Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Юмăç пăхнă та укçине йăкăртнă

Республикăра чикансем ватă çынсене (чылай чухне çамрăксене те) улталанă тĕслĕхсем час-часах пулни пирки илтетпĕр-ха. Нумаях пулмасть çакăн евĕр тĕслĕх пирĕн районта та пулчĕ. Çĕнĕ Пăвара пурăнакан В. чикан майрипе тĕл пулнă хыççăн 59000 тенкĕ укçи çухалнине асăрханă, тỹрех милици уйрăмне шăнкăравланă. "Юмăç пăхса яратăп, сире пăснă, усала сирмелле", - çакăн евĕр тĕрлĕ сăмах каласа çынсен шанăçне çăмăллăн кĕреççĕ чикансем. Пỹрте кĕртме ыйтаççĕ, куç пăваççĕ, ун хыççăн хăйсене кирлине илсе тухса каяççĕ. Çавăнпа та халăха çакăн евĕр тĕл пулусенчен асăрханма ыйтас килет. Вĕсене вуçех те шанмалла маррине асрах тытăр. Енчен те ялсенче чикансем япаласем сутас е туянас тесе çỹренине курсан ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн дежурнăй уйрăмне 2-50-02 номерпе шăнкăравлама ыйтатпăр.


"Елчĕк Ен"
06 октября 2010
00:00
Поделиться