Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Конференци иртнĕ

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри инвалидсен Раççей шайĕнчи организацин Чăваш Республикинчи организацийĕн районти уйрăмĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртнĕ. Унта район пуçлăхĕ Н.Миллин, обществăн республикăри организацийĕн председателĕ М.Кузьминых, Раççей Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн ертỹçи З.Яковлева, Елчĕк район халăхне социаллă хỹтлĕх паракан пай начальникĕ И.Аникина тата ыттисем те хутшăннă. Конференцире чи малтанах уйрăм ертỹçине суйланă, П.Иванова шаннă. Пухăннисем çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри инвалидсен Чăваш Республикинчи организацийĕн конференцине хутшăнма делегатсем тăратнă. Вĕсен йышĕнче - П.Ивановпа Патреккелĕнчи И.Петров.


"Елчĕк Ен"
02 октября 2010
00:00
Поделиться