдина, Г.В.Ястребов, Р.И.Бобылев учительсене питĕ хисеплеттĕм те юрататтăм. Çавăнпах учитель пулас ĕмĕт çуралчĕ. Манăн пĕрремĕш вĕрентекен - Роза Порфирьевна Кузьмина. Вăл пире анне пекех шкула пырсан кĕтсе илсе ăсатса яратчĕ, пирĕнпе яланах лăпкă сасăпа калаçатчĕ, уроксем хыççăн кĕнеке содержанийĕсене сỹтсе яваттăмăр. Халĕ те асрах-ха: О.В.Донченко çырнă "Тинĕс хĕрринчи шкул", "Ылтăн медаль" кĕнекесене класĕпе юратса вулани. Роза Порфирьевна 30 çул ĕнтĕ сывă пурнăç йĕркине тытса пурăнать: кашни ир физзарядка тăвать, чупать. Паян та вăл çĕнĕ сăвăсем вĕренет, И.Тургенев кĕнекисене вулать. Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче 80 çул тултаракан юратнă педагог ватăлма шухăшламасть. Шкулта вĕреннĕ çулсенче кашни ачан тенĕ пекех юратнă учителĕ пур. Елчĕкри шкулта математика вĕрентнĕ А.В.Пугачева чи юратнă учительччĕ манăн. Географи предметне вĕрентме килнĕ (Тамбов хулинчен) Галина Максимовна урокĕсене паянхи пек астăватăп. Вăл пире картăпа ĕçлеме нумай вĕрентрĕ. Е.А.Уфукова, А.Н.Карсакова, Л.М.Таллерова вырăссен паллă писателĕсен "Мать", "Война и мир", "Гроза", "Поднятая целина", "Отцы и дети" тата ытти те кĕнекери сăнарсене уçса пама тата сочинени çырма нумай вĕрентрĕç. "Авалхине пĕлмесĕр малашнехине пĕлме çук", - тесе ăс паратчĕ Г.В.Ястребов. "Ачасене тĕрĕс-тĕкел ỹстерсе çĕр-шыва юрăхлă çынсем тăвасчĕ", - тетчĕ П.Н.Чернов. Физика предметне пĕтĕм тăрăшулăхне ачасене парса вĕрентнĕ А.И.Архипова (хальхи вăхăтра Рига хулинче пурăнать) урокĕсем те яланлăхах асăмра. Хăйĕн предмечĕпе питĕ çирĕп ыйтатчĕ. "Сиртен класс çăлтăрĕсем тăватăп", - тетчĕ. Роза Максимовна Агеева акăлчан чĕлхи вĕрентме пуçларĕ. Маларах эпир пурте нимĕç чĕлхи вĕреннĕ. Н.А.Маркова математика предметне вĕрентетчĕ, вăл яланах "Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен" каларăша тĕпе хуратчĕ. Унăн мăшăрĕ А.З.Марков географи предметне вĕрентнĕ. Елчĕк шкулĕнче манăн тăван ялтан тухнă учительсем питĕ нумайăн ĕçлетчĕç, халĕ те тĕрлĕ шкулсенче йышлă вĕсем. Калама кăна, Ĕнелĕнчен 67 çын педагог профессине алла илнĕ. Çамрăксем хушшинче те учителе вĕренекенсем сахалăн марри савăнтарать.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.