Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланчĕ

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче районти шкулсенчи 2700 ача партăсем хушшине ларчĕ, вăл шутран пĕрремĕшсем 228 ача. Çак кун кĕр уйăхне кĕни тỹрех сисĕнчĕ, урамра шухă çил самаях хытă вĕрчĕ. Çапах та вăл шкул ачисемпе вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне, хăнасене хăратмарĕ. Пурте хавасланса шкул умĕнчи площадкăсене пуçтарăнчĕç. Елчĕк шкулĕнче Вĕрентекен çулталăкĕнчи çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа йĕркеленĕ пĕрремĕш уява директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ В.Мартынова ертсе пычĕ. Вăл чи малтанах кăçал пуçласа шкула килекенсене хăйсен пысăк ушкăнне чĕнчĕ. В.Молоствовăпа А.Данилова вĕрентекенсем хăйсен шăпăрланĕсене (58-ăн вĕсем) алăран çавăтса тухнă хыççăн вун пĕрмĕшсене тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Тăватă класри 95 выпускник кăçал тăван шкулпа сыв пуллашать. Пĕлỹ кунĕ ячĕпе саламлакансем йышлăн пулчĕç. Чи малтанах пухăннисене шкул директорĕ Л.Васильева саламларĕ. Унтан хисеплĕ хăна, ЧР вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова тухса калаçрĕ. Вăл кăçал республикăра пĕрремĕш класа каякансем пĕлтĕрхинчен 600 ача ытларах пулнине пĕлтерчĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин хаваслă кунпа саламланă май кăçал пысăк çитĕнỹсем тунă учительсемпе вĕренекенсене ятран палăртрĕ. Унтан пĕрремĕшсене амăшĕсем пиллерĕç. Вун пĕрмĕшсем вĕсене асăнмалăх парнесем пачĕç. Акционерсен "Прогресс" хупă обществинчи профсоюзăн вырăнти комитечĕн председателĕ О.Крылова çуллахи каникулта тăван хуçалăхра тар тăкса ĕçленĕ ачасене преми парса чысларĕ. Унтан кĕтнĕ самант- пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Ăна шкулти чи хастар спортсмен А.Павлов тата пĕрремĕш класри М.Николаева пачĕç. Унтан вĕренекенсем пĕрремĕш урока - право пĕлĕвĕсен урокне васкарĕç. Вун пĕрмĕшсем акт залне пуçтарăнчĕç. Вĕсем шкулти юлашки вĕренỹ çулĕн пĕрремĕш урокне нихăçан та манмĕç. ЧР вĕрентỹпе çамрăксен министрĕн çумĕ С.Петрова выпускниксемпе ирттернĕ урок питĕ витĕмлĕ те интереслĕ, асра юлмалла иртрĕ.


"Елчĕк Ен"
04 сентября 2010
00:00
Поделиться