Хĕл сивви таçтан та шăтăк-çурăк тупать. Çакна асра тытса районти нумай фермăра çу уйăхĕн пуçламăшĕнченех юсав ĕçĕсене пурнăçлама пикеннĕ. Черетлĕ хĕл тапхăрĕнче йышлă выльăх-чĕрлĕхе апатпа тивĕçтересси те нихçанхинчен йывăртарах пуласса пĕлсе, курса тăратпăр. Шăрăх та типĕ çанталăк условийĕнче ял хуçалăх предприятийĕсенче кирлĕ таран апат никĕсĕ те хывса хăвараймарĕç. Кĕр мăнтăр килнĕ çулсенче улăма апат вырăнне те шутламан пулсан, кăçал ăна нумайăшĕ ют регионсенчен туянать. Уйра çитĕннĕ мĕн пур пек курăкран районĕпе пурĕ 2066 тонна (пĕтĕмпе хĕл каçма кирлин 33 проценчĕ чухлĕ) утă, 21417 тонна (82 процент) сенаж хатĕрлесе хăварнă. Улăмпа саппасланнă. Хальлĕхе вăл кирлин 80 проценчĕ чухлĕ шутланать. Улăма ытти çĕртен туянас ĕç малалла пырать. Тĕрĕслев ушкăнĕ çитсе курнă "Знамя", "Урожай", К.Маркс ячĕллĕ, "Аранчеево", "Труд", "Эмметево" ял хуçалăх предприятийĕсенчи пĕтĕмĕшле ĕçе хак парас пулсан "Эмметево" сахал яваплă юлташлăхра хĕл тапхăрне пуринчен лайăхрах хатĕрленнине палăртатпăр. Кăçалхи кăткăс лару-тăрура та кунта кирлĕ таран апат хатĕрлесе хăварма пултарнă. Пĕр условнăй выльăх пуçне шутласан вăл 24 центнер апат единицинчен кая мар тивĕçет. Сахал яваплă юлташлăхра выльăхсен хисепĕ те пĕчĕк мар: пурĕ 1500 пуç сысна, 300 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутран 90 сăвакан ĕне. Вĕсене хĕл кунĕсенче тăрантарма утă-улăм та, тырă та çителĕклех. Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать. Кунта вĕсене ялан тулли рационпа тăрантарма хăнăхтарнă. Çавна май отчетлă тапхăрта пĕр ĕнерен 4157 килограмм сĕт сунă. Хальхи вăхăтра та кулленхи сăвăм 16-17 килогрампа танлашнине, хатĕрленĕ апат никĕсне шута илсен çулталăк вĕçленнĕ тĕле кашни ĕнерен сĕт сăвасси 6000 килограмран кая мар пуласса çирĕплетсех калама май пур. Фермăсенче тухăçлă ĕçлеме условисем çителĕклĕ. Витесем çутă та таса, ниçта пĕр шăтăк-çурăк кураймăн. Ферма хĕрĕсем ĕçрен пушă вăхăтра канма, тумтирне хывса тăхăнмалли пỹлĕмсене килти пек хăтлăх кĕртнĕ. Элпуçĕнчи сысна ферми умĕнче чечексем çитĕнеççĕ, йĕри-тавра хапха тытса çавăрнă. Сысна витинчи йĕркелĕхпе тирпейлĕхшĕн Светлана Захарова ветеринар яваплă. Вăл хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçлама пултарнипе палăрса тăрать. "Знамя" ЯХПКра хальхи вăхăтра куллен кашни ĕнерен 12 килограмм ытларах сĕт сăваççĕ. Çак кăтарту иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен те пĕчĕкрех. Вăл малашне тата та чакма пултарать. Мĕншĕн тесен кунта утă-улăм хатĕрлейменпе пĕрех. Сенаж траншейи те пушă. Витесене дезинфекци туман, шуратман. Комисси членĕсем юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен çак ĕçсене пурнăçлама хушса хăварнă. Ял хуçалăх предприятийĕн ферминче ĕçлеме çынсем çитмеççĕ, специалистсем те çук. Ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçин кăмăлĕ те çавăнпах пулĕ сỹрĕк. К.Маркс ячĕллĕ ЯХПКра витесене дезинфекци тунă, анчах вĕсене шуратма ĕлкĕрейменччĕ. Ĕне витинче ытлашшипех таса мар, унта дезинфекци тунин усси те сахал. Кунта кивĕ, ишĕлекен витесенчен хăтăлма шухăш тытнă. Хальхи вăхăтра шăпах ятарлă ушкăн вĕсене пăсассипе тимлет. Кирпĕч ишĕлчĕкĕн юлашкисене пылчăк çăрăлакан ял урамĕсене тикĕслесе сараççĕ. Аслă Таяпара выльăхсен хисепĕ пысăк мар. Мăйракаллă шултра выльăхсем 131 пуç, çав шутран сăвакан ĕнесем 63 пуç шутланаççĕ. Вĕсене хĕл тапхăрĕнче тăрантарма апата май пур таран хатĕрлесе хăварма тăрăшнă. Кашни условнăй выльăх пуçне шутласан вăл 21 центнер апат единици тивĕçет, тырă та çителĕклĕ. "Аранчеево" агрофирма" сахал яваплă юлташлăхри ферма та кивĕ. Витесене юсанинчен те усси сахал. В.Смирнов "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе усă курса çĕнĕ вырăнта çĕнĕ ферма йĕркелесе яма шухăшлать. "Урожай" сахал яваплă юлташлăхра хĕле хатĕрленсе юсав ĕçĕсене нумай пурнăçланă. Сăвакан ĕнесем тăракан вырăнсене çĕнĕрен тунă, вите çи виттине çĕнетнĕ. Ишĕлме пуçланă стенасене çĕнĕрен купаланă. Витесене пахалăхлă дезинфекци тунă, шуратнă. Выльăх апатне кирлĕ таран саппасланă. Сăвакан ĕнесене хальлĕхе лагерьтен илсе кĕме шутламан-ха. Унта вĕсене симĕс апатпа тăрантарнипе пĕр вăхăтрах куллен кашни ĕне пуçне 5 килограмм çăнăх уйăрнă. Çанталăк условийĕсене пула "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕнче фермăри выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма ытлăн-çитлĕн утă хатĕрлеймен пулсан та лаборатори тĕрĕслевĕ унăн пахалăхĕ лайăх пулнине палăртнă. Хĕл каçма 15000 тонна сенаж пур, 100 тонна ытла улăм кỹрсе килнĕ. Ăна туянас ĕç малалла пырать. Ĕне выльăхсене кĕркунне çитерме 36 гектар рапс акса хăварнă. Пăрулаттаракан уйрăм ĕнесене йышăнма хатĕр: юсав ĕçĕсене пĕтĕмпех пурнăçланă. Ытти витесене дезинфекци тунă, анчах вĕсене шуратма ĕлкĕреймен. Çак ĕçе юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен пурнăçлама палăртнă.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.