Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Соцпакет е укçа -тенкĕ?

Соцпакет илме тивĕçлĕ федераци çăмăллăхçисем (инвалидсем, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕсем, вăрçă ĕçне хутшăннă ветерансем, вăрçă ветеранĕсен тăлăх арăмĕсем, радиаци катастрофисенче инкек тỹснисем) соцпакет пулăшăвĕпе туллин усă курма е ăна хирĕçлесе уншăн тивекен укçа-тенке илсе тăма пултараççĕ. Соцпакетпа усă курассине е ăна хирĕçлессине пĕлтерекен заявленисене юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Елчĕк районĕнче паянхи кун федерацин 2622 çăмăллăхçи шутланать, вĕсенчен 2331-шĕ соцпакетпа усă курать.


"Елчĕк Ен"
28 августа 2010
00:00
Поделиться