Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хăнасен ăсталăхĕ пысăкрах

Иртнĕ шăмат кун район центрĕнчи Тĕп лапама спорт мелĕпе хăвăрт утакансем йышлăн пухăнчĕç. Олимп вăййисене виçĕ хутчен хутшăннă, Европа кубокĕн çĕнтерỹçи, 27-мĕш Олимпиадăн бронза медалĕн хуçи, СССР тĕнче класлă спорт мастерĕ, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ Владимир Андреев çулсеренех тăван районта спорт мелĕпе утакансен республикăри ăмăртăвне йĕркелет. Чи малтанах олимпиец ăмăртăва çуралса ỹснĕ Лаш Таяпа ялĕнче ирттернĕ пулсан, виççĕмĕш çул спорт тусĕсем Елчĕке пуçтарăнаççĕ. Ăмăртăва уçса спортсменсене, пухăннисене район пуçлăхĕ Н.Миллин, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ С.Мельников, уява йĕркелекен В.Андреевпа унăн спортри çывăх тусĕсем йышлăн саламласа ăнăçусем сунчĕç. В.Андреев призĕсене çĕнсе илессишĕн пыракан ăмăрту яланхилле пĕчĕккисенчен пуçланчĕ. 1999 çул тата унран кĕçĕнрех хĕр ачасем ăмăртăва йышлăн тухрĕç. 1 çухрăмлă дистанцире Красноармейскинчен килнĕ Д.Ермолаевăна çитекенни пулмарĕ. И.Замятина (Канаш районĕ) иккĕмĕш, А.Пайкова (Муркаш районĕ) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çак ỹсĕмри арçын ачасенчен чи маттурри 5-мĕш класра вĕренекен Д.Волков (Хăвăлçырма) пулчĕ. Вăл 1 çухрăмлă дистанцие 5 минут та 07 çеккунтра утса тухрĕ. Д.Емельяновпа (Канаш районĕ) В.Кудряшов (Муркаш районĕ) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. 1997-1998 çулсенчи хĕр ачасемпе арçын ачасем те старта нумайăн тăчĕç. Пĕрремĕш вырăна Е.Петухова (Муркаш районĕ) йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Е.Павлова (Канаш районĕ), А.Конова (Тăвай районĕ). Арçын ачасенчен вара малти виçĕ вырăна та Канашсем (Ю.Петров, А.Васильев, И.Белов) çĕнсе илчĕç. 1995-1996 çулсенчи хĕр ачасенчен чи пултаруллисем каллех Канаш районĕн атлечĕсем О.Васильева, К.Павлова, М.Архипова пулчĕç. Çак ỹсĕмри арçын ачасенчен финиша чи малтан К.Степанов (Красноармейски) çитрĕ. М.Ивановпа Н.Степанов (Канаш районĕ) - иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем. 1994 çулхи тата унтан аслăрах хĕр ачасенчен пĕрремĕш - виççĕмĕш вырăнсене В.Григорьева, Г.Иванова, Н.Патшина (Канаш районĕ) пайларĕç. Çак ỹсĕмри арçын ачасенчен 2 çухрăм утса пьедестал çине Елчĕксем тăни савăнтарчĕ. Пĕрремĕш вырăна А.Федоров йышăнчĕ. Андрей иртнĕ çул та пĕрремĕш пулнăччĕ. Унăн спортри тусĕсем С.Порфирьев (Курнавăш) - иккĕмĕш, А.Григорьев (Елчĕк) - виççĕмĕш. Виççĕшĕ те вĕсем спорт мелĕпе хăвăрт утас енĕпе районта палăрнă. Юлашкинчен çĕнтерỹçĕ-командăсене палăртрĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчен Хăвăлçырмасем пĕрремĕш тухрĕç. Кĕçĕн Таяпасемпе Патреккелсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенчен Елчĕксем çĕнтерчĕç. Курнавăшсем - иккĕмĕш, Çирĕклĕ Шăхальсем - виççĕмĕш. Маларах каларăм, старта тухакансем питĕ йышлăн пулчĕç. Анчах Шупашкартан килнĕ жюри членĕсем, вĕсен йышĕнче Олимп чемпионкисем В.Егоровăпа А.Иванова, тата ытти паллă спортсменсем чылайăшне дисквалификацилерĕç. Чăнах та спорт мелĕпе хăвăрт утма пĕлмеççĕ шкул ачисем. Кун пирки хăвăрт утакансен республикăри спорт шкулĕн ертỹçи, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Иванова палăртсах каларĕ - физкультурниксен техника спортне аталантарас тесен çанă тавăрса ĕçлемелле. Халĕ вара çамрăк спортсменсенчен çакăн пек сăмахсем те илтме тỹр килчĕ: "Эпир çуран чупма юрататпăр-ха, анчах спорт мелĕпе хăвăрт утса пĕрре те курман. Ăмăртăва килмелле теççĕ те ячĕшĕн хутшăнатăн". Е тата тепĕр калаçăва илсен: "Пуçласа куртăм техника енчен мĕнле утмаллине". "Шкулсенче ку енĕпе тренерсем çук пирĕн районта, çавăнпа хăнасем çĕнтереççĕ", - пăшăрханса калаçать тепĕр спорт тусĕ. Çакна палăртса хăварам, ăмăрту пуçланиччен Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ О.Иванова пухăннисен умĕнче мастер-класс ирттерчĕ. Хăшĕсем спорт мелĕпе хăвăрт мĕнле утмаллин техникине унта пуçласа курни пирки пырать сăмах. Апла пулсан Елчĕкри физкультурниксен ентешĕмĕр умĕнче ят ярас мар тесен çак спорта ачасене явăçтарас тесен çине тăрса тимлемелле. Мала тухнă спортсменсене В.Андреевпа унăн тусĕсем дипломсемпе медальсем, ятарлă хаклă парнесем парса чыс турĕç. Командăсем те дипломсемпе призсене тивĕçрĕç. Ентеш йĕркеленĕ спорт уявĕ янкăр та хĕвеллĕ, ăшă кун иртнипе кăна мар, района тĕнчипе паллă спортсменсем, Олимп чемпионĕсем йышлăн килнипе те асра юлчĕ. "Елчĕке çăлтăрсен десанчĕ аннă", - тени тĕрĕсех. Чăн-чăн олимпиецсенчен автограф илни хăйех мĕне тăрать. Анчах Елчĕк халăхĕ çав асра юлмалли савăнăçсенчен те пăрăнать, ăмăртăва курма килекенсем çукпа пĕрех. 



"Елчĕк Ен"
13 октября 2010
00:00
Поделиться