Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

В.Адюков ентешĕсене ташлаттарнă

Аслă Елчĕк ялĕн уявĕ пысăк хавхаланупа иртнĕ. Малтанах ял çыннисемпе хăнасене Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев, Христос Чĕрĕлĕвĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Максим атте, Ленин ячĕллĕ хуçалăх ертỹçи В.Падуев саламланă, ĕçре хастаррисене Хисеп грамотисемпе чысланă. Спорт ăмăртăвĕсем хĕрỹ иртнĕ. 5 командăран футболла выляса куçса çỹрекен кубока хуçасем çĕнсе илнĕ. Кунтах çулсерен иртекен "Ялти чи лайăх урам", "Ялти чи лайăх хушма хуçалăх" конкурссене пĕтĕмлетнĕ. Карл Маркс урамĕпе Алексей Григорьев хуçалăхĕ çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Уяв юрă-ташăпа илемлĕ. Шупашкартан килнĕ чăваш эстрада çăлтăрĕсене Аслă Елчĕксем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнĕ. Уйрăмах хăйсен ентешне - Виталий Адюкова курма хавас. Вăл хут купăса тăсса ярсан нумайăшĕ чăтса тăрайман - ташша янă.


"Елчĕк Ен"
02 октября 2010
00:00
Поделиться