"Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче сăвакан ĕнесен кĕтĕвне иртнĕ кунсенчен тытăнсах ыраш лаптăкĕ çине илсе тухнă. Вĕсене симĕс апатпа тăрантарни продуктивлăха ỹстерме пулăшать, хĕллене хатĕрленĕ апата перекетлеме май парать. Кăçалхи шăрăх та типĕ çанталăк условийĕнче выльăх-чĕрлĕхе ура айĕнчи симĕс апатпа туллин тăрантарма май килмерĕ. Сăвакан ĕнесене кĕркунне çитерме тесе акса хăварнă ыраш та, тăпрара нỹрĕк çукран, нумай çĕрте кирлĕ пек аталанаймасть. "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче 166 гектар çинче акса хăварнă ыраш лайăх шăтса тухни вара выльăхсене вăхăтлăх симĕс апатпа тăрантарас ыйтăва татса пачĕ. Иртнĕ кунсенче сăвăм та палăрмаллах ỹснĕ, çавна май фермăра ĕçлекенсен - дояркăсемпе кĕтỹçĕсен шалăвĕ те пысăкрах пулĕ. Ял хуçалăх предприятийĕн уй-хирĕнче çанталăк условийĕсене пăхмасăр ыраш çакăн пек парка çитĕннин вăрттăнлăхне те пĕлтĕмĕр. Ăна çу каçипе темиçе хутчен те лайăх сухаланă хура пусă лаптăкĕнче агротехника хушнă чи лайăх вăхăтра акса хăварнă. Акара Фалинская супер элита вăрлăхпа усă курнă. Ял хуçалăх предприятийĕнче ĕне выльăхсене юпа, чỹк уйăхĕсенче çулса çитерме тесе 20 гектар çинче рапс та акса хăварнă. Сăн ỹкерчĕкре: Иосиф Афанасьев кĕтỹçĕ ĕнесен кĕтĕвне ыраш калчи çине илсе тухнă.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.