Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сывă пурнăç йĕркине аталантарма хавхалантарать

Район тулашĕнче пулсан та ентешсем тăван ене манмаççĕ. Вĕсенчен пĕри - кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕн кандидачĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ, "Елчĕк ен ентешлĕхĕ" общество организацийĕн ертỹçи, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ Олег Николаевич Викторов. Спортпа туслă пулнăран, хăй çуралса ỹснĕ тăрăхра - Çĕнĕ Пăвара кире пуканĕ йăтакансен республикăри чемпионатне йĕркелет. Кăçал çак спорта кăмăллакансем Олег Викторовăн парнисемшĕн 4-мĕш хут помост çине тухрĕç. Çĕнĕ Пăвари культура çуртне республикăри спорт уявне атлетсем çеç мар, сумлă хăнасем те килнĕ. Район пуçлăхĕ Николай Миллин, СССР спорт мастерĕ, кире пуканĕ спорчĕн республикăри федерацийĕн ертỹçи Юрий Карпов, СССР спорт мастерĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри федерацийĕн ертỹçи, Патăрьелсен ентешлĕхĕн ертỹçи Владимир Семенов, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Албутов, Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спорт отличникĕ Петр Сидоров-Лаштай. Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин, Юрий Смирнов уйрăм предприниматель тата ытти хăнасем хутшăнни те республикăн уçă чемпионатне йĕркелекен Олег Викторовăн сумĕ пысăк пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Тĕрлĕ ỹсĕмри, виçери атлетсем тухрĕç помост çине. Йăлана кĕнĕ тăрăх, ăмăртăва чи çамрăккисем пуçларĕç. 1993 çулта çуралнă тата унран çамрăкрах арçын ачасенчен 45 килограмран çăмăлрах виçере Елчĕк шкулĕнчи С.Пыркин, Курнавăш шкулĕнчи Н.Григорьевпа А.Соловьев палăрчĕç. Ытти виçесенче çак ỹсĕмри атлетсенчен Йĕпреç районĕнчи А.Долговпа С.Спиридонов, Курнавăшри А.Андреев (50 кг), Курнавăшри Д.Соловьевпа П.Александров, Йĕпреçри С.Леонтьев (55 кг), Елчĕкри В.Семенов, Курнавăшри Н.Николаев, Елчĕкри Н.Чувайкин (60 кг), Йĕпреçри А.Иванов, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн командинчи В.Наумов, Елчĕкри И.Федоров (65 кг), Йĕпреçри А.Тимофеев, Елчĕкри А.Павловпа И.Кириллов (70 кг), Елчĕкри Д.Петров, Курнавăшри С.Константинов (75 кг), Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн командинчи Д.Козлов, Курнавăшри А.Федоров (80 кг), Елчĕкри А.Павловпа А.Николаев, Курнавăшри В.Федоров (80 кг йывăртарах) палăрчĕç. 1992 çулта çуралнă тата аслăрах арçынсем те хăйсен ăсталăхне тĕрĕслерĕç. Йĕпреçри Н.Хрисанов (60 кг), МГОУри А.Аристархов (65 кг), Чăваш патшалăх университетĕнчи А.Ефимов, Курнавăшри И.Кривов (70 кг), Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче пĕлỹ пухакан, Çĕнĕ Пăвара çуралса ỹснĕ Д.Семенов, Чăваш патшалăх университетĕнчи А.Иваничев (75 кг), Курнавăшри А.Локачев (80 кг), Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчи Б.Глинкинпа Б.Голубев, О.Николаев (90 кг), Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи М.Калегин (90 кг йывăртарах) та çĕнтерỹçĕсен йы-шĕнче. Европăн 1991 çулхи чемпионĕ, Пĕтĕм Раççейри турнирсенче чылай хут çĕнтернĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн доценчĕ Борис Глинкин турнирăн абсолютлă чемпионĕ пулса тăчĕ, депутат çирĕплетнĕ сумлă парнене - такана тивĕçрĕ. Юлашки вăхăтра кире пуканĕ йăтма помост çине хĕр ачасемпе хĕрсем те сахал мар тухаççĕ. Ытларах кунта Елчĕк тăрăхĕнчен тухнă атлеткăсем палăраççĕ. Олег Викторов йĕркеленĕ республикăри уçă чемпионатра та тĕрлĕ ỹсĕмри, виçери хĕрсем сахал мар пулчĕç. Хĕр ачасенчен Çĕнĕ Пăвари Е.Иванова, Кĕçĕн Таяпари Е.Максимова, Курнавăшри И.Соловьева (60 кг), Курнавăшри Е.Гаврилова, Кĕçĕн Таяпари Р.Шепилова (70 кг), Йĕпреçри М.Федорова (70 кг йывăртарах), хĕрсенчен Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчи Е.Козлова, Елчĕкри В.Николаева, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчи В.Афанасьева (60 кг), О.Маликова, Е.Еремеева, Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи С.Крикина (60 кг йывăртарах) хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарчĕç. Хăйсен пурнăçне спортпа çыхăнтарнă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан ветерансем те ырă ята тивĕç. 40 çултан иртнĕ ветерансенчен М.Скворцов (Кĕçĕн Таяпа), А.Константинов (Курнавăш), А.Муллин (Тĕмер), 50 çултан иртнисенчен Ю.Карпов (Шупашкар), М.Петров (Йĕпреç), 60 çултан иртнĕ ветерансенчен А.Павлов (Шупашкар), Н.Яковлев (Тăрăм), А.Анисимов (Ĕнел) чемпионат çĕнтерỹçисем пулса тăчĕç. Командăсенчен Елчĕк районĕн командинчи атлетсене çитекен пулмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Йĕпреçсемпе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн командисем. Елчĕк районĕнчи командăсен тупăшăвне уйрăммăн шутларĕç. Курнавăш, Елчĕк, Çĕнĕ Пăва вăтам шкулĕсен, Кĕçĕн Таяпа, Тĕмер, Тăрăм тĕп шкулĕсен командисем - çĕнтерỹçĕсен ушкăнĕнче. Кĕçĕн Таяпасемпе Курнавăшсем кубоксене тивĕçрĕç. Республикăри уçă чемпионат çĕнтерỹçисемпе призерĕсем - уйрăм атлетсемпе командăсем кашниех Олег Викторов çирĕплетнĕ дипломсемпе медальсемсĕр, хаклă парнесемсĕр юлмарĕç. Олег Викторов ăмăртăва йĕркелеме пулăшнă спонсорсене, тренер-преподавательсене тав тăвать, малашне те кире пуканĕ йăтакансем республикăри уçă чемпионата активлă хутшăнасса шанать.



"Елчĕк Ен"
09 октября 2010
00:00
Поделиться