Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тĕпчевçĕсем те тĕлĕнчĕç

Ир-ирех пирĕн хапха умне çăмăл машина пырса чарăнчĕ. Вĕсене хирĕç тухатăп. - Эпир сирĕн пата килтĕмĕр, Петр Алексеевич, - çапла пĕлтерчĕ машинăран тухакан вырăсла. - Эсир камсем пулатăр? Ман ята ăçтан пĕлме пултарнă? - ыйтатăп унран. - Эпир Ульяновск хулинчен. Сирĕн яла пырса кĕрсенех ватă енне сулăннă хĕрарăмсене тĕл пултăмăр. Эпир сирĕн ялăн авалхи кун-çулне пĕлесшĕн тесе ыйтсан пире тỹрех: "Эсир Петр Алексеевич патне кайăр, ял историне вăл пĕлет", - тесе ăнлантарса сирĕн патне çул кăтартса ячĕç, - хуравларĕ машинăран тухакан (вăл хăйĕн хушаматне те каларĕ, анчах эпĕ ăна ял тавра çỹренĕ май астуса юлаймарăм). - Сирĕн ял таврара чи пысăкки, ятне те Аслă Елчĕк тесе панă. Эпир çак ялăн православи тĕнне йышăничченхи пурнăçĕ, вĕсем мĕнле тĕне ĕненни çинчен пĕлесшĕн, паянхи пурнăçне хамăр курса пĕлме тăрăшăпăр, - тăсрĕ хăйĕн сăмахне тĕпчевçĕ. - Эсир пире авал сирĕн ял çыннисем ăçта тата мĕнле тĕне ĕненнипе паллаштарăр. Эпир ку вырăнсене ỹкерсе те илĕпĕр. - Халĕ унта эсир нимĕнех те кураймастăр, - тетĕп. Çапах та вĕсен машини çине ларса авалхи Киремет çырми енне, ялтан çурçĕрелле кайма сĕнтĕм. - Акă, çитрĕмĕр, - тетĕп. Чарăнатпăр. Пирĕн умра Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн кăштах айлăмрах вар пеккинче пĕр тикĕс шăтса тухнă тырă пусси. - Кунта ĕлĕк-авал вăрман пулнă. Эпĕ астăвасса юман, хурама йывăççисем пурччĕ. Çакăнта ял халăхĕ 9 çулта пĕрре пухăнса ырă Турăсене асăнса чỹкленĕ, парнесем панă. Чỹк хăçан ирттерессине ял старости малтанах пĕлтернĕ. Çынсем Киремет çырмине пырса çитсен староста сĕннипе ялти ватă та хисеплĕ çынна чỹклеме хушнă. Акă унăн хăш-пĕр сăмахĕсем: "Чỹк çырлах, килĕш авалхи йăлапа, çĕнĕ тырă ячĕпе, çĕнĕ тырă çăкăрĕпе, тырă-пулă пылĕпе, тырра-пулла алла илнĕ сипетпе сана, Турă ачи-пăчипе, ывăл-хĕрĕпе пуç çапатпăр, çырлах! Çак çарана, перекетне, пылакне пар. Ана çине аксан, ана перекетне пар...", - тата малалла тăснă чỹк тăваканĕ. Унтан пурте: "Çырлах!" - тесе çирĕплетсе ыйтнă. Унччен ял вăйĕпе шурă лаша туянса, ялти пĕр яш-кĕрĕме утлантарса, ял йĕри-тавра сиккипе чуптарса çаврăнма хушнă. Тарласа килнĕ лаша çурăмĕ çине куркапа сивĕ шыв сапнă. Тарланă лаша сивĕ шыв янипе чĕтресе илнĕ. - Ку лаша парнене Киремет йышăнать! - савăнсах çирĕплетнĕ лаша йĕри-тавра пухăннă халăх. Часах староста хушнипе, пусса вакланă лашана пĕçерсе пухăннă ял çыннисене валеçсе панă. Кайран кашниех хăй тĕллĕн чỹклеме тытăннă. - Тата хăш вырăнта ирттернĕ ку йăла-йĕркене? - ыйтаççĕ тĕпчевçĕсем. - Йăлăмкасра пурăнакансем кашни 3 çултан пĕрре пухăнса Тĕпсĕр кỹлĕ хĕрринче ỹсекен ват хурамапа юман йывăççисем патĕнче чỹкленĕ, - ăнлантаратăп вĕсене. - Кашни çулах кашни хăйĕн килĕнче чỹкленĕ. Кашни хуçалăхăнах лупас хыçĕнче чỹклемелли вырăнта хурама йывăççи ỹснĕ. Çуртра арçын пулмасан тăлăх арăм упăшкинчен юлнă çĕлĕкпе сăхманне тăхăнса чỹкленĕ. Çав кун никама та нимĕнле япала та пама юраман, парас пулсан, ку çыннăн пĕр япалине илсе юлмалла пулнă, _ тăсатăп калаçăва чỹк çинчен. _ Апла Тĕпсĕр кỹлĕ патне кайăпăр, - сĕнеççĕ тĕпчевçĕсем. Машина çине ларса Тукас, унтан Йăлăмкас урамĕсем тăрăх каятпăр. Унта та кунта кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă, эрешлесе илемлетнĕ çуртсем. Ку çуртсем тĕпчевçĕсене кăсăклантарнă иккен. - Ку çуртсене кам пулăшнипе лартнă? - Ял çыннисем хăйсемех Мускава, Чулхулана кайса ĕçлесе укçа тăваççĕ, чăвашсем çапла хăнăхнă, алăра укçа пур чухне строительство ĕçне тытăнаççĕ. Ялтан тухсан Хĕрлĕ çырма хĕррипе Кĕçĕн Пăла шывĕ еннелле çул тытатпăр. Аслă Елчĕк ял айккине çитрĕмĕр. - Çырман сылтăм енче тутарсен масарĕ пулнă. Ку вырăнта ĕлĕк-авал çынсем пурăннă. Анчах 13-мĕш ĕмĕрте тутарсем çĕнтерсе килсен, вĕсем ку вырăнтан, тутар пусмăрĕнчен хăраса Атăл кукăрĕ еннелле тарса кайнă. Ку пушанса юлнă вырăна историре "тискер уй" тесе ят панă. Çак тискер, никам пурăнман уйсем тăрăх 1552 çулта IV Хаяр Иван патшан Хусан хули çине вăрçăпа тапăнса килекен çарĕ тутарсен чиккине сыхлакан пĕр ушкăн çарне тĕл пулса аркатнă. Тутарсем хăйсен çар çыннисен виллисене кунтах пытарнă. Вил тăпри çине пысăк чулсем хурса хăварнă. Эпĕ астăвасса та тутарсем кунта вилнисене асăнма килетчĕç. Колхозсем пуçлансан ку чулсене урапасем çине тиесе Шупашкара турттарса кайрĕç тесе каласа паратчĕç ватăсем. Çырман сулахай енче - колхоз сачĕ. Унта чи малтан кунта пурăнма куçса килсе пирĕн яла пуçласа яракансен, ку çулсенче пуçланса кайнă Патреккел тата ытти 6-7 ялăн масарĕ пулнă тетчĕç ватăсем, - тăсатăп хамăн калаçăва. Чикĕ тăрăх Тĕпсĕр кỹлĕ патне çул тытатпăр. Ун патĕнче те авалхи чỹклеме юлашкисем пачах юлман. - Ку кỹлĕ хальхинчен чылай пысăк, питĕ тарăн пулнăран, "Тĕпсĕр кỹлĕ" тесе ят панă. Унăн хĕрринче ватă юман тата хурама йывăççисем ỹснĕ. Унта чỹк уйăхĕнче ырă турăсене асăнса парнесем парса чỹк ирттернĕ. Халĕ Тĕпсĕр кỹлĕ патĕнчен, Йăлăмкаспа юнашар вырнаçнă Анаткас урамне тухатпăр. Шăп çуррине çитсен машинăна чарма сĕнетĕп. Çак вырăнта 450 çул каялла Атăл хĕрринчи Куславкка çывăхĕнчи Елчĕк ялĕнчен Пичура ятлăскер куçса килнĕ. Вăл Хаяр Иван патша пысăк çарпа Хусан хули çине вăрçăпа тапăнса килнĕ вăхăтра ытти çĕршер чăваш çыннисемпе пĕрле ухăпа киçчеп тытса Хусан хулине тытса илме хутшăннă. Çавăншăн вырăс çар пуçлăхĕсем Пичурана 50-70 теçеттин çĕр касса илме ирĕк паракан "креп" хучĕ панă. Унăн çурчĕн кăнтăр енче тырă-пулă акса çитĕнтерме паха çĕр, çурçĕр енче - çурт-йĕр, тутарсем килсе тапăнсан пытанма йỹçлĕхлĕ вăрман кашласа ларнă. Нумаях пулмасть ял халăхĕ ял пуçланса кайни 450 çул çитнине савăнăçлăн паллă турĕ. Халĕ Шуркасси урамне кĕретпĕр. Асăрхарăр пулĕ, Шуркасси урамĕ Йăлăмкасран сахалтан та вунă метр çỹлте ларать. Апла пулин те Йăлăмкасра пурăнакансем шыв çитменнипе нушаланаççĕ. Шуркассинче пурăнакансен тĕп сак айĕнче, нỹхрепсенче çулталăкĕпех шыв тулли. Часах машина пирĕн çурт патне çитсе чарăнчĕ. - Тутарсен пурнăçĕ çинчен çырнине час-часах тĕл пулатпăр, чăвашсем çинчен çырнисем питĕ сайра. Эсир каласа панинчен чăвашсен авалхи йăли-йĕркине, паянхи ял пурнăçне хамăр куртăмăр, - калаçăва малалла тăсрĕ тĕпчевçĕ. - Чăвашсем мĕнле ĕçчен халăх иккенне хамăр куçпа курса пĕлтĕмĕр, тавтапуçах сире, Петр Алексеевич, ăнăçлă калаçушăн, кăтартса çỹренĕшĕн. Халĕ ĕнтĕ чăвашсем çинчен çырнисем те ытларах пулĕç. Тен, татах тĕл пулма лекĕ, - вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне тĕпчевçĕ сыв пуллашнă май.


"Елчĕк Ен"
25 августа 2010
00:00
Поделиться