Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Мăн асатте, асатте, пиччесем, атте, йăмăк...

 
Пурте пĕлетпĕр, 2010 çула Раççейре те, Чăваш Енре те тĕнчери чи сăваплă ĕçе пурнăçлакан çынсене - учительсене - халалланă. Çитĕнекен ăрăва çирĕп ăс-тăнпа тĕрĕс воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларассишĕн тăрăшакансем, паллах, ырă ята тивĕçлĕ. 2010 çул пирĕн çемье асĕнчен нихăçан та тухмĕ. Манăн асатте - ĕçпе вăрçă ветеранĕ Николай Иванович Чермаков 85 çулхи юбилейне уявларĕ. Курск пĕкки патĕнчи çапăçăва хутшăннă асаттешĕн Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнине уявлани, çав вăхăтрах Вĕрентекен çулталăкĕ пулни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл мирлĕ вăхăтра, аслă пиччĕшĕсем пекех, учительте ĕçленĕ. Николай Ивановичăн професси туртăмĕ пиччĕшĕн хĕрне, ачисене, мăнукĕсене куçнă. ...Çирĕммĕш ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенчи йывăр вăхăтсем. Вĕренỹ пирки, уйрăмах пуçламăш пĕлỹ пирки, кăштах кăна калаçма пуçланă ялта. Ача-пăча вырăсла нимĕн те ăнланман. Вĕсене вĕрентекенсем те çукпа пĕрех. Çапах та хресченсем вĕренни кирлине питĕ те лайăх ăнланнă. Çавна май ачисене вĕрентме тăрăшнă. Паллах, ывăл-хĕрне вĕрентес тесен пур-çук укçана веçех пуçтармалла пулнă. Манăн мăн асаттесен çемйинче шăпах çапла пулнă та. Иван Семеновичпа Екатерина Трофимовна 12 ача пăхса ỹстернĕ. 11 ывăлĕпе кĕçĕн хĕрĕ ашшĕ-амăшне хуçалăх тытса пыма май килнĕ таран пулăшнă. Аслисем майĕпен пурнăçăн анлă сукмакĕ çине тăнă. 1925 çулта манăн асатте, Николай Иванович, çуралнă. Çемьери саккăрмĕш ар-çын ача. Вăл та аслисем пекех пĕчĕкренех тавçăруллă пулнипе палăрнă. Хăй тĕллĕнех вулама-çырма вĕреннĕ. Чăвашла та, вырăсла та яка калаçнă. Ашшĕ тутарсемпе ĕçлĕ хутшăнура пулнăран тутарла та калаçма вĕреннĕ. Ултă класс ăнăçлă пĕтерсен ашшĕ ăна малалла вĕренме яман. "Сана вĕрентме укçа çук. Асли, Ванюша, учитель дипломне тепĕр çулталăкран илет. Эсĕ вара вĕренсе ĕлкĕрĕн-ха...", - пулнă ашшĕн юлашки сăмахĕ. Унтан Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланнă. Вăл кашни çемьене пысăк хуйхă илсе килнĕ. Иван Семеновичпа Екатерина Трофимовна та фронта пĕр ывăлĕ хыççăн теприне ăсатнă. Çичĕ ывăлĕнчен виççĕшĕ вилни çинчен хыпар илтсен мĕн чухлĕ куççуль юхтарман-ши амăшĕпе ашшĕ... 1943 çулта Николай та Совет Çарĕн ретне тăнă. Курск пĕкки патĕнчи çапăçăва хутшăннă вăл. Днепр юхан шывĕ урлă каçнă чухне йывăр аманнă. Госпиталь хыççăн тăван яла таврăнать, счетовод пулса ĕçлет. Ал ĕçне лайăх пĕлнĕ вăл. Çынсене кăмака туса панă, пуртă-сава выляса тăнă унăн аллинче. Аманни ахаль иртмен фронтовикăн - вăл инвалида тухнă. Çапах та нăйкăшман, алă усса ларман, аслă пиччĕшĕсемпе пĕрле пысăк çурт туса лартнă, авланнă. "Пурнăçăн йĕрки хăйĕн: çичĕ çул вĕреннисем те вăрçă хыççăн учительсем пулса тăчĕç", - аса илет асатте. Ăна та, ăслă-тăнлăскере, кăмăллăскере, сăпайлăскере, интеллигентлăскере шкула чĕнсе илнĕ. Вăл библиотекарьте тата делопроизводительте ĕçлеме пуçланă. Вулавăшра вăл вуламан кĕнеке юлман. Ачасем те кăмăллă, библиотекарь патĕнчен тухма пĕлмен. Каярахпа вара вăл уроксем ирттерме пуçланă. Учитель ĕçне хăнăхма ăна аслă пиччĕшĕсем пулăшнă. Василий ун чухне Йĕпреç районĕнче пуçламăш шкулăн заведующийĕнче, Иван вара Тĕмерти, каярахпа Хĕрлĕçыр ялĕсенчи шкулсенче вăй хунă. 1954 çулта вăл Пермь облаçне, унтан Казахстан тăрăхне тухса кайнă. Учитель... Çак сăмахра тăруках миçе тĕрлĕ шухăш çуралать. Вăл ырă та пысăк тавра курăмлă, наставник. Кирек мĕнле ыйтупа та ун патне пыратăн. Уншăн хурава пĕлмен ыйту çук. Çакăн пек çын пулнă асатте хăйĕн ачисемшĕн. Асли, Ярослав, малтанах хăйне тĕрлĕ ĕçре тĕрĕслесе пăхнăскер, учитель профессине суйласа илнĕ. Чăнах та, епле сăваплă ĕç: Раççей историне вĕрентетĕн-и е сварка, столяр ĕçне - хăвăн пĕлĕвне ыттисене паратăн, ăсталăха вĕрентетĕн. Ярослав Николаевич малтан тăван ялти шкулта пионер вожатăй пулса тăрăшнă, унтан Çĕнĕ Шупашкарти шкулта ачасене истори вĕрентнĕ. Каярахпа техникумра преподаватель пулса чунне парса ĕçлерĕ. Курасчĕ сирĕн класс руководителĕ патне вĕренекенсем пысăк та ырă шанăçпа, хавхаланса епле пынине. Ăна та вĕсемпе лăпкăччĕ, темле ăшăлăх тапса тăнине туятчĕç мар-и унăн воспитанникĕсем. Пĕр пысăк та туслă çемьере пурăннине туйса тăратчĕ класс. Çак ырăлăх пирĕн çине те куçрĕ пулĕ. Эпир сăпайлă та пултаруллă, ачасемшĕн чунне пама хатĕр аттене курса учитель профессине суйласа илтĕмĕр. И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Курнавăш шкулĕнче учительте ĕçлеме пуçларăм. Шăпах манăн асатте вăрçă хыççăн ĕçленĕ шкулта. Йăмăкăм та университет пĕтернĕ хыççăн ỹссе пыракан ăрăва тĕрĕс воспитани парас енĕпе тимлерĕ. Малтанах Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш номерлĕ професси училищинче преподавательте тăрăшрĕ, унта çамрăксен секторне ертсе пычĕ. Хальхи вăхăтра ача сачĕн воспитателĕ. Николай Ивановичăн ывăлĕ Анатолий те учитель профессине суйласа илнĕ. Вăл йĕлтĕрпе чупассипе спорт мастерĕ. Шупашкарти механикăпа технологи колледжĕнчи вĕренекенсем, воспитанникĕсем ун пек пулма ĕмĕтленеççĕ. Е тата Николай Ивановичăн шăллĕн хĕрĕ - Елена Константиновна епле çирĕп те тỹрĕ кăмăллă завуч. Вăл институт пĕтернĕ хыççăнах Йĕпреç районĕнчи Андреев ялĕнчи шкулта вăй хурать. Паян унăн вĕренекенĕсем хăйсен ачисене юратнă вĕрентекенĕн аллине парассишĕн ăнтăлаççĕ. Чермаковсем час-часах пĕр сĕтел хушшине пуçтарăнаççĕ. Вĕсен йышĕнче учительсем çеç мар, врачсемпе экономистсем, инженерсем те пур. Эпир пурте асаттене тав тăватпăр - вăл пире педагогăн чи паха енĕсене - çирĕп воспитани, ырăлăх, кăмăллăх парнеленĕ. Чермаковсен династийĕнчен чылайăшĕ пирĕнпе çук ĕнтĕ, çапах вĕсем пирĕн чĕрере, пирĕн ĕçсенче. Кашни тĕл пулмассерен учитель профессийĕ чи сăвапли, чи хисепли иккенне туятпăр эпир.


"Елчĕк Ен"
22 сентября 2010
00:00
Поделиться