Конференци кунне палăртрĕç
Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕ хăйĕн ĕçне кирлĕ шайра йĕркелесе пырать. Нумаях пулмасть организацин президиум ларăвĕ пулса иртрĕ. Президиум членĕсем С.А.Терентьева, Р.И.Бобылев, К.М.Леонтьева, П.М.Михайлов, П.Н.Чернов, Г.Т.Туманов, В.Г.Щербаков пенсие тухиччен хăйсен ĕç вырăнĕнче хисепе тивĕçнĕ çынсем пулнă. Вĕсем ватлăхра та ветерансем хушшинче хăйсен активлăхĕпе палăрса тăраççĕ, район ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланаççĕ анчах мар, çамрăксене ăслă канашсем параççĕ. Президиум ларăвĕнчи ĕçлĕ калаçура ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ С.А.Терентьева юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн конференцине ирттересси çинчен пĕлтерчĕ. Кашни ялтан ĕçпе вăрçă ветеранĕсен хушшинчен активлă çынсене конференцие делегата суйламалла. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем конференцие хутшăнакан ветеран-делегатсене палăртнă вăхăтра района илсе çитерме транспортпа тивĕçтерессине йĕркелемелле. Сумлă форумра районта пурăнакан ветерансем пуçтарăнса ĕçлĕ калаçу ирттерни, ватăсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене хускатса калаçу пуçарни питĕ вырăнлă. Ялсенчи активист-ветерансене Шупашкара тата Дивеевори мăнастире кайса курма экскурсисем йĕркелесси çинчен те сăмах хускатрĕç. Ватăсем Елчĕкри "Улăп" спорт комплексĕнче те пулса курасшăн. Çак мероприятисене йĕркелеме спонсорсем пулăшу парсан лайăх пулĕччĕ тесе палăртать С.А.Терентьева. Президиум ларăвĕнче районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи И.Н.Аникина ватă çынсен пурнăçĕшĕн тăрăшса патшалăх енчен уйăракан çăмăллăхсем çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Çакăншăн яваплă çынсем тăрăшса ĕçленине палăртрĕ. Ялсем тăрăх тухса çỹресе те, ваттисен çурчĕсенче пулса та пĕччен пурăнакан ватăсене пысăк тимлĕх уйăрмалли пирки каларĕ.
"Елчĕк Ен"