Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хатĕрленỹ ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ

Виçĕм кун район администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленес ыйтăва халăх çыравне районта хатĕрленсе ирттерсе ярас енĕпе йĕркеленĕ комисси ларăвĕнче пăхса тухнă. Чăвашстатăн Елчĕк районĕнчи тĕп специалист-эксперчĕ Л.Горшкова район Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне мĕнле хатĕрленни тата çырав персоналĕн ĕç пỹлĕмĕсене хатĕрлесе çитерни, ĕçлекенсене транспортпа, çыхăну хатĕрĕсемпе тивĕçтерни çинчен каласа пачĕ. Раççей Правительстви çумĕнчи Пĕтĕм Раççейри çырав комиссийĕн кăçалхи утă уйăхĕнчи йышăнăвне пурнăçласа палăртмаллах пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Ял тăрăхĕсен, вĕсен йышне кĕрекен ялсен чиккисене тĕрĕслес ĕçе вĕçленĕ. Çыравçăсен тата инструкторсен ĕç пỹлĕмĕсене палăртнă. Ял тăрăхĕсен ертỹçисем пĕлтернĕ тăрăх çы-равçăсемпе инструкторсен ĕç пỹлĕмĕсене сĕтел-пуканпа, ĕç хатĕрĕсемпе, çыхăнупа, автотранспортпа тивĕçтерессине йĕркеленĕ. Район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе çак ĕçсене мĕнле пурнăçланине ятарлă ушкăн тĕрĕслет. Хальхи вăхăтра çыравçăсем ялсенчи шута илнĕ çуртсемпе çынсене тепĕр хут тĕрĕслеççĕ. Паянхи кун тĕлне районти 53 ялта 9021 çурт шутланать. Пушă çуртсен шучĕ 297, 89 çурта çĕнĕрен тăваççĕ, 114 çуртра предприятисемпе организацисем вырнаçнă. Районти халăх йышне, район территорине килсе кĕрекенсене, тухса каякансене миграци служби тĕрĕслесех тăрать. Паянхи кун тĕлне район территорийĕнче ют çĕр-шывсен гражданĕсем 46 çын пурăнаççĕ. Ял тăрăхĕсен ертỹçисем хуçалăхсемпе организацисенче ют çынсем пурăннине пĕлсе тăмалла, шута илмелле, çырав ыйтăвĕпе ĕçлекен уполномоченнăя пĕлтермелле. Халăх çыравĕпе ĕçлекенсене районти шалти ĕçсен пайĕ те пысăк пулăшу парать. Çыравччен вăхăт нумай юлмарĕ. Çавна май ăна хатĕрленсе ирттерсе ярассишĕн пурин те çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕç комисси ларăвĕнче.


"Елчĕк Ен"
26 августа 2010
00:00
Поделиться