Тавăрса панă
Район администрацийĕн финанс пайĕ авăн уйăхĕнче районти вĕрентỹ учрежденийĕсем кăçалхи 8 уйăхра социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç продукчĕсем туяннă чухне бюджет укçи-тенкипе мĕнле усă курнине тĕрĕсленĕ. Çак тапхăрта вĕрентỹ учрежденийĕсем 4543,3 пин тенкĕлĕх апат-çимĕç продукчĕсем туяннă. Тĕрĕслев çакна кăтартса панă: вĕрентỹ учрежденийĕсем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ хăш-пĕр апат-çимĕç продукчĕсене хаклăрах хакпа туяннă тĕслĕхсем пулнă (хаксене Чăваш Республикинчи "Агро-Инновация" КУП сайчĕ çине вырнаçтарнă даннăйсемпе танлаштарнă). Çавна май 116,4 пин тенкĕ бюджет укçипе тухăçсăр усă курнă. Çак пĕтĕм укçа-тенке вĕрентỹ учрежденийĕсем Елчĕк район бюджетне каялла хывнă.
"Елчĕк Ен"