Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çынна сума сăвакан - хăй те сум куракан

Районти тĕп больницăра Ватă çынсен пĕтĕм тĕнчери кунне кунта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă шурă халатлă ĕçченсем йышлăн хутшăнчĕç. Чи малтанах сумлă пенсионерсене районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Н.Уркова ăшшăн саламларĕ. Надежда Викторовна аслă юлташĕсене пурне те лайăх пĕлет, чунтан хисеплет, чылайăшĕпе пĕрле халăх сывлăхĕшĕн кĕрешнĕ. Сăмах май каласа хăварам, Н.Уркован амăшĕ, Маргарита Сергеевна Перушкина, ĕмĕрне больницăра ĕçлесе ирттернĕ. Хисеплĕ медсестра хăйĕн ĕçтешĕсене чылай çул ертсе пынă. Çын çине сасă хăпартса курманскер, хĕрне те çепĕç те ăшă кăмăл, ырă туйăм парнеленĕ. Мал ĕмĕтлĕ тухтăр хăйне шанса панă кирек мĕнле ĕçе те пысăк яваплăхпа пурнăçлать. Çынна ăнланакан тухтăр ĕçтешĕсенчен çирĕп ыйтать, чирлисемпе яланах çепĕç калаçать. Вăл диагноза тĕрĕс лартакан тухтăр. "Турă пани пурах унăн, тухтăр пулмах çуралнă", - теççĕ ун пирки районта. Тĕп врачăн салам сăмахĕ çумне профсоюзăн вырăнти комитечĕн председателĕ А.Ястребова хутшăнчĕ. Çавăн пекех А.Сайкина, З.Кузьмина пенсионерсем сăмах илчĕç. Вĕсем администраци ватă çынсене манманни, вĕсемпе тĕл пулса калаçни питĕ те вырăнлă пулнине палăртрĕç. "Епле те пулсан чунпа ватăлас марччĕ, утса çỹресе пурнăçа малалла тăсасчĕ. Пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçни пурăнас кăмăла çĕклет", - тесе çирĕплетсех пĕлтереççĕ ватăсем. В.Мальцев врач хăйĕн сăмахĕнче ватлăхран никам та пăрăнса юлманнине палăртрĕ. Туслă тĕл пулу хыççăн хисеплĕ ватăсемпе шурă халатлă ĕçченсем фонтан патĕнче йывăç тĕмĕсем лартрĕç. "Сывлăх аллейинче" ирга, хура пилеш, катăркас, шăлан тата ытти тĕрлĕ тĕмсем çитĕнĕç. Вĕсене упраса хăварас тесе коллектив çине тăрса ĕçлĕ. Уява пухăннисене Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсем концертпа савăнтарчĕç. Юлашкинчен ветерансене больница администрацийĕ вĕри чейпе, тутлă çимĕçпе сăйларĕ. Сăн ỹкерчĕкре: ветерансем тĕп больница территорийĕнче йывăçсем лартаççĕ.



"Елчĕк Ен"
06 октября 2010
00:00
Поделиться