Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çитменлĕхсене халех пĕтермелле

"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕн Питтĕпелĕнчи ферма территорине пырса кĕрсенех кунта тирпейлĕхе кăмăллакансем ĕçлени курăнчĕ. Мĕн пур вите-картана шуратнă, территорире кирлĕ мар ытлашши япала выртнине кураймăн. Витесенче те çаплах, шуратса дезинфекциленĕ, алăксемпе чỹречесене ăшă каймалла мар тирпейленĕ. Хуçалăх ертỹçи Г.И.Федоров каланă тăрăх, хуçалăхри кашни фермăрах çак йĕркепе ĕçлеççĕ. Специалистсем нумай çул пĕр ĕçре тăрăшнăран пысăк опыт пухма пултарнă, çавна май ĕçе те вăхăтлă, тирпейлĕ пурнăçласа пыраççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма апат çителĕклĕ: 128 тонна утă, 3037 тонна сенаж, 743 тонна улăм хатĕрленĕ. Халăх ыйтнине кура Тутар республикинчен тата 200 тонна ытла улăм турттарса килнĕ. Кивĕ Эйпеçри сысна фермине çамрăк та мал ĕмĕтлĕ специалист Д.Портнов ертсе пырать, ветеринар тивĕçĕсене те вăлах пурнăçлать. Хуçалăхра çулталăк кăна ĕçлет пулин те, аслă юлташĕсенчен вĕренсе, ветеринари академийĕнче пухнă пĕлỹпе усă курса малалла çирĕп утăмсем тăвать. Кавалти ĕне ферминче паян 700 пуç мăйракаллă шултра выльăхран 300-ĕшĕ сăвăнакан ĕнесем. "Победа" хуçалăхра тĕрĕслев вăхăтĕнче хĕрсех пысăк ĕçсем пыратчĕç. Икĕ çул каялла сăвакан зал хута янă пулсан, кăçал ĕнесем çĕнĕ технологипе усă курса ăсталанă витесене, апатланма та ирĕкре çỹремелли çĕнĕ витесене кĕрĕç. Паянхи кун 460 пуç мăйракаллă шултра выльăхран 140-ĕшĕ сăвăнакан ĕнесем пулсан, вĕсен шутне малашне татах та ỹстересшĕн. Мĕншĕн тесен кунта сĕте "шурă ылтăнпа" танлаштараççĕ, тупăшăн пысăк пайне те унранах илеççĕ. Паянхи кун та хуçалăхри талăкри сăвăм районта чи пысăкки, вăл 20,9 килогрампа танлашать. Кушкăсен урамран тирпейлĕ курăнакан витисем шала кĕрсен шухăшсене улăштараççĕ. Паллах, хăш-пĕр хатĕрленỹ ĕçĕсене пурнăçланă-ха, анчах та тирпейлемелли, тасатмалли чылай. Хуçалăхра утă-улăм сахалтараххине шута илсе ăна Чĕмпĕр облаçĕнчен кỹрсе килме пуçланă. "Марс" хуçалăхăн ферма территоринчи тирпейлĕх пурин кăмăлне те каймалла. Пĕр рете вырнаçнă витесем, шурă та илемлĕ картасем, территорири ытти объектсене те пурне те сăрласа тирпейленĕ. Витесене кĕрсен те лайăх енсене кăна курма пулать. Пăрăхсене кăвак сăрăпа сăрланăран хăйне майлă илемлĕ. 278 пуç мăйракаллă шултра выльăха çулталăк вĕçне 300 пуçа çитересшĕн. Хĕл каçма выльăх апачĕ çителĕклĕ теççĕ специалистсем: хальлĕхе пĕр выльăх пуçне 20 центнер апат единици хатĕрленĕ. "Арланово" хуçалăхра хатĕрленỹ ĕçĕсене кая юлса та пулин, пуçăннă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче платниксен бригади урай сарассипе ĕçлетчĕ. Анчах территорине, витесене тирпейлессипе кунта ĕçлемелли пайтах-ха. "Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи сысна, ĕне фермисенче те хĕле хатĕрленсе чылай ĕç пурнăçланă. Выльăхсене хĕл каçарма улăм çителĕклĕ, утă-сенаж вара кирлĕ виçерен чылай сахалрах. Асăннă хуçалăхра та территорине тирпейлессипе асăрхаттару пулчĕ. Çавăн пекех кунта пушар хăрушсăрлăх нормисене пăснă тĕслĕхсем тупăнчĕç. Пушар щичĕ çинчи витресене те ячĕшĕн кăна çакса хунă. "Яманчурино" хуçалăх паян сĕт туса илессипе районта малта пыракансенчен пĕри. Кунта чăннипех те ĕçе йĕркелесе ертсе пыма пĕлеççĕ. 361 мăйракаллă шултра выльăхран 120 ĕне сăвăнаканни. Çавăн пекех кунта пушмаксемпе лайăх ĕçлеççĕ, нумай сĕт антаракан ĕнесене хуçалăхрах хатĕрлесе пыраççĕ. Хуçалăх ертỹçи ỹсĕмсене ферма заведующин (вăлах зоотехник, ветеринар) А.Н.Волковăн пысăк та ăста опычĕпе çыхăнтарать. Пысăк сăвăм илес тĕллевпех хуçалăхран хутăш апатпа дробина, патока çитереççĕ. "Бикулов" хресчен-фермер хуçалăхĕнче кăçал хĕле хатĕрленсе нумай ĕç пурнăçланă. Хальхи вăхăтра та кунта территорине тирпейлессипе хĕрсех ĕçлетчĕç. Юхăннă фермăна чылай енчен юсаса çĕнетнĕ. Сăвăнакан ĕнесен шутне 80 пуçран 100-е çитерес тĕллевпе ĕçлеççĕ кунта. Хĕл каçма апат çитмелле, тесе ĕнентерет хуçалăх ертỹçи: 500 тонна сенаж, 250 тонна утă, 600 тонна улăм пур. Пулса курнă хуçалăхсем хĕле мĕнле хатĕрленнине тишкернĕ май специалистсем хăш-пĕр çитменлĕхсене те палăртмасăр иртмерĕç. Кашни ферма территоринех йĕри-тавра карта тытса çавăрмалла, электричество линийĕсене тĕрĕслемелле. Çавăн пекех фермăсенчи кану пỹлĕмĕсене(е çурчĕсене) йĕркелесе чăннипех те канма юрăхлă тумаллине палăртрĕç. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенĕн çăмăл мар ĕçĕпе кану условийĕсем чăннипех те тивĕçлипе пулччăр. Çитменлĕхсене юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен пĕтерме палăртса хăварчĕç.


"Елчĕк Ен"
15 сентября 2010
00:00
Поделиться