Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çивĕч ыйтусене хускатрĕç

Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна районти Депутатсен пухăвĕн ертỹçи Р.Молодова ертсе пычĕ. Лару ĕçне район пуçлăхĕ Н.Миллин, район прокурорĕ Н.Муллин, ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ В.Волков, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Чи малтанах депутатсем Елчĕк районĕнчи ял тăрăхĕсен харпăрлăхĕнчи пурлăха Елчĕк район муниципалитет харпăрлăхне куçарас ыйтăва пăхса тухрĕç. Асăннă ыйтупа райадминистрацин экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыракан П.Иванов паллаштарчĕ. Паянхи кунччен ял тăрăхĕсем çинче шутланса тăнă 23 çул-йĕре район тытăмне куçарма йышăну кăларчĕç депутатсем. Районăн "Елчĕк районĕнчи вĕрентĕвĕн 2006-2010 çулсенчи аталанăвĕ" тĕллевлĕ программа пурнăçа мĕнле кĕрсе пынипе район пуçлăхĕн çумĕ - райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый паллаштарчĕ. Асăннă программăна 2005 çулта йышăннă, унăн тĕп тĕллевĕ - вĕрентỹ инфраструктурине аталантарасси, вĕрентỹ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пырса ачасене паха пĕлỹ илме пулăшасси. "Вĕрентỹ" наци проекчĕ пурнăçа кĕрсе пынă май районти шкулсем палăрмаллах çĕнелни, вĕсен пурлăхпа техника никĕсĕ çулран-çул пуянланса пыни, программăра палăртнă тĕллевсем пурнăçланса пыни куç умĕнче. Çак çулсем хушшинче шкулсем пурĕ 26 миллион та 900 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ пулăшу илнĕ. Танлаштарса пăхсан çакă паллă - 2006 çулта районта пĕр компьютер 24 ачана тивĕçнĕ пулсан, халĕ 7,5 ачана 1 компьютер тивет. Вĕрентекенсен 98 проценчĕ компьютер чĕлхине пĕлет, вĕсенчен 75 проценчĕ унпа уроксенче анлă усă курать. Шкул çулĕсенчех ачасем профильлĕ пĕлỹ илме пултарни те пысăк çитĕнỹ. Вĕренекенсем шкулта паха пĕлỹ илме пултарнăран аслă шкулсене вĕренме кĕрекенсен йышĕ ỹссе пырать. 2006 çулта шкултан вĕренсе тухакансен 46 проценчĕ университетсемпе институтсене вĕренме кĕнĕ пулсан, 2010 çулта вĕсен йышĕ 60 процентпа танлашнă. Юлашки çулсенче шкул ỹсĕмне çитеймен ачасем çине те уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2006 çулта ачасен 26 проценчĕ анчах ача садне çỹреме пултарнă пулсан, халĕ ку енĕпе лару-тăру палăрмаллах лайăхланнă. Шăпăрлансен 60 проценчĕ хăтлă ача сачĕсене çỹрет. Çапах та пăшăрхантаракан ыйтусем те сахал мар. 5 çул хушшинче шкулсенче 935 ача, 53 класс чакнă, çавна май вĕрентекенсен йышĕ те сахалланнă. Паянхи кун 2678 ачана 474 педагог вĕрентет. Ларăва хутшăннă депутатсем малалла Елчĕк районĕн кăçалхи бюджетне пĕрремĕш çур çулта пурнăçланин отчетне çирĕплетрĕç. 2010 çулхи çур çулта район бюджечĕн пĕтĕмĕшле тупăш пайĕ 115665,5 пин тенкĕпе (çулталăкра пăхса хăварнă планăн 48,9 проценчĕ) танлашнă. Çав шутран пĕтĕм тупăшăн 78,6 проценчĕ (90929,4 пин тенкĕ) республика бюджетĕнчен кĕнĕ тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ (çулталăка 189988,4 пин тенкĕ пăхса хăварнă). 2009 çулхи пĕрремĕш çур çулпа танлаштарсан, кăçал район бюджетне пырса кĕрекен каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ 53875,2 пин тенкĕ чухлĕ чакнă. Налукран тата налук шутне кĕмен тỹлеврен пырса кĕрекен тупăш пайĕ пĕрремĕш çур çулта 20106,9 пин тенкĕпе (çулталăка пăхса хăварнă планăн 52,6 проценчĕ) танлашнă. 4629,1 пин тенки (4 процент) ытти ĕç-хĕлтен кĕрекен тупăш. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçал предприниматель ĕçĕ-хĕлĕнчен кĕрекен тупăш 765,7 пин тенкĕ чакнă. Бюджетăн тăкак пайĕ кăçалхи çур çулта 118093,7 пин тенкĕпе (çулталăкра пăхса хăварнă планăн 48,5 проценчĕ) танлашнă. Çав шутран "Пĕтĕм патшалăх шайĕнчи ыйтусем" пая - 5974,4 пин тенкĕ (çулталăка пăхса хăварнă планăн 46,3 проценчĕ), "Наци хăрушсăрлăхĕпе право хуралĕн ĕçĕ-хĕлĕ" - 93,6 пин тенкĕ (37,4 процент), "Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх" - 4,0 пин тенкĕ, "Вĕрентỹ" - 60648,9 пин тенкĕ, "Сывлăх сыхлавĕ, физкультурăпа спорт" - 13817,4 пин тенкĕ, "Социаллă политика" пайсене 482,2 пин тенкĕ уйăрнă тата ытти те. Отчетлă тапхăрта финанс пайĕ 6 тĕрĕслев ирттернĕ, финанс йĕркине пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Депутатсем Елчĕк район депутачĕсен пухăвĕн "Елчĕк районĕн 2010 çулхи бюджечĕ çинчен" йышăнăвне, Елчĕк район Уставне улшăнусем кĕртрĕç, уйрăм çынсен тупăшĕнчен пырса кĕрекен налукăн хушма нормативне район бюджечĕн тупăшĕн пĕр пайне саплаштарма ярас йышăнăва çирĕплетрĕç, Чăваш Республикин патшалăх наградисене пама ыйтса çырнă сĕнỹсене тата ытти ыйтусене пăхса тухрĕç. Пуху вĕçĕнче район пуçлăхĕ Н.Миллин сăмах илчĕ. Район экономикипе социаллă пурнăçне аталантарас тĕллевпе тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, район халăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ йышăнусем кăларса пынăшăн IV суйлаври депутатсене пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Тав сăмахĕ çумне Р.Молодова та хутшăнчĕ. Экономикăпа финанс ĕçĕ-хĕлĕнче чылай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Н.Миллин райадминистрацин финанс пайĕн начальникне Г.Анисимовăна Чăваш Республикин Финанс министерствин Хисеп хучĕпе чысларĕ.


"Елчĕк Ен"
22 сентября 2010
00:00
Поделиться