Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хăй те çырать, вĕренекенĕсем те

Юлашки вăхăтра район хаçачĕн редакцине час-часах кĕрсе тухма пуçланă учительсенчен пĕри - Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти пуçламăш классене вĕрентекен Татьяна Геннадьевна Михайлова. Пушă алăпа килмест вăл, кашнийĕнчех хăй вĕрентекен ачасен хайлавĕсемпе. Хаçатра шкул ачисем валли "Шăнкăрав" кăларăм тата "Ачасен пултарулăхĕ" страница кăларма пуçланă хыççăн штатра тăман пĕчĕк авторсем йышланнине вулакансем туйса илчĕç пулĕ. Вĕренекенсене мĕн пĕчĕкрен чăваш чĕлхин илемне курма, туйма вĕрентекен учительсем ырă ята тивĕçлех. Татьяна - вĕсенчен пĕри. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех сăвă-калав, статья çырма вĕренсе пыракан ачасен малашлăхĕ çутă. Епле кĕтеççĕ-ха шĕвĕрккесем хăйсен сăвви-калавне хаçат çинче! Хăйĕн шăпăрланĕсен пĕчĕк ĕçĕсем кун çути курсан педагогăн савăнăçĕ те куç тулли. Хăй те пушă вăхăтра сăвăсем шăрçалама кăмăллать. Татьяна Геннадьевна "Шурăмпуç" кружока ертсе пырать. Эрнере пĕрре ирттерекен занятисене пĕрремĕш класранах пурте çỹреççĕ. Кунта сăвă çырма хăнăхаççĕ те вĕсем. Ыт ахальтен мар унăн вĕренекенĕсем районти "Поэзи çăлтăрĕсем" конкурсра та палăраççĕ. Учительница хăй те мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхен предметне ыттисенчен ытларах юратнăран Л.Егорова, Е.Уразгильдина вĕрентекенсен ăслă та тарăн шухăшлă сăмахĕсене паян та асран кăлармасть. Вĕсем пек сăпайлă та харсăр, пултаруллă пулас тесе учитель профессине суйласа илнĕ те. - Ытти професси пирки шутлама та пултарайман. "Учитель пулмалла, ачасене вĕрентмелле" ĕмĕтпе малашлăха талпăннă, - тет ĕç кĕнеки çине 22 çул çырăннă педагог. Малтанах Канашри педагогика училищинче пĕлỹ илнĕ. Кайран И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетне пĕтернĕ. Хăй суйласа илнĕ профессие юратнăран ывăнма пĕлмест вăл. Уроксем хыççăн тăваттăмĕшсем килĕсене кайма васкамаççĕ, тĕрлĕ мероприятисем ирттерме тăрăшаççĕ. Вĕренỹ çулĕ пуçланнă кăна, унăн класĕнче ĕç вĕресе тăрать. Çывăх вăхăтра мĕнле ĕçсем пурнăçламаллине палăртаççĕ, класс тулашĕнчи ĕçсене сỹтсе яваççĕ... Класра 25 ача. Пĕринчен тепри тăрăшуллă. Татьяна Геннадьевна вĕсене урокра тарăн пĕлỹ панисĕр пуçне районти, республикăри тĕрлĕ конкурссене хутшăнтарассишĕн ăнтăлать. Кристина Пузырева, Кирилл Головин, Александр Игнатьев, Андрей Данилов тĕрлĕ вăйă-конкурссенче çĕнтерỹçĕсем пулса тăнинче класс ертỹçин тỹпи те пур. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче Пĕтĕм Раççейри "Русский медвежонок" конкурсра унăн вĕренекенĕ Андрей Данилов çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Учительницăпа шкул ачи Шупашкарти чыславра та пулчĕç. Татьяна Геннадьевна хăйĕн тавра курăмне ỹстересси çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Кĕнеке нумай вулать. Професси конкурсĕсенчен аякка пăрăнса юлмасть. Тăтăшах уçă уроксем ирттерет. Ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупса вĕсене тăтăшах шкула йыхравлать, вĕсемпе тĕрлĕ калаçусем йĕркелет. Хастар ĕçшĕн Т.Михайлова дипломсемпе Тав хучĕсене, Хисеп грамотисене сахал мар тивĕçнĕ. Чи пахи вара уншăн - ачасен юратăвĕ, ĕçтешĕсен, ашшĕ-амăшĕн хисепĕ.


"Елчĕк Ен"
22 сентября 2010
00:00
Поделиться