Иртнĕ эрнере Чăваш Енре Мускав культура кунĕсем (ăна ирттерес пирки Мускав мэрĕ Юрий Лужков тата Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров килĕшỹ çырнă) иртнĕ. Вăл Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă, çак кун кунта Мускаври "Русская симфония" симфони оркестрĕн концерчĕ иртнĕ. Концерт умĕн уява хутшăннисем Чăваш патшалăх ỹнер музейĕнче Раççейĕн ỹнер академийĕн чăн членĕн Василий Нестеренкăн куравĕпе паллашнă. Чăваш Енĕн культура пурнăçĕнчи анчах мар, Атăлçи хутлăхĕнчи паллă пулăм Елчĕк çĕрне те пырса тиврĕ. Республикăра Мускав культура кунĕсем иртнĕ тапхăрта района Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университетĕнчи историпе этнологи факультечĕн кафедрин студенчĕсем, наука сотрудникĕ - Мускаври чăвашсенчен 1991 çулсенче "Атăл" ятпа йĕркеленĕ хор ертỹçи Г.Никитина килсе кайнă. Вĕсем анатри чăвашсен пултарулăхĕпе паллашнă, тĕрлĕ ялсенче пурăнакан халăхпа тĕл пулса вĕсен йăли-йĕркипе, юрри-ташшипе кăсăкланнă, хăш та пĕр юрăсемпе такмаксене çыра-çыра илнĕ. - Кирек ăçта, кирек хăш региона кайсан та чăвашсене тĕл пулатпăр. Чăваш халăх культури кăсăклă та хăйне евĕрлĕ пулнипе тыткăнлать, - хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ Г.Никитина. Г.Никитина Инçет хĕвел тухăçĕнче çуралнă, ашшĕпе амăшĕ çар çыннисем пулнăран Хĕвел анăç Çĕпĕрте, Чăваш Енре, Эстонире, Литвара, Латвинче, Германинче тата ытти чылай вырăнта пурăннă, Çĕрпỹри музыка училищинче вĕреннĕ. Вăл ертсе пыракан "Атăл" хор ытларах чăваш халăх юррисене шăрантарать, концертсемпе час-часах тĕрлĕ хуласенче пулать, халăхсен хушшинче иртекен фестивальсене хутшăнать.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.