Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тăрăшсассăн ĕç ăнать

"Çу каçса фермăсенче мĕнле ĕçсем туса ирттернĕ, обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат çителĕклĕ хатĕрленĕ-и?" ыйтусем çине хурав тупас тесе Ленин ячĕллĕ, "Прогресс", "Рассвет", "Сатурн", "Колос" хуçалăхсенчи кашни фермăпа тĕплĕн паллашрăмăр. "Прогресс" акционерсен хупă обществин Елчĕк фермин территорине палласа илме çук. Йĕри-тавра карта тытса çавăрнă, кивелнĕ сарайсене пăснă, витесен алăкĕсене илемлĕ тĕспе сăрланă, хăшĕсене çĕнĕрен тунă, канса ларма беседка туса лартнă. Алă тупанĕ çинчи пек курăнакан территорире пĕр ытлашши япала выртмасть. Известь шĕвекĕ лекмен вырăн юлман кунта. Пур çĕрте те тирпейлĕх хуçаланать. Фермăра миксер вырнаçтарнă. Кунта ĕçлекен рабочисем хăйсен тивĕçне лайăх ăнланаççĕ: тырă фуражĕ çине тĕрлĕ микрохутăшсем яраççĕ. Çăнăх миххисем йăтса халтан каймаççĕ выльăх-чĕрлĕх пăхакансем. Миксертан тухакан тырра тỹрех кирлĕ çĕре турттарса пырса параççĕ. Дояркăсен ĕçне çăмăллатнăран иккĕнех ĕлкĕрсе пыраççĕ. Ĕне витине кĕрсен чун хĕпĕртет: стенасем шап-шурă, пур çĕрте те таса та çутă. Дояркăсен тăрăшса ĕçлеме мĕн пур майсем çителĕклĕ. Ыт ахальтен мар иккен вĕсем районта чи нумай сĕт сăвакансен йышĕнче. Тỹскелти сысна ферминче тăрăшакансем ĕç çăмăлланнăшăн савăнаççĕ. Унччентерех фураж илнĕ чухне кунĕпе фермăран каяймастчĕç. Вăл çеç-и, аллă килограмм таякан михĕсене çурăм çине хурса йăтатчĕç. Халĕ кунта та кашни вите пуçĕнче ятарлă оборудовани вырнаçтарнă. Микроэлементсене çийĕнчех унта хушаççĕ те сыснасене параççĕ. Чылай çул типĕлле çитернĕрен çура илесси, ỹт хуштарасси лайăх кунта. Кăçал Тỹскелсем чылай ĕç туса ирттерни куç кĕретех. Икĕ витене юсанă çĕрте В.Мальцев, Г.Шашков, Л.Иванов рабочисем çанă тавăрса вăй хунă. Çăвăрлаттаракан витесене икĕ хут шуратнă. Юхăнса ларакан кивĕ хуралтăсене пăснă. Территори йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. Усăсăр выртакан çĕрсене сухаланă. Çитес çул унта техĕмлĕ курăк акма шухăшлаççĕ. Патреккелти ĕне фермине пырса кĕрсенех илемлĕ чечексен палисадникĕ куç тĕлне пулать. Тăм ỹкнине те чăтакан астрăсемпе сар чечексем специалистсен çурчĕ умĕнче те хитрен лараççĕ. Хуçалăхри чи пысăк фермăра çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртеççĕ. Дезинфекцилемен, шуратман, тасатман, çĕнетмен вите çук . Харсăр ĕçченсен алли пур çĕре те çитнĕ. Сĕт блокĕнче те ĕçсем сахал мар пурнăçланă. "Делавал" оборудовани лартнă кунта. "Шурă ылтăна" сивĕтсе сутнăран хуçалăх кассине сахал мар тупăш кĕрет. Ĕçе пĕлсе йĕркелеме тăрăшнăран 270 пуç пушмак вырнаçмалăх витене те тĕпрен çĕнетеççĕ. Çап-çутă витере юлашки ĕçсем пыраççĕ. Çавăн пекех кунта çĕнĕ сысна вити тума тытăннă. Çакă интереслĕ: витесенчи чỹречесене рамăсăр ăсталаççĕ. Унсăр пуçне кантăка пăрахăçа кăларнă, ытларах поликарбонат чỹречесем лартаççĕ. Патреккелти сысна ферми те тахçанах ырă ĕçпе районта палăрнă. Паян та çав ята тивĕçлипе тытса пыраççĕ. Урлă выртана тăрăх çавăрман япала юлман. Кунта районта çук хăтлă сысна вити тăваççĕ. Ĕнелĕнчи сысна фермине чылай çул ертсе пырать Ю.Журавлев. Ферма заведующийĕ ỹркеменлĕхĕпе хуçалăхра ырă ят çĕнсе илнĕ. Вăл платник, сварщик тивĕçĕсене те пурнăçлать. Ĕнелсем хĕле хатĕрленсе нихçанхинчен те нумай ĕç пурнăçланă. Çакна палăртма кăмăллă: нихăш ферма территорийĕнче те пĕр тислĕк купи кураймăн. Фермăсене хĕле хатĕрлесе хуçалăх сахал мар расхутланнă, çапах тăкаксем усă кỹреççех. Кунта пĕр пуç выльăха та чакарма шухăшламаççĕ, вĕсене валли апат та çителĕклĕ хатĕрленĕ. Эпир пулнă ытти хуçалăхсенче те сахал мар ĕçсем туса ирттернĕ. Тĕпрен илсен, кашнийĕ хĕле хатĕр. Çапах вĕсен маларах асăннă хуçалăхран вĕренмелли пайтах. Уйрăмах выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕç условийĕсене лайăхлатас енĕпе пысăк тимлĕх уйăрмалла.


"Елчĕк Ен"
15 сентября 2010
00:00
Поделиться