Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Йĕркене пăхăнар

С.КРАСНОВ, ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрă
Раççей Федерацийĕн 2010 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнчи 175 номерлĕ саккунĕпе килĕшỹллĕн, кăçалхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн 12.5 статйине кĕртнĕ улшăнусем саккунлă вăя кĕреççĕ. Кантăксене тĕслĕ пленкăпа хупăрлама кăмăллакан водительсене вĕсем тỹреммĕн пырса тивеççĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн, 2010 çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа урапаллă транспорт хатĕрĕсен хăрушсăрлăхĕ çинчен калакан техника регламентĕнче палăртнă требованисене пăхăнмасăр автомашинăн малти тата малти икĕ енчи кантăксем çине тĕслĕ пленка çыпăçтарнă (кантăкран кĕрекен çутă виçи 75 процентран кая пулмалла мар) водительсен тĕлĕшĕпе административлă протокол хатĕрлеме тивет, штраф виçи 500 тенкĕпе танлашать. Транспорт хатĕрĕсен водителĕсем регламентра палăртнă требованисене пăхăнманнине Раççей Федерацийĕн Тĕп прокуратури те палăртнă. Çул-йĕр правилисене пăхăнни инкек-синкекрен сыхлать, çавăнпа та водительсене йĕркене çирĕп пăхăнма ыйтатпăр.


"Елчĕк Ен"
08 сентября 2010
00:00
Поделиться