Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çынна ырă тума тăрăшар

.
Пĕтĕм тĕнчери ученăйсем тĕпченĕ, врачсем пĕтĕмлетнĕ тăрăх, çыннăн психика сывлăхĕ чи малтанах унăн йăх-несĕлĕнчен, ашшĕ- амăшĕнчен, пулас ача амăшĕ хырăмĕнче мĕнле халпа юлнинчен килет. Авалхи Руçрех ача çуратас шухăшлă çамрăк мăшăра пĕр тумлам та "йỹççи" ĕçтермен. Анчах халĕ темшĕн çак йĕркене çирĕп пăхăнмаççĕ. Çавăн пекех çемьере пысăк хырăмлă хĕрарăма мĕнле пăхнинчен те килет. Туслă, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан çемьере пулас ача та сывă ỹсĕ. Ача садике кайсан амăшĕ çумĕнчен кăштах уйрăлать. Çакăн чухне унăн пĕрремĕш хут стресс пулса иртет. Ĕлĕк ял ачисем ытларах ватăсемпе ларнă. Мĕн пĕчĕкрен асламăшĕпе е кукамăшĕпе ỹснĕ пепкесем вĕсене çывăхрах пулнă. Ача-пăча ырăлăха, ăшăлăха, тăвансене хисеплемеллине ваттисенчен курса, хăнăхса ỹснĕ. Халĕ вара ватăсемпе ларакансем сахал. Пĕр енчен коллектива хăнăхни лайăх, тепĕр енчен... Аслисем паян хăйсем те çăмăл мар пурнăçа чăтса ирттереççĕ. Ачасем вара телепередачăсене пăхса часах ỹссе çитĕннине туйма пулать. Тепĕр чухне ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрĕпе юнашар ларса телевизор пăхма именет. Мĕн кăна кăтартмаççĕ вĕт. Ача вара пурне те губка пек, хăй çумне "çăтса" илет. Мĕн пĕчĕкрен ача-пăча компьютера алла илет. Малтанах никама та кỹрентермен "çăлтăр вăййисенчен" пуçлать те "пĕчĕк çынсем" пĕр-пĕрне вĕлернипе вĕçлет. Çак вăйăсем ачасене хăйсене агрессивлă тытма вĕрентеççĕ те. Шкула çỹрекен 14-15 çулсенчи ача пирус туртма пуçланипе е ытти усал йăласемпе туслашнипе тĕл пулма тивет. Паллах, туслă çемьере çитĕнекен ачасем ырра курса ỹсеççĕ. Анчах йывăр та начар çемьере çитĕнекенсем вĕренỹре те, коллективра та хăйсене начар туяççĕ, вĕсен пĕчĕкренех нервпа психика аталанăвĕ хавшак. Çавăнпа та çул çитмен ачана чи малтанах аслисен енчен çирĕп контроль кирлĕ. Унăн сывлăхне тĕрĕслеттермелле, психиатрпа нарколог патĕнче пулмалла. Юлашки çулсенче "сăра алкоголизмĕ" аслисене çеç мар, пирĕн ачасене те ăссăрлатать. Психоактивлă япаласем ачасемшĕн çеç мар, аслисемшĕн те хăрушă. Çавăнпа та хамăр ачасене упрамалла, вĕсем мĕнпе интересленнине, камсемпе çỹренине пĕлмелле, пушă вăхăта мĕнле ирттернипе тĕплĕн интересленмелле. Общество питĕ пуян, пуян тата чухăн çине пайланса кайнине пурте куратпăр. Ялсенче ĕç вырăнĕсем çук. Çавна май халăх ыранхи куна та шанмасть. Çамрăксем инçетри хуласене вăхăтлăх ĕçлеме тухса каяççĕ. Мĕнле те пулин çемьене тăрантарас тесе сывлăхĕсене шеллемесĕр ĕçлеççĕ. Инçетре ĕçлекен çамрăксен виллисене илсе килнĕ тĕслĕхсем сахал пулчĕç-и районта? Е тата çухалнисем çук-и пирĕн? Çакăн пек пурнăç чи малтан психикăна пырса çапать. Кун пек чухне вара çынна "хăвна алла ил" тесе канаш параймăн. Çаксем пурте депрессие яма пултараççĕ. Çавăнпа та 21 ĕмĕр çыннисен хăйсене тытма, яланах контрольлесе тăма пĕлмелле. Утса тухнă çулсене çаврăнса пăхăр-ха, киревсĕр ĕçсем туман-и эсир, çылăхсемшĕн ỹкĕнмелле мар-и? Тен, иртни çинчен шухăшласан малашлăх ыррăн та ăшшăн курăнать. Яланах çынна ырă тума тăрăшмалла. Хăвăра тата хăвăрăн çывăх çыннăрсене упрăр.


"Елчĕк Ен"
09 октября 2010
00:00
Поделиться