Президент кĕр акипе хаксен ыйтăвĕсене куçран вĕçертмест
Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче кĕрхи культурăсене акассине йĕркелес ыйтупа вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертỹçисемпе видеоконференци ирттернĕ. Республика пуçлăхĕ палăртнă тăрăх мĕн пур харпăрлăхри хуçалăха, типĕ те шăрăх çанталăка пула сиен тỹснĕскерсене, патшалăх тивĕçлĕ пулăшу кỹрĕ, виçĕ кун хушшинче 302,8 млн тенкĕ уйăрĕ. Президент аграрисем валли субсидисене планпа килĕшỹллĕн уйăрни çинчен пайăррăн каланă, 853 млн тенкĕ панă та ĕнтĕ, ку ĕç малалла пырать. Калчасене страхланисене çăмăлрах пулĕ, мĕншĕн тесен вĕсем патшалăх пулăшăвне ытларах илĕç. М.Игнатьев мăйракаллă шултра выльăх шучĕ кăштах чакнине палăртнă май çамрăк выльăха упраса хăварма 250 млн тенкĕ уйăрни çинчен пĕлтернĕ. "Эпир сирĕнпе пĕрле мăйракаллă шултра выльăхăн кашни пуçĕшĕн яваплă. Лару-тăрăва куллен сăнаса тăмалла. Выльăх шутне тата ĕç вырăнĕсене чакарса ялта социаллă çивĕчлĕх çуратма юрамасть", - тенĕ Михаил Васильевич. Çавăнпа пĕрлех Патшалăх ветеринари службин подразделенийĕсем районсен администрацийĕсен ирĕкĕпе кăна выльăх пусма справка пама пултарнине аса илтернĕ. Президент кредитсене татмалли вăхăта тăсмашкăн республикăри банксене 130 заявка пани çинчен пĕлтернĕ, вĕсенчен 46 килĕшỹпе тỹлевсене каяраха куçарнă. М.Игнатьев районсен пуçлăхĕсен тата ял хуçалăх организацийĕсен ертỹçисен умне чи малтан пурнăçламалли тĕллевсем лартнă: çывăх вăхăтрах кĕрхи культурăсене акассине вĕçлемелле, выльăх апачĕ хатĕрлессине, кỹрсе килессине малалла тăсмалла, хими им-çамĕпе удобрени саппасĕсене хатĕрлемелле. Районсен пуçлăхĕсемпе çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă май Президент Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, хушма хуçалăх тытса тăраканскерсене, выльăх апачĕ, утă-улăм хатĕрлес енĕпе кỹрекен пулăшупа кăсăкланнă. М.Игнатьев республикăри хуласемпе районсенчи суту-илỹ лавккисенчи хаксен йĕркелĕвĕн, муниципалитет нушисем валли тĕрлĕ тавар туянассин тухăçлăхĕн темине тепĕр хут çĕкленĕ. Лару-тăрăва йĕркелеме, тавар туянакансен интересĕсене тĕпе хурса лавккасенчи хаксене йĕркелес ыйтусемпе çийĕнчех мерăсем йышăннă пуçлăхсене палăртнă. Сăмахран, Муркаш тата Çĕрпỹ районĕсен пуçлăхĕсене тав тунă. Республика пуçлăхĕн шучĕпе, социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсене ỹстерсе яни вырăнсăр: "Кунта тупăш тума, спекуляцие çул пама юрамасть". Унсăр пуçне М.Игнатьев пуçлăхсене республикăри суту-илỹ вырăнĕсенче потребительсен прависене пăсни пирки аса илтернĕ. Тĕслĕхрен, чылай çĕрте сутакан продукци сертификачĕсем çук. Çавна май пуçлăхсен, яваплă ĕçченсен лару-тăрăва хăйсен тĕрĕслесе тăмалла. Çурла уйăхĕнче хăй республикăри районсенче пулнине аса илтернĕ май Президент муниципалитет нушисем валли тĕрлĕ тавар туянассине тухăçсăр йĕркеленĕ организацисем тĕлĕшпе янăранă асăрхаттарусене шута илмелли, тăкаксене саплаштарса çывăх вăхăтра бюджета укçа хывмалли çинчен каланă. Вăл палăртнă тăрăх паянхи кун тĕлне муниципалитетсен пĕр ертỹçи те ку ыйтăва татса памалли çул-йĕр сĕнмен-ха. Видеоконференцире республика пуçлăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тата çивĕч çак тема çинче тепĕр хут пусăм тунă, лару-тăрăва сăнаса тăрасси пирки асăрхаттарнă. Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Сергей Павлов 2010 çулхи ака ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарнă. Кĕрхи тĕш тырă культурисене 120 пин гектар акса хăварма палăртнă. Паянхи кун тĕлне 67,9 пин гектар акнă. Пĕтĕмпе 26,4 пин тонна вăрлăх кирлĕ, пурри - кĕрхи тĕш тырă культурисен 22,9 пин тонна вăрлăхĕ. "Çивĕч ыйтусене татса памашкăн çĕнĕ çул-йĕр шырамалла. Хуçасăрлăха, явапсăрлăха типĕ те шăрăх çанталăкпа тỹрре кăларма юрамасть", - тенĕ М.Игнатьев. Хуçалăхсене паха вăрлăх туяннин пĕлтерĕшне ăнлантарма хушнă, тĕрĕслемен вăрлăхпа ĕçлекенсене, лару-тăрăва хăй тĕрĕслесе тăрасси пирки каланă. "Россельхозцентр" ФПУн Чăваш Республикинчи филиалĕн ертỹçи Николай Якимов кĕрхи тата çурхи культурăсен вăрлăхне хатĕрлени, унăн пахалăхĕ пирки каласа панă. Предприяти 22,4 пин тонна вăрлăха тĕрĕсленĕ, çав шутра кондицилли - 15 пин тонна. Республикăри хуçалăхсенче кĕрхи культурăсен сутмалли 280 тонна вăрлăхĕ юлнă. Президент хăш-пĕр районта акана удобренисемсĕр йĕркеленине, калчасене апатлантармаллине палăртнă. Кĕр аки валли минерал удобренийĕсен 3,9 пин тонна хăватлă хутăшĕ кирлĕ. Паянлăха 1,34 пин тонна пур, çакă кирлин 33,9 проценчĕ кăна. Калаçăва пĕтĕм-летнĕ май М.Игнатьев Президент авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне кĕрхи культурăсене акса хăварни çинчен отчет кĕтни пирки асăрхаттарнă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе тата пĕчĕк хуçалăхсене выльăх апачĕпе тивĕçтерес ыйтусемпе çавнашкал отчет юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕр пулмалла, чỹк уйăхĕччен çурхи культурăсене акма вăрлăх туянни çинчен информаци памалла.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.