Ĕмĕр иртет, кун юлать
Кушкă ялĕнчи Наталия Ефимовна Леонтьева аслă урамра тăпăл-тăпăл пĕчĕк йывăç çуртра пурăнать. Картишне кĕрсенех тирпейлĕ хуçа пурăнни сисĕнет. Сар тулăпа симĕс курăк кăна сăхакан вунă чăпар чăх, пĕр автан хуçаланаççĕ. Пĕр ĕмĕр тултарнă хĕрарăм чăххисене курăк çăлса парас тесе çулла пахчара тăрмашать. Халĕ хăй питех тухса çỹреймест те, кỹршĕсем вĕсене симĕс курăк панипе интересленсех тăрать. Ара, çăмартапа, качака сĕчĕпе тăранса пурăнать вăл темиçе çул. Çавăнпа та вĕсене лайăх пăхмалла. Çăмартана кашни ир чĕрĕлле ĕçет. Кỹршĕсем пĕлтернĕ тăрăх, аллă çул каялла Натук аппа ỹслĕкпе асапланнă. Ун чухне пуçланă та чĕрĕ çăмарта, качака сĕчĕ ĕçме. Çавăн пекех апата кăмакара çеç пĕçернĕ. Çур ĕмĕр ытла качака тытнă кил хуçи, виççĕмĕш çул ăна усраймасть. Тăпăл-тăпăл пỹртре йывăç кравать ларать. Ăна ĕлĕкхилле пĕр енне пуçтарса хунă. Çавăнпа та вăл сак вырăнне те усă курăнать. Шап-шурă кăмака вара пỹрт илемĕ. Юбилей тĕлне çеç шуратманни паллă, таса та тирпейлĕ çуртра. Йывăç пĕренесем сап-сарă. Çурта хăй вăхăтĕнче В.Свеклов председатель тăрăшнипе колхоз лартса панă. Ун чухне Натук ватă амăшĕпе пурăннă. Аллă çула яхăн пĕчченех кун кунлать Наталия Ефимовна. Пĕр тăвансем пиллĕкĕн çитĕннĕ вĕсем. Шăллĕсем Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă, аппăшĕсемпе йăмăкĕсем çĕре кĕни те чылай çул. Амăшĕн ĕмĕрĕ кĕске пулман, тăхăр вунă çултан иртсен вилнĕ вăл. Пĕччен юлсан темиçе çул лăпланайман Натук аппа. Çапах вăхăт пур сурана та сиплет тени тĕрĕсех. Ĕмĕр иртнине сиссе те юлайман вăл. Натук аппа ачаран ĕçе кỹлĕнсе ỹснĕ. Вăрçă вăхăтĕнче окоп чавма та кайнă, фермăра пăрусем пăхнă, бригадăра пилĕк авнă. Çемье çавăрма тỹр килмен ăна. Хăй аран-аран калаçнипе, хăлхи илтсех кайманнипе кун-çулне тĕплĕн ыйтса пĕлмех май пулмарĕ, шкул та вĕренмен пулĕ вăл. Кỹршĕсем вăл хаçат вуланине курман. - Ĕлĕк "Пионер сасси" çырăнатчĕ. Почтальон чи йỹннине çырăнтарнă пулĕ, - теççĕ пĕр урамра пурăнакан ватăсем. Шутлама вара чухлать. Уйăхне миçе буханка çăкăр çисе янине пит лайăх пĕлнине хыпарлаççĕ. Çакă савăнтарать: Н.Леонтьеван юбилейĕнчен пĕр касра пурăнакансем пĕри те юлман. Пурте хисеплĕ ватăна менелникпе саламлама килнĕ. Çакă 100 çулхи кинеми вăхăтĕнче кỹршĕ-аршăпа килĕштерсе пурăннине пĕлтерет те. "Кушкă" хуçалăх ертỹçи П.Хмелев та мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван хуçалăхра тăрăшнă ватăна утиял парнелерĕ. Районтан килнĕ хăнасен парнисемшĕн те Наталия Ефимовна хавасланчĕ. Ытти чухне парнесене пит йышăнсах кайман ватăн уявра кăмăлĕ савăккине ял çыннисем тỹрех асăрхарĕç. Н.Леонтьевăна хирĕçре пурăнакан Бариновсен çемйи пăхса тăрать. Саня аппа пит вашават хĕрарăм. Зоя кинĕ те маттур. Упăшки Варсанофий те карчăка пулăшу аллине тăсма ỹркенмест. Хĕл кунĕнче кăмакине хутать. Унччен Натук аппа ялта чи малтан кăмака хутса пултарнă. Ăна пăхакан çемье пĕлтернĕ тăрăх, Натук кинеми мунчара милĕкпе те çапăнать, ытларах сивĕ шывпа çăвăнать. Больницăна кайса курман вăл. Халĕ те кăмака çине ваштах хăпарать. Хăй вăхăтĕнче Наталия Ефимовна патĕнчен пĕчĕк ачаллă амăшĕсем тухма пĕлмен. Куç ỹкнинчен, хăранинчен, вар хытнинчен тĕтĕрме пĕлнĕ вăл. Уявсенче мăн кăмăлланса ларман. Ĕмĕрне пĕччен ирттерсен те ырă кỹршĕсемпе савăнса пурăнать Натук аппа. Вĕсем уншăн темле çывăх тăванран та хаклă. - Хăналанăр-ха, ларăр-ха..., - тет кинеми пире сĕтел хушшине чĕнсе. Вăхăтĕнче хăй патне килнĕ çынсене тарават пулни куç кĕрет.
"Елчĕк Ен"