Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çурт-йĕр çĕклесси ансатланнă

Федерацин çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче йышăннă çĕнĕ саккунĕ амăшĕн капиталĕпе çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас кăмăллă çемьесене пысăк пулăшу пачĕ, укçа-тенкĕпе усă курассине ансатлатрĕ. Çак ыйту тавра калаçу пуçарнă май вулакансен ыйтăвĕсем çине тĕрлĕ хурав илтĕмĕр Раççей Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн ертỹçинчен З.Яковлевăран. - Зинаида Анатольевна, амăшĕн капиталĕн укçипе паян çемьесен виçĕ тĕллевпе усă курма май пур. Вĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăрсамăр. - Икĕ е унран та ытларах ачаллă çемьесем амăшĕн капиталĕпе тивекен укçа-тенке чи малтанах хваттер условийĕсене лайăхлатнă чух усă курма (пỹлĕм туянма е харпăр хăй çуртне тума) пултараççĕ. Çак укçа-тенкĕпе çурт-йĕр строительстви валли е ăна туянма илнĕ кредитăн (çав шутран ипотекăн) е займăн малтанхи взносне тỹлеме, çурт-йĕр туянма (çав шутран ипотекăн) тата çĕклеме илнĕ кредитăн е займăн тĕп парăмне саплаштарма тата процентне тỹлеме, пай строительствине хутшăннăшăн тỹлеме, çурт-йĕр тата çурт-йĕрпе строительство, çурт-йĕрпе пухса пыракан кооперативсене хутшăннин взносне тỹлеме ирĕк пур. Çавăн пекех амăшĕн капиталне иккĕмĕш тĕллевпе - çемьери кирек хăш ача вĕренỹ заведенийĕнче пĕлỹ илнĕшĕн, унăн общежитийĕнче пурăннăшăн тỹлеме усă кураççĕ. Амăшĕн капиталĕн ук-çине пулас пенсине ỹстермешкĕн уйăрма май пур. - Амăшĕн капиталĕпе çурт-йĕр çĕкленĕ чух маларах подрядчик организацийĕсем хутшăнни кирлĕччĕ. Халĕ асăннă ыйтăва татса пама çăмăл, çурт çĕклекен çемье подрядчиксемпе килĕшỹ тумасса та пултарать... - Чăн та, хăйĕн вăйĕпе çурт çĕклекен ял çынни подрядчиксемпе килĕшỹ çирĕплетмест. Маларах вара унăн подрядчиксемпе килĕшỹ тумаллаччĕ, унсăрăн сертификата укçана "куçарма" ирĕк çукчĕ. Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнчен амăшĕн капиталĕпе усă курассине йĕркелесе тăракан саккунсене кĕртнĕ улшăнусем вăй илчĕç. Малашне унăн укçи-тенки шучĕпе подрядчик организацийĕсене хутшăнтармасăрах çурт тума пулать. Унсăр пуçне маларах туса лартнă çурта çĕнетсе улăштарнă, хушма хуралтă тунă, мансарда çĕкленĕ чух амăшĕн капиталĕн укçине тăккалама юрать. - Тепĕр ыйту та канăç памасть хаçат вулаканĕсене. Амăшĕн капиталĕн укçи-тенкипе ипотекăна мĕнле татмалла? - Чи малтанах пирĕн патăмăра килсе çемье капиталĕн сертификатне илмелле. Ун хыççăн заемщикăн банка е кредит илнĕ ытти организацине кайса заявлени çырмалла - ипотекăшăн çемье капиталĕн укçине хывасси пирки пĕлтермелле, юлнă парăм пирки справка çыртармалла. Каярах пенси фондне çав укçапа усă курас тĕллеве палăртса заявлени çырмалла, укçа куçармалли реквизитсемлĕ кредитор справкине пĕрле памалла. Ыйтăва татса пани çинчен сире пенси служби пĕр уйăхран хыпарлать. Ун хыççăн пĕр уйăх иртиччен вăл укçана банка куçарать.


"Елчĕк Ен"
28 августа 2010
00:00
Поделиться