Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вăхăт нумай юлмарĕ

Кăçалхи юпа уйăхĕн 14-25-мĕшĕсенче çĕр-шывра иртекен Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Асăннă çивĕч ыйтăва çак кунсенче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче те çĕкленĕ. Ĕçлĕ визитпа района килсе кайнă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ О.Викторов тата Чăвашстатăн Елчĕк районĕнчи çырав ĕçĕсемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Г.Кузнецова халăхпа тĕл пулнă май халăх çыравĕ тата ăна тивĕçлипе хатĕрленсе ирттерсе ярас ыйту çинче уйрăммăн чарăнса тăнă. Çырав йĕрки пирки кĕскен хыпарлар. Çырав юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче 0 сехетре пуçланать. Çырав хучĕ çинчи ыйтусен хуравне çын каланă тăрăх çыраççĕ. Чăвашстатăн Елчĕк районĕнчи ертсе пыракан специалисчĕ Л.Горшкова пĕлтернĕ тăрăх, районта халăх çыравне хатĕрленес ĕç тивĕçлĕ шайра пырать.


"Елчĕк Ен"
22 сентября 2010
00:00
Поделиться