Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Суд умне тăрать

Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пайĕ хăйĕн ĕçне вĕçленĕ, республика прокуратури 47 çулти Алексей Григорьев тĕлĕшпе ирĕксĕрлесе медицина мерисем йышăнас тĕллевпе уголовнăй ĕçе суда ярса пама йышăннă. Следстви версийĕпе килĕшỹллĕн ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче каç кỹлĕм Канаш районĕнчи Сухайкасси çынни А.Григорьев Аслă Пăла Тимеш ялне килнĕ. Хăй хатĕрленĕ "перекен авторучка" йышши пăшалтан кунти чиркỹ настоятельне Анатолий Сорокин протоиерее персе вилмеллех амантнă. Преступлени тунă хыççăн Григорьев тарма хăтланнă, анчах ăна ял çамрăкĕсем тытса чарнă. Тапăну психика тĕлĕшĕнчен чирлĕ çын пачăшкăна килĕштерменнипе сăлтавланнă теççĕ. Уголовнăй ĕçе Елчĕк районĕн судĕнче тишкерĕç.


"Елчĕк Ен"
28 августа 2010
00:00
Поделиться