Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕçсĕрлĕх чакнă

Тунти кун район администрацийĕнче иртнĕ канашлăва район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Унта эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Çанталăк çулла питĕ шăрăх тăнăран выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлеме май килмерĕ. Çавна май авăн, юпа уйăхĕсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕхе кĕрхи культурăсен калчисем çинче тăрантарни выльăх апатне перекетлеме май парать. Ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ О.Карсаков пĕлтернĕ тăрăх "Рассвет" ЯХПКра кĕрхи культурăсене çурла уйăхĕн пуçламăшĕнчех акса хăварнăран калча лайăх шăтса тухса аталаннă. Çавна май кунта сăвакан ĕнесене ыраш калчи çине кăларнă. Район пуçлăхĕ ытти хуçалăхсен те Тăрăмсенчен тĕслĕх илмеллине палăртрĕ. Ĕнесене калча çинче тăрантарни хĕл валли хатĕрленĕ апата перекетлеме, сĕт сăвассине ỹстерме май парать. Çавна май район пуçлăхĕ кĕрхи культурăсене çурла уйăхĕнче акса хăварни пысăк пĕлтерĕшлине тепĕр хут аса илтерчĕ. Выльăх апатне перекетлĕ усă курмалли паллă пулнине пăхмасăр ăна упрассинче те çитменлĕхсем тĕл пулаççĕ. Иртнĕ эрнере Кушкăри утă упранакан хранилище çунса кайнă. Сăлтавĕ - ача-пăча шăрпăкпа вылянинче. Чăваш Тăрăмĕнче те хĕл каçма хатĕрленĕ утта сарайне кĕртсе хунă. Анчах унăн алăкĕ çук. Кунта та инкек сиксе тухма пултарать. Район пуçлăхĕ Н.Миллин пушар хуралĕн работникĕсене çакăн пек объектсем çине пысăк тимлĕх уйăрма хушрĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр директорĕ М.Васильева районти ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче центрта 899 ĕçсĕр çынна регистрациленĕ. Вĕсенчен 782-шне ĕçе вырнаçтарнă. М.Васильева республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерес, стажировкăна ярас, çĕнĕ профессисене вĕрентес программăсем районта мĕнле пурнăçланса пыни пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Елчĕкри "Кирпич" ООО районта пĕр тикĕс ĕçлекен предприятисенчен пĕри шутланать. Вăл кăларакан кирпĕч çийĕнчех сутăнса пĕтет. Завод район центрне хăтлăх кĕртес ĕçсене пурнăçлама та хутшăнать. Район пуçлăхĕ Н.Миллин "Кирпич" ООО директорне Л.Ласточкинăна строительствăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чысларĕ. Канашлура районти ветерансен канашĕн председателĕ С.Терентьева тухса калаçрĕ. Вăл юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче районти ветерансемпе инвалидсен районти конференцине ирттерме палăртни çинчен пĕлтерчĕ, унта хутшăнма чĕнчĕ. Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе яврĕç.

АУ ЧР «Редакция Яльчикской районной газеты «Елчĕк ен» Минкультуры Чувашии


"Елчĕк Ен"
22 сентября 2010
00:00
Поделиться