Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тăкаксене саплаштараççĕ

Чăваш Республикин Президенчĕн М.Игнатьевăн пуçарăвĕпе республикăри хуласемпе районсенче тĕрĕслевсем ирттернĕ май, социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç туяннă чух Чăваш Республикин бюджечĕн тата обязательнăй медицина страховани фончĕн укçи-тенкине организацисемпе учрежденисем тухăçсăр тăкакланине тупса палăртни, çак тăкаксене саплаштарса çывăх вăхăтра бюджета укçа-тенкĕ хывма хушни пирки хаçатра маларах пĕлтернĕччĕ. Президент хушăвĕпе килĕшỹллĕн, каялла тавăрнă укçа-тенке ача сачĕсенче тăрăшакан работниксен ĕç укçине ỹстерес, чирлисене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли хатĕрсем илес тĕллевпе усă курма палăртнă. Тĕрĕслевсене Чăваш Республикин министерствисемпе ведомствисем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле йĕркелеççĕ. Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерствин кăçалхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнчи 148 номерлĕ хушăвĕпе тĕрĕслевсене ятарлă графикпа килĕшỹллĕн йĕркелеççĕ. Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерстви паянхи кун Шупашкарти 4 тата 23 номерлĕ професси училищисенче тĕрĕслевсем йĕркелет. Малтанхи кăтартусем тăрăх тухăçсăр тăкак 159 пин тенкĕпе танлашать. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви патшалăхăн 8 учреждение тĕрĕсленĕ май 4-шĕнче 66,4 пин, Чăваш Республикин Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерстви 33 учреждение тĕрĕсленĕ май 1495 пин, Спорт министерстви 4 учрежденинче 12,8 пин тенкĕ укçа-тенке тухăçсăр тăкакланине тупса палăртнă. Авăн уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне муниципалитет вĕрентỹ учрежденийĕсенче бюджетăн 114,6 пин тенкипе тухăçсăр усă курнине палăртнă. Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕ авăн уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне сывлăх сыхлавĕн муниципалитет учрежденийĕсенче 5 тĕрĕслев ирттернĕ, апат-çимĕç продукчĕсене туяннă чух 110,5 пин тенкĕ тухăçсăр тăкак пулнине тупса палăртнă. Тĕрĕслевсем Сĕнтĕрвăрри, Канаш, Комсомольски, Çĕрпỹ, Шупашкар, Çĕмĕрле, Етĕрне, Елчĕк районĕсенче, Çĕмĕрле, Канаш, Шупашкар хулисенче тата ытти çĕрте иртнĕ. Йĕркене пăхăнмасăр укçа-тенке тухăçсăр тăккаланăшăн Шăмăршă район администрацийĕн финанс пайĕн начальникне, Шăмăршă районĕнчи тĕп больницăри экономиста, Çĕмĕрле район администрацийĕн сывлăх сыхлав пайĕн начальникне ĕçрен кăларнă, Шăмăршă районĕнче тĕп больницăри тĕп тухтăра, вĕрентỹ пайĕн ертỹçине выговор панă, Йĕпреç районĕнчи тĕп больницăн руководительне, Комсомольски районĕнчи вĕрентỹпе сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен специалисчĕсене тата ыттисене асăрхаттарса хăварнă. Паянхи кун республика хулисемпе районĕсенчи предприятисемпе организацисен ертỹçисем тухăçсăр тăкаксене саплаштарма бюджета укçа-тенкĕ хываççĕ. Авăн уйăхĕ 29-мĕшĕ тĕлне 501,2 пин тенкине тавăрса панă (çав шутран вĕрентỹ учрежденийĕсем - 352,1 пин тенкĕ, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем - 149,1 пин тенкĕ). Тĕрĕслевсем юпа уйăхĕ вĕçĕччен тăсăлаççĕ. (Материала Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илỹ министерствин информацийĕпе усă курса хатĕрленĕ).


"Елчĕк Ен"
09 октября 2010
00:00
Поделиться