Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Продукци илесси апатран килет

Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси выльăх апачĕн хисепĕнчен тата унăн пахалăхĕнчен нумай килет. Кăçалхи хĕл тапхăрĕ валли фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма районĕпе 21417 тонна (пĕтĕмпе кирлин 86 проценчĕ чухлĕ) сенаж, 2066 тонна (33 процент) утă, 1045 тонна (15 процент) силос, 6200 тонна улăм хатĕрленĕ, 11700 тонна тырă уйăрнă. Районĕпе кашни условнăй выльăх пуçне 21 центнер апат единици тивĕçет. Выльăхсенчен пысăк продукци илес тесен 1 условнăй выльăх пуçне 28 центнер апат единицинчен кая мар кирлĕ. Лару-тăру çакăн пек килсе тухни, паллах, кăçалхи çанталăк условийĕсемпе те çыхăннă. Апла пулин те çакă сăлтав мар. Сивĕ хĕл кунĕсем нумай ыйтнине шута илсе выльăх апачĕ хатĕрлес тĕлĕшпе мĕн пур майсемпе туллин усă курмалла. Утă-улăм çитменнин пайне айккинчен кỹрсе килсе тивĕçтерессипе тимлемелле. "Прогресс", "Комбайн", "Сатурн", "Рассвет", "Свобода", "Кушкă" ял хуçалăх предприятийĕсем çакна ăнланса 1000 тонна ытла улăм, утă, 500 тонна тырă кỹрсе килчĕç. Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче сахăр чĕкĕнтĕрĕпе улăм хутăшĕнчен силос хыврĕç. Тырра шутламасан, тĕп апатсемпе тивĕçтересси кирлĕ шайра мар. Районĕпе вăл 71 процент çеç тивĕçет. "Знамя", "Рассвет", "Кушкă", "Сатурн", "Свобода" ял хуçалăх предприятийĕсенче вăл тата сахалрах - 25-60 процент анчах. Выльăх кăшманĕпе сахăр чĕкĕнтĕрĕ, жом сахаллине кура ĕне выльăхсене углеводпа (сахăрпа) тивĕçтересси те кирлĕ пек пулаймĕ. Çакна шута илсе май пур таран патокăпа усă курма тăрăшмалла. Унсăр пуçне минераллă, витаминлă хушма апат - фелуцен туянмалла. Жома шăтăка улăмпа хутăш хумалла. "Яманчурино" ял хуçалăх предприятийĕнче кашни çул патокăпа, дробинăпа анлăн усă кураççĕ. Иртнĕ çулхи хĕл тапхăрĕнче те, сенаж сахалрах пулнипе, асăннă хуçалăхра улăма та сая яман. Ĕне выльăхсене улăма патокăпа тутлăлантарса çитернине пула хĕл каçипе те сĕт сăвассине 17-18 килограмран чакарман. Кунта пĕтĕм апата - дробинăпа патокăна, улăмпа сенажа, тырăпа минераллă хутăш апатсене апат валеçекен миксерпа усă курса панă. Ĕçе çакăн пек йĕркелени апата та нумай перекетлеме пулăшнă. Апат валеçекен, апат хутăшĕ тăвакан миксер халĕ кашни ял хуçалăх предприятийĕнче пулмалла. Апла пулин те хальлĕхе вăл районĕпе те "Прогресс", "Яманчурино", "Рассвет", "Комбайн" ял хуçалăх предприятийĕсенче анчах. Выльăхсене çуллахи лагерьсенчен витесене кĕртме те вăхăт çитрĕ. Çавна май фермăсенче ĕçлекенсемшĕн йывăр та яваплă тапхăр пуçланать. Ял хуçалăх предприятийĕсенче фермăсене хĕле хатĕрлесе çу тапхăрĕнче сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Уйрăмах "Прогресс", "Комбайн", "Победа", "Яманчурино", "Рассвет", "Сатурн", "Эмметево" ял хуçалăх предприятийĕсенче витесене хĕл каçма тĕплĕн хатĕрлесе çитернĕ. "Знамя", "Арланово", К.Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕсем пирки вара çакна калаймăн. Выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарасси, продуктивлăха ỹстерсе пырасси выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, специалистсемпе ертỹçĕсем яваплăха туйса ĕçленинчен нумай килет. Фермăсенче ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырас тесен малта пыракан технологие ĕçе кĕртмелле, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалла, пĕлĕве ỹстермелле. Çавăн чухне тин ума илнĕ тĕллевсене пурнăçлама май килĕ.


"Елчĕк Ен"
06 октября 2010
00:00
Поделиться