Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çулĕ тỹрĕ те яка

Çĕнĕ Эйпеçĕнчен Лаш Таяпана çитме питĕ йывăрччĕ. Çул япăххине пула транспорт хатĕрĕсем те ваннă, вăхăт çухални те сахал мар пулнă. Пĕлтернĕччĕ, "Воддорстрой" сахал яваплă обществăн ĕçченĕсем кĕске вăхăтра Лаш Таяпапа Çĕнĕ Эйпеç хушшинчи 2 çухрăм хытарнă çула тĕпрен юсаса йĕркене кĕртме пултарнă. Çак чаплă самантпа Лаш Таяпара савăнăçлă уяв иртрĕ. "Воддорстрой" сахал яваплă общество маларах та Елчĕксемшĕн чылай ĕçленĕ. Çĕрпỹ районĕнчи Чурачăкра вырнаçнăкскер, 2004 çулта Республика кунне районта ирттерме хатĕрленнĕ вăхăтра Елчĕк ялĕн урамĕсене асфальтпа хытарнă çулпа çыхăнтарнине нумайăшĕ ас тăвать пулĕ. Кăçал та общество ĕçченĕсем пысăк пулăшу пачĕç. Иртнĕ çул тĕпрен юсама пуçланă Çĕнĕ Эйпеç - Лаш Таяпа çула 2 çухрăм ытла йĕркене кĕртрĕç. Çĕнетнĕ çула уçнă ятпа йĕркеленĕ уява Лаш Таяпари культура çуртне район пуçлăхĕ Н.Миллин, Лаш Таяпара çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем - Шупашкар район пуçлăхĕ А.Князев, Олимп вăййисен бронза призерĕ В.Андреев, "Ремстроймаркет" сахал яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Н.Николаев, Шупашкар районĕнчи физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ С.Тунгулов, В.Меметов уйрăм предприниматель тата ыттисем хутшăнчĕç. Лаш Таяпасем умĕнче тухса калаçнă май, вĕсем хăйсен савăнăçне пытармарĕç. Чăнах, тỹрĕ те яка çулпа Лаш Таяпана çитме халĕ вăхăт та нумай иртмест. Район пуçлăхĕ Н.Миллин юлашки вăхăтра ялсене хытарнă çулпа çыхăнтарас, вĕсене пăхса тăрас, тирпей-илем кĕртес енĕпе ăнăçлă ĕçленине палăртрĕ. Кăçалах Аслă Таяпапа Шуршу хушшинчи çула тĕпрен юсама пуçланă. "Воддорстрой" сахал яваплă общество Комсомольски çулĕн çаврăнăçĕнчен пуçласа Елчĕк районĕн чиккине çитичченхи автоçула сарса тĕпрен юсассипе ĕçлет. Н.Миллин "Воддорстрой" сахал яваплă обществăн ертỹçине А.Федорова, унăн ĕçченĕсене тав сăмахĕ каланă май районăн Тав çырăвне парса чысларĕ. Строительсемпе район ертỹçисене Лаш Таяпасен ячĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В.Князева, вăтам шкул директорĕ В.Яковлев, Шупашкар район пуçлăхĕ А.Князев, В.Леонтьев тата ыттисем тав турĕç. Уява пухăннисем Шупашкарти музыка училищинчи "Янтал" фольклор ушкăнĕн пултарулăхне курса киленчĕç. Ăна Лаш Таяпара çуралса ỹснĕ Л.Петухова ертсе пырать. Сăн ỹкерчĕкре: "Воддорстрой" сахал яваплă обществăн ертỹçи А.Федоров (варринче) район пуçлăхĕпе Н.Миллинпа тата район администрацийĕн капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен пай начальникĕпе И.Кузнецовпа.


"Елчĕк Ен"
06 октября 2010
00:00
Поделиться