Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Туслăхра - вăй

Таса Гурий тĕн пĕрлешĕвĕн ячĕпе йĕркеленнĕ Хăвăлçырмари шкул кăçал хăйĕн вĕренекенĕсене 116-мĕш хут йышăнчĕ. Çак тапхăрта хăйĕн ятне нумай улăштарнă, çапах тĕп тивĕçне - çамрăк ăрăва пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларассине нихăçан та манман. Йывăç çуртра вырнаçнă пулин те, кашни вĕренỹ çулнех çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе кĕтсе илет шкул коллективĕ. Кунта кăçал та çурт-йĕре çутатас енĕпе чылай ĕç пурнăçланă - йĕри-тавра карта тытса çавăрнă, классене сăрласа илемлетнĕ, хăтлăх кĕртнĕ, оборудовани вырнаçтарнă. Урăхла каласан, вĕренме тата вĕрентме паха условисем туса парас енĕпе тимленĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнчен пуçласа кунти вĕренекенсемпе вĕрентекенсене тепĕр улшăну кĕтет - шкул микроавтобуспа пуянланать. Пĕлỹ кунĕнче Хăвăл-çырмари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулăн класĕсене 61 вĕренекен хăйсен хаваслă сассисемпе, йăл кулăпа тултарчĕç. Кăçал пĕлỹ пухма шкул алăкĕнчен пуçласа кĕрекен 9 ача пулни те кăмăла çĕклет - çамрăксем пур-ха Хăвăлçырмапа Кỹлпуçĕнче. "Шкул пулсан ял малашлăхĕ пур", - çакна палăртрĕ çак шкултан вĕренсе тухнă, хальхи вăхăтра район пуçлăхĕн çумĕ - район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый. Вăл шкул коллективне уявпа саламланă май кунти вĕренекенсемпе вĕрентекенсем çĕнĕрен çĕкленсе вăй илсе пыракан "АСК-Яльчики" агрофирма" сахал яваплă обществăн ертỹçисемпе тачă çыхăнура пулнине çирĕплетрĕ. Пĕлỹ кунĕнче шкула Чăваш Енре çĕр улми ỹстерекенсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи А.Капитонов, "АСК-Яльчики" агрофирма" сахал яваплă обществăн ĕç тăвакан директорĕ Ю.Галкин килни те ахальтен мар - çакă тачă çыхăну пулнине тепĕр хут палăртать. Пуш алăпа килмен вĕсем - Александр Петрович Капитонов шкул коллективне микроавтобус туянма 100 пин тенкĕ уйăрнине çирĕплетекен хута шкул директорне Г.Ловкина пачĕ. Чăннипех, çĕр улми çитĕнтерекенсем яла, унти халăхăн йăли-йĕркисене сыхласа хăварасси, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртекен, малашлăха пăхакан специалистсене шкул парти хушшинче ларакан вĕренекенсенчен çитĕнтересси, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрлесси çине тимлĕх уйăрнине палăртать А.Капитонов. Хă-вăлçырмапа Кỹлпуç çыннисем яланах ĕçчен пулнине, вĕсем малашне те хăйсен тивĕçĕсене тулли кăмăлпа пурнăçланине палăртнă май, агрофирмăна йĕркелесе яма пулăшнă район пуçлăхне Н.Миллина, район, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕсене тав турĕ, шкулта вĕренекенсене ăсталăха туптама сĕнчĕ. Ытти вĕренỹ заведенийĕсене те çакнашкал пысăк пулăшу паракансем йышланса пырасса шанас килет. Пĕлỹ кунĕнче уяв саламĕсем сахал мар. Иртнĕ вĕренỹ çулне "5" паллăпа çеç пĕтернĕ 5 вĕренекене шкул директорĕ Г.Ловкин Хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсене Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Кошкин, "АСК-Яльчики" агрофирма" сахал яваплă обществăн ĕç тăвакан директорĕ Ю.Галкин, Л.Воробьевăпа И.Волкова ветеран-педагогсем, ашшĕ-амăшĕн комитечĕн представителĕ И.Суркова та саламларĕç. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнчи пĕрремĕш шăнкăрава Л.Яшин вĕренекен янăратать - вăл шкул ачисене çуталнă классене йыхăрать...


"Елчĕк Ен"
04 сентября 2010
00:00
Поделиться