Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Суйлав саккунĕсене çирĕп пăхăнар

Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕ - вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суйламалли кун. Халăх районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе Депутатсен пухăвĕн депутачĕсене суйлать. Юлашки вăхăтра чылай çын суйлавпа çыхăннă ыйтусем çине тĕрĕс хурав илес тĕллевпе прокуратура ĕçченĕсемпе çыхăнать, çавна май ыйтусем çине хаçат урлă хуравлани вырăнлă. Раççей Федерацийĕн гражданĕсем суйлавсемпе референдумра хăйсен ирĕкне тỹррĕн палăртма пултараççĕ. Патшалăх демократилле принципсене çынсен, суйлав правипе референдумра хутшăнас правăн нормисене хỹтĕлет. Суйлав вăхăтĕнче суйлавçăсене хăйсен суйлав прависемпе ирĕклĕн е сасăлавăн вăрттăн майĕпе усă курма, суйлав тата референдум комиссине, унăн членне ĕçлеме е тивĕçне пурнăçлама чăрмантаракана Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 141 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн айăпласа 5 çул таран ирĕк прависĕр хăвараççĕ. Суйлав комиссийĕн членĕ, суйлав пĕрлешĕвĕн тата суйлав блокĕн уполномоченнăй представителĕ, суйлавçăсен ушкăнĕ, кандидат е унăн уполномоченнăй представителĕ суйлав документне пăсрĕ пулсан, Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 142 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн явап тыттараççĕ, тăватă çул таран ирĕк прависĕр хăвараççĕ. Суйлав бюллетеньне саккунсăр майпа хатĕрленĕшĕн, упранăшăн е турттарнăшăн Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 142 статйин 3 пайĕпе килĕшỹллĕн айăплаççĕ. Суйлав саккунĕсене пăснăшăн - шута илмен бюллетеньсене сасăлăнă чухне усă курмалли бюллетеньсен шутне кĕртнĕшĕн, пĕлсе тăнă çĕртех суйлавçăсем пирки ултавлă сведенисем тăратнăшăн е суйлавçăсен списокне тĕрĕс мар йĕркеленĕшĕн (списока суйлав ирĕкĕпе усă курма право çук е шухăшласа тупнă çынсен хушамачĕсене кĕртнĕшĕн), суйлавçăсен бюллетеньне тỹр-летнĕшĕн е пăснăшăн, улăштарнăшăн, саккуна хирĕç кайса çухатнăшăн, суйлавçăсен сассисене тĕрĕс мар палăртнăшăн, суйлав комиссийĕн членĕсем сасăсене шутласа пĕтерсе пĕтĕмлетỹ тăвичченех сасăлавсене пĕтĕмлетекен протокол çине алă пуссан е сасăлав пĕтĕмлетĕвне палăртсан, протокола пĕлсе тăрсах тĕрĕс мар йĕркелесен, сасăлав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ протокол çине саккунсăр майпа улшăнусем кĕртсен - Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 142 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн явап тыттараççĕ. Патшалăх Канашĕ кăçалхи кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче политика реформине халалласа ирттернĕ ларăвĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев шăпах çĕр-шывра иртнĕ е иртекен суйлавсем, ăна саккунпа килĕшỹллĕн йĕркелесе пымалли пирки чарăнса тăнăччĕ. Суйлавччен вăхăт нумаях та юлмарĕ. Çавна май суйлавçăсене, кандидатсене, суйлав комиссийĕн членĕсене е суйлава хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă кашни çыннах суйлав саккунĕсене çирĕп пăхăнма чĕнсе калатăп.


"Елчĕк Ен"
02 октября 2010
00:00
Поделиться